Çĕннисем
Манӑн пичче те унтаччӗ.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Мускаври пӗр института вӗренме кӗме хатӗрленеттӗм.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Эпӗ вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул хамӑр ялти вӑтам шкултан вӗренсе тухсаттӑм.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Пӗтрӗ пирӗн сад.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Улма йывӑҫҫисене виҫӗмҫул хӗлле нимӗҫсем вутта касса комендатура кӑмакинче ҫунтарса янӑччӗ.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Чим, ӑҫта аташса кӗрсе кайрӑм, мӗн ӗмӗтленетӗп?
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Икӗ ватӑ, пӗркеленнӗ питлӗскерсем (ах, ҫав питсем ҫумне тутампа сӗртӗнесчӗ манӑн!), йӑпанмалӑх ӗрчетнӗ садне кӗреҫҫӗ пек, унта вӗсем, каллех ачисене аса илсе, эпир юратнӑ улмасене татса типтерлӗн пуҫтарса хураҫҫӗ…
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Вӗсем — ӗмӗрӗсене ял ачисене вӗрентсе ирттернӗ икӗ ватӑ учитель, — хӑйсен пӳрчӗ умне тухса ларса, хӗвеланӑҫ еннелле пӑхаҫҫӗ пек: унта вӗсен ватӑлмалӑх кунӗсенче хӑйсене пӑхма ҫитӗнтернӗ икӗ ачи — пӗри, ывӑлӗ, вӑрҫӑра ҫапӑҫать (ҫапла пулинччӗ, пиччем чӗрӗ-сывӑ пулинччӗ!), тепри, хӗрӗ, чӗрӗ-халлӗнех ютра асапланать.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Вырӑн ҫине хутланса выртатӑп-и е чавсаланса ларнӑ хушӑра куҫӑма хупатӑп-и — ман умма яланах ӗнтӗ аттепе анне тухса тӑраҫҫӗ.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Акӑ, каҫ пулса ҫитрӗ, пирӗн тӗксӗм барак чӳречинчен уйӑх пӑхать, вӑл мана ҫак тавралӑхран, пӑчӑлӑхран тухса тарма, инҫете-инҫете — ҫуралнӑ ҫӗршывӑма, чи хаклӑ ҫыннӑмсем патне — чӗнет пек, йыхӑрать пек, мӑнтарӑн!
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Асаилӳсем вара кунӗпех пуҫӑмран тухма пӗлмерӗҫ.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Пахчари чечекӗмсем, чунӗсем пур пекех, мана саламланӑн туйӑнатчӗ…
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Курӑк ҫинче сывлӑм йӑлтӑртататчӗ.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Хӗвел ӗнтӗ, пите пӗҫертмесӗр, ӑшшӑн ачашланӑ пек кӑна пӑхатчӗ.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Пӳлӗме ҫуллахи пӑчӑ сывлӑш мар (лешӗ вӑл ӳркентерекенни), темле, ҫӑтса тӑранайми ырӑ шӑршӑллӑ сывлӑш, ӳте кӑштах ҫӳҫентерсе илекен, чуна уҫӑлтарса яракан сывлӑш, тӳлеккӗн вӑркӑшса кӗретчӗ.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Вӑранаттӑм та, ӑшӑ вырӑнӑм ҫинчен хӑпӑл-хапӑл тӑрса, пахча енчи чӳречене — хӗвел енне — яриех уҫса яраттӑм.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Ытла илемлӗ-ҫке ирхине ялта!
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Эпӗ вара ирӗксӗрех сентябрь уйӑхӗн ытарайми ирхи сехечӗсене аса илтӗм.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Ирхине, курас килми пуличченех йӑлӑхтарса ҫитернӗ станок умӗнче тӑнӑ чух, чӳречерен хӗвел пӑхатчӗ, ҫурӑма хӗртетчӗ.
Ютра // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 3–70 с.
Эпӗ ытлах ывӑнмарӑм та паян: камшӑн, мӗншӗн ырми-канми ӗҫлесе ҫамрӑк пилӗке хуҫас-ха?