Çĕннисем
Пӗчӗк хӗрача ура ҫине тӑракан пулнӑччӗ ӗнтӗ, ун амӑшӗ сасартӑк шалкӑм килсе ҫапнипе вилсе кайрӗ.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Пӗчӗк ачана кил хушшинче Ҫирахви тесе чӗнме тытӑнчӗҫ.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Кинӗ унпа килӗшрӗ.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Хӑйӗн ашшӗне сума суса вӑл ачин ачине Серафима ятпа ҫыртарчӗ.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Нянине, маттурне, Шурӑ чӗкеҫ чӗппине, Ух-ух! сиктерер, Сывлӑх-пурлӑх пиллер, — тесе сиктеретчӗ Пӑнччук мӑнукне.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Сӑпки тӳлеккӗн лӑш-лӑш сикетчӗ.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Тимӗр пӑрушина тупӑнманнипе ун вырӑнне ҫамрӑк ҫӗмӗрт туратне касса сиктерме тунӑччӗ.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Тӗпне сӳс кантрипе сӗреке пек ҫыхнӑччӗ.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Сути, ача ҫуралассине пӗлсенех, вӑрмана кайса ҫӑка каснӑччӗ те хуппине сӳнӗччӗ, хупне виҫӗ каска айне хурса типӗтнӗччӗ, ҫӗнӗ пушӑтпа ҫӗнӗ сӑпка ҫӗленӗччӗ.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ачи ҫурални ҫинчен ҫырнине те мӑнтарӑн ҫынни вуласа савӑнайман пулмалла.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ывӑлӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта тухса кайрӗ, ҫыру ярса та ӗлкӗреймерӗ, йывӑр хуйхӑллӑ хыпар килсе ҫитрӗ.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ӑҫтан чӑтса тӑтӑр-ха вӑл?
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Мӑнукӗ хӗрача пулнипе хурланмасть, вӑл ӑна питӗ юратать те хӗрхенет: «Ашшӗ-амӑшсӗр тӑрса юлмалла марччӗ те ҫав ман манукӑн», — тет хӑй аллипе лартса ӳстернӗ улма-ҫырла йывӑҫҫи хушшинче ҫӳренӗ чухне те, ҫырма хӗрринчи мунчине килленсе кӗнӗ чухне те ҫын аллипе кӑвар туртма юратакансене, ҫӗнӗ вӑрҫӑшӑн, юншӑн антӑхакансене тарӑхать, ятламасӑр тӳсеймест.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Вӑл та пулин хӗрача.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Йӑх-тӗпне малалла тӑсаканни те пӗр ача кӑна.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Кинӗ те ун вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗнӗ вӗт-ха.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Асне илет те ывӑлӗ юлашки вӑрҫӑран таврӑнайманнипе чӑтма ҫук хурланать.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Ҫамрӑкла вилнӗ мӑшӑрне питӗ шеллет, пӗртен-пӗр ывӑлӗ амӑшсӗр ӳснине аса илет.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
«Атте-анне мана лаша тирӗ пек хулӑн тирпе ҫуратнӑ, шӑнса та вилмен, такӑнса та ӳкмен, эккей мар-им», — тет вара вӑл.
Асламӑшӗпе мӑнукӗ // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.
Сутниксен йӑхӗнчен чи вӑрӑм ӗмӗрли пулса тӑнӑ.