Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Сути уншӑн савӑнасса питӗ савӑнчӗ, мӑнукне те каласа пачӗ, анчах шухӑшласса ун пирки пачах урӑхла шухӑшласа илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Пӗррехинче Сути мучие пикенсе ӗҫленӗшӗн преми — кӗрхи путек пама йышӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӑмӑчӗсене вара вӑл сӑран пукришкеллӗ туса, ылтӑн пек йӑлтӑртатса тӑракан нухрат-пӑхӑр тӑха ҫапса хитрелетет.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

«Пирӗн Пӑнччук мучи — пиллӗкмӗш разрядлӑ шорник», — мухтаса илеҫҫӗ ӑна арҫынсем.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Эртеллӗ хуҫалӑха вӑй ҫитнӗ таран пулӑшас килет ун, кашни лашан икшер хӑмӑт-йӗнерчӗк пулмалла, тет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Чи юратнӑ ӗҫӗ ун — хӑмӑт-йӗнерчӗк тӑвасси.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ҫирахви аслашшӗ сисӗнмеллех уксахлать, ҫапах ура хуҫса, алӑ усса ларма юратмасть, ялан кӑштӑртатать, ялан мӗн те пулин тума тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Эккей, ҫав Петӗрккене, уншӑн шучӗ ҫеҫ пултӑр…»

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Малтанах хама чӗнмеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

«Ҫӗмел, сурат тӑвасси те хӗрарӑм ӗҫӗ мар ҫав.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Шухӑш ҫӑмхине ҫӗнӗрен пӗтӗрсе чӗркеймерӗ-ха, хӗрарӑмсем тӗрӗс мар тунӑ суратсене курчӗ, сӳтрӗ вӗсене, ҫӗнӗрен купалама тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

«Мӗн тумалла, эккей, мӗн тумалла?» — хӑй хуҫалӑхӗ пирки ҫине тӑрсах шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Питӗ ырӑ кӳрше те ирӗн-каҫӑн тӑтӑшах чӗнейместӗн.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Мӑнукӗ хулана кайсан, ҫӑкӑр пӗҫерме хайхи пӗчӗк Кӗркури амӑшне чӗнсе килкелерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӑйӗн те ҫынсене пулӑшмалла та, вӑй-хал ӗлӗкхи пек мар-ҫке-ха ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Кӗтес каса кӗтӳ хума кайсан, ялта выльӑх-чӗрлӗх шучӗ ӳснине курсан та савӑннӑччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул шӑнса пӗтнӗ улмуҫҫисем вырӑнне колхоз садӗнче ҫамрӑк улмуҫҫисем ешернине асӑрхасан ҫеҫ ун кӑмӑлӗ сисӗнмеллех ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Нумайӑшӗн хапха юписем чалӑшнӑ, хӳме-картасем ҫилпе силленмелле кивелнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӑйсен урамӗнче вӑл пӗр ҫӗнӗ пӳрт те курмарӗ, хӑш-пӗрисен ҫивиттисем ҫӗршӗннӗ, мӑянпа армути шӑтса тухнисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ун кӑмӑлӗ пушшех хуҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех