Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Хӗветӗр Ваҫукран тӳрех купӑс ыйтса илчӗ те ӑна нихӑҫанхинчен те янӑравлӑнрах тӑсса ячӗ, пӳрнисем ӗнчӗ тӳмесем ҫийӗн пӗрре йӑпӑртатса анчӗҫ, тепре ҫӳлелле чупса хӑпарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Мӗнпур енче тӗлӗнсе хашлатни илтӗнчӗ, пысӑк клуба чӑшӑлтатнӑ сасӑ кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ҫапла ҫавӑтӑнса кӗчӗҫ вӗсем тулли клуба.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Иккӗшӗн хушшине тӑчӗ Хӗветӗр.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Лена ҫинчен куҫне илеймест хӑй: чӑн-чӑн хӗр пулса чӑмӑртанса ҫитнӗ-ҫке унӑн савнийӗ, хуть паянах тыт та авлан!

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Хӗветӗр вӗсене клуб умӗнче аякранах кулкаласа кӗтсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Чипер тумланса клуба кайрӗҫ Ленӑпа Соня.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Темле хура корольсем килкелесе тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ваҫук евӗр каччӑ ҫаплах тухмасть Соньӑпа юнашар.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Вӑл та темех калаймасть.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Аптранипе Соньӑпа Лена тепӗр пӳлӗмре пурӑнакан Марите ятлӑ аппӑшне картпа юмӑҫ пӑхтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ӑҫтан пӗлетӗн-ха ӑна?

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Тен, Ваҫукӑн вӑрттӑн ҫӳрекенни пур?

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Соня та пӗччен.

Вӑл никампа та ҫӳремест.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Ваҫук пӗчченех.

Ташлама чӗннишӗн никам та нимӗн калас ҫук.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Мӗнех-ха вара?

Ӗнерех шухӑшласа хунӑ вӑл ӑна.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Паян Хӗветӗр купӑс каласан, Ваҫука ташлама хӑй пырса чӗнетех вӑл.

Куҫарса пулӑш

Каччӑсемпе хӗрсем // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 448 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех