Çĕннисем
Пӗр кун, иккӗ, виҫҫӗ утнӑ вӑл.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Тӑваттӑмӗш теҫеткене ҫитсе пыракан арҫын, пурнӑҫ ҫӑмӑлланасса шанса таврӑннӑскер, салтак тумне хывса пӑрахнӑ та аттине кутамккана чикнӗ, ҫӑпата сырнӑ, хӑй яла таврӑнас умӗн ҫӗнӗ ҫӗре куҫса кайнӑ ялйыш хыҫҫӑн тухса утнӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Яла таврӑннӑ салтак вара ҫемьере пӗр-пӗччен тӑрса юлнине ӑнланса илнӗ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Тӑван йӑмӑкӗ те пиччӗшне кӗтсе илеймен — куштан ҫын ывӑлӗн мӑшкӑлне тӳсеймесӗр ҫакӑнса вилнӗ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Амӑшӗ ял пуянӗ патӗнче пир тӗртсе ларнӑ чухне упӑшки нехекрен пӗтнине пӗлсен, чӗри ҫурӑлнипе вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Салтакӑн ашшӗ пусӑ алтнӑ чухне тӑпра айне пулса вилнӗ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Тӑм вите вырӑнӗнче тӑпра купи анчах тӑрса юлнӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хайхискер вӑл ялне пырса кӗнӗ, ун-кун пӑхкаланӑ — улӑм витнӗ, урамалла икӗ пӗчӗк чӳречеллӗ пӳрчӗ вырӑнӗнче пулман — пушар тухнӑ та иккен, пӳрчӗ тӗпӗ-йӗрӗпе ҫунса кайнӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Салтака кайнӑ чухне кӑрнатир пек яштака этемӗн ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Темле майпа вӑл вунӑ-вуникӗ ҫултанах яла таврӑннӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫавӑн пек салтаксенчен пӗри пулнӑ та ӗнтӗ Сутин мӑн аслашшӗ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Чӑваш хушшинче ҫӳрекен сӑмахпа калас-тӑк, телейлисем кӑна тӑван ялне таврӑннӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Терчӗ мӑй тӑрӑн, хуйхи-суйхи пуҫ тӳпинчен.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Пӗрер чӑваш салтакра хутла вӗренкеленӗ те, вырӑс саспаллисемпе чӑвашла ҫырса, ҫыру яма тӑрӑшнӑ, анчах ун пек ҫырусене ашшӗ-амӑшӗ илсе вулайман — тӳре-шара тытса чарнӑ, ҫурса тӑкнӑ, ҫыракана шар кӑтартнӑ, шӗвӗ хулӑпа ҫаптарнӑ, тепӗр пилӗк ҫул салтак служби хушса панӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ватӑлса килнӗскерсене ӑратне-хурӑнташӗ мар, сывӑ юлнӑ ашшӗ-амӑшӗ те ҫийӗнчех палласа илеймен.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Вӗсенчен тӑван ялне таврӑнакансем сайра хутра кӑна пулкаланӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Вӗсем ҫыру та ярайман, хыпар та тӑвайман.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫуклӑ-пурлӑ пурӑнакансен ывӑлӗсене ашшӗ-амӑшӗнчен, чунтан-вартан савнӑ хӗрӗнчен уйӑрса патша ҫарне илсе кайнӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Пуянсем хӑйсен ывӑлӗсене салтака яман, укҫа парса, ӗҫтерсе хӑварттарнӑ.
Салтак пулнӑ пуҫӑмӑр… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Салтак пулӗ пуҫӑмӑр, Купӑста пулӗ яшкамӑр, Йытӑ выртман вырӑнсенче Пулӗ пирӗн пуҫӑмӑр, — тесе юрланӑ.