Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Юлашки хут ҫуркунне авӑн ҫапатпӑр пуль, малашне кӗркуннех авӑн ӗҫне пӗтерекен пулӑпӑр-ха, — текелеҫҫӗ хӗрарӑмсем сывлӑш ҫавӑрса кайнӑ вӑхӑтра.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Трактор моторӗ кӗввипе пӗрле молотилка улани ҫурхи сывлӑшра янӑраса аяккалла саланать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хӗрарӑмсен сӑн-пичӗ типшӗм пулсан та, куҫӗсенче савӑнӑҫ ҫӑлтӑрӗ йӑлтӑртатни пӗрре пӑхсах курӑнать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫынсем кӑҫал вӑрҫӑра пысӑк ҫӗнтерӳсем пуласса кӗтеҫҫӗ, кӗтеҫҫӗ ҫеҫ те мар, пирӗн паттӑр салтаксем урнӑ тӑшмана хӑйӗн вилӗм шӑтӑкӗ патне хӑваласа ҫитерессе ӗненсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тӳпе мӗнпур анлӑшӗпе кӑн-кӑвак, ҫӗнӗ ҫуркунне ҫывхарнине темле ӑнланмалла мар лӑпкӑ савӑнӑҫ тулать халӑх чӗрине.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫурхи хӗвел сисӗнмеллех ӑшӑтать ҫанҫурӑма, ӗҫлекене тарлатать.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кӑнтӑрла ҫитес умӗн хулӑн тумланса килнисем ҫийӗнчи кӗрӗкӗсене хыва-хыва пӑрахрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ҫитменнине элеватортан илсе килтӗр-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Ытти вӑрлӑх ҫитет-и-ха? — ыйтаҫҫӗ хӗрарӑмсем.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Хӗллех туса пӗтерес ӗҫе ҫуркуннене хӑвартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

— Пӗр кунлӑх ӗҫ! — васкатать вӑл хӗрарӑмсене.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Кӗлтери тулӑ пӗрчисем питӗ лайӑх сыхланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫумӑрсем ҫӑвиччен вӑрлӑх валли ҫапнӑ тулла кӗлете кӗртсе пӗтересшӗн вӑл.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Молотилка ҫӑварне кӗлте салатса парса тӑма Хура Ҫимун хӑй килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Иккӗшӗ те, пурте курччӑр тенӗ пекех, капан тӑрне кӗлте пӑрахма хӑпарса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Юмӑҫ Уканьпе Кулюкка та ыттисенчен юлман.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Бригадирсем авӑн ҫапма каланисем пурте тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Анкартинчи йӗтем ҫинче иртенпех ӗҫ вӗрет.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тӑвансемпе ирӗклӗн тӗл пулса калаҫма ытлашши ҫын ан чӑрмантартӑр тесе, Хумкка мучи лашине урампа мар, анкарти хыҫӗпе чуптарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Микулай таврӑнассине ҫынсене пӗлтерменччӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫулӑмӗнчен маларах тӗтӗмӗ курӑнать… // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех