Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫичӗ ача амӑшӗн пурнӑҫӗ хурапа шурӑ черетленнипе сыпӑнса пынӑ пулин те паян вӑл хӑйӗн шӑпине ӳпкелешмест.

Куҫарса пулӑш

Чун-чӗре ӑшши пурне те ҫитет // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51803-chun ... e-te-citet

Ӗҫ ветеранӗн хыҫа юлнӑ ҫулӗсем вара чылай тантӑшӗсенни пекех шурӑ кулачӑ ҫисе ҫеҫ ирмен.

Куҫарса пулӑш

Чун-чӗре ӑшши пурне те ҫитет // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51803-chun ... e-te-citet

Кинемей калашле, ҫӑварӗнче пӗр шӑл та упранса юлманни ӑна апат ҫиме те, чӗрене тунсӑх пусса килсен (сасси ҫамрӑк чухнехи пекех уҫӑ) шӑрантарса юрлама та чӑрмантармасть.

Куҫарса пулӑш

Чун-чӗре ӑшши пурне те ҫитет // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51803-chun ... e-te-citet

Ҫулӗсем шултӑраланса пынине пӑхмасӑр Явраҫ аппан сывлӑхӗ чиперех.

Куҫарса пулӑш

Чун-чӗре ӑшши пурне те ҫитет // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51803-chun ... e-te-citet

Ҫӗнӗ Ахпӳртре пурӑнакан Ефросиния Федоровна Хурамаева ҫак кунсенче вуннӑмӗш теҫеткене вакларӗ.

Куҫарса пулӑш

Чун-чӗре ӑшши пурне те ҫитет // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51803-chun ... e-te-citet

Ҫакӑ, паллах, савӑнтарать, ҫапах та хамӑрӑн ӗҫри яваплӑха, дисциплинӑна, йӗркелӗхе хавшатмалли сӑлтав пулмалла мар.

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Ытти тӗрлӗ сӑлтавпа - икӗ ҫулчченхи стажлӑ водительсем авари тунине, ҫул-йӗр пахалӑхӗ тивӗҫтерменнипе, водительсем авари тунӑ вырӑнтан тарнипе ҫыхӑннӑ тӗслӗхсенче те вунӑ уйӑх кӑтартӑвӗсем иртнӗ ҫулхи ҫак вӑхӑтрипе танлаштарсан лайӑхланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Ҫул урлӑ каҫма палӑртнӑ вырӑнта йӗркене пӑсакансем ҫеҫ ытларах пулнӑ: ҫул-йӗр инспекторӗсем кӑҫалхи 10 уйӑхра икӗ, пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтра пӗр тӗслӗхе шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Ӳсӗр ҫынсем ҫул-йӗр правилине пӑснипе 3 (2023 ҫулта -11), ҫуран пыракан ҫине кӗрсе кайнипе 4 (6), ҫуран пыракансем ҫул-йӗр правилине пӑснипе 1 (3), ачасем хутшӑннипе 6 (7), хирӗҫ килекен ҫул ҫине автомашине сиксе тухнипе 3 (7) тӗслӗх пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Аварисен ытти сӑлтавӗсемпе те кӑтартусем лайӑхланнине палӑртса хӑварасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Вӗсенче вилекенсем пулман (пӗлтӗр 2 пулнӑ), 29-шӗ аманнӑ (пӗлтӗр 44 ҫын аманнӑ).

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Тӗрлӗрен сӑлтавпа пулакан инкексен шучӗ 53 процент чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Иртнӗ ҫулхи ҫак тапхӑрта 32 аварие шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Асӑннӑ тапхӑрта Патӑрьел муниципалитет округӗн территорийӗнчи ҫул-йӗр ҫинче 15 авари пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Акӑ, кӑҫалхи вунӑ уйӑх пӗтӗмлетӗвӗ начар мар, пире малалла та хавхаланса ӗҫлеме хистет.

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Паллах, пирӗн сотрудниксен яваплӑхӗ, профессилле ӑсталӑхӗ, тӳрӗчунлӑхӗ те ӗҫ пахалӑхне ӳстерме, кӑтартӑва лайӑхлатма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Патшалӑх ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн службин ӗҫӗнче водительсемпе ҫуран ҫӳрекенсем йӗркене пӑхӑнни, ҫул-йӗр культурине ӳстерни пӗлтерӗшлӗ ҫеҫ мар, пӗтӗмӗшле лару-тӑрӑва та ҫӑмӑлатать.

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Ҫав вӑхӑтрах ҫула тухакансем преступленисемпе административлӑ право йӗркине пӑсассинчен асӑрхаттарасси те вӗсен тӗп тӗллевӗсен шутнех кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Акӑ мӗн пӗлтерчӗ «Авангард» хаҫат редакцине ҫул-йӗр ҫинчи аварисем, ГИБДД сотрудникӗсен ӗҫӗ пирки РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Батыревский» уйрӑмӗнчи ГИБДД пайӗн начальникӗ, полици майорӗ Марат Юнусов (сӑн ӳкерчӗкре): - Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх патшалӑх инспекторӗсен тӗп тӗллевӗ - ҫул-йӗр юхӑмне хутшӑнакансен пурнӑҫӗпе сывлӑхне тата пурлӑхне сыхласа хӑварасси, вӗсен саккунлӑ прависемпе интересӗсене, ҫавӑн пекех обществӑпа патшалӑх интересӗсене хӳтӗлесси, транспорт хатӗрӗпе ҫӳреме хӑрушсӑрлӑх условийӗпе тивӗҫтересси.

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Ҫакӑ, паллах, чӑн малтанах ҫул ҫинчи куҫӑма кӑткӑслатать.

Куҫарса пулӑш

Йӗркене пӑхӑнни лару-тӑрӑва та ҫӑмӑллатать // Альбина ЕГОРОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51802-j-rk ... c-m-llatat

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех