Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Евӗрлев сӑмахӗсене те икӗ ушкӑна пайлатпӑр: пӗрне сасӑ евӗрлевӗсем, теприне сӑнар евӗрлевӗсем тетпӗр («сасӑ евӗрлев сӑмахӗсем», «сӑнар евӗрлев сӑмахӗсем» мар).

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Тахҫанах хӑнӑхрӑмӑр ку терминсене, никам та вӗсенче йӑнӑш курмасть.

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Япала ячӗсене эпир икӗ ушкӑна пайлатпӑр: пӗрисене пайӑр ят, теприсене пайӑр мар ят тетпӗр («пайӑр япала ячӗ», «пайӑр мар япала ячӗ» мар).

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Кӗскетнин тӗслӗхӗсем.

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

«Сыпӑнуллӑ хутлӑ предложени» терминри йӗркене пӑхӑннӑ пулсан, кунта та «подлежащи пулакан тӗп член», «определени пулакан кӗҫӗн член» темеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Виҫҫӗмӗш сыпӑкра вара ку принципа пӑрахӑҫларӑмӑр та ушкӑнсен ячӗсене пӗрер сӑмахлӑ туса хутӑмӑр: подлежащи, сказуемӑй, определени, дополнени, обстоятельство.

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Ҫапах пӗрремӗш сыпӑкри пулӑмӑн ятне иккӗмӗш сыпӑкра кӗскетрӗмӗр: туллин «предложенин тӗп членӗ», «предложенин кӗҫӗн членӗ» темеллеччӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Пӗрремӗш сыпӑкри пулӑмӑн ячӗ — член — иккӗмӗш сыпӑкра та юлать (предложение хӑйне халлӗхе шута илмӗпӗр): тӗп член, кӗҫӗн член.

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

(Шкул грамматики юлашки вӑхӑтченех дополненипе обстоятельствӑсене хӑй черечӗпе каллех вакрах ушкӑнсене пайлатчӗ-ха).

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Ун хыҫҫӑн кашни ушкӑнне каллех малалла ушкӑнлатпӑр: подлежащи, сказуемӑй (тӗп членсем), определени, дополнени, обстоятельство (кӗҫӗн членсем).

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Малтанлӑха членсене икӗ ушкӑна — тӗп членсемпе кӗҫӗннисем ҫине пайлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Халичченхи йӗрке тӑрӑх предложени тытӑмне членсем ҫине пайласа тӗпчеме тӑрӑшатпӑр.

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Акӑ тӗслӗхсем.

Терминологи практикинче икӗ мелӗпе те усӑ кураҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Терминсем ҫакнашкал вӑрӑмланнинчен икӗ тӗрлӗ хӑтӑлма пулать: е, виҫҫӗмӗш сыпӑкран пуҫласа, пӗрремӗш сыпӑкри пек каллех хутсӑр термин ҫине куҫмалла, е хутсӑр термина кӗскетме май тупмалла.

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Анчах та ҫак йӗркене терминологишӗн пур чух та килӗшӳллӗ теме ҫук, мӗншӗн тесен виҫҫӗмӗш-тӑваттӑмӗш сыпӑкра уйӑракан ушкӑнсен ячӗсем питӗ вӑрӑмланса каяҫҫӗ, танл.: сасӑ — хупӑ сасӑ — ялан янӑракан хупӑ сасӑ — ялан янӑракан ҫемҫе хупӑ сасӑ (ку вара тӑваттӑмӗш сыпӑкри ушкӑн ячӗ пулчӗ — пайӑр ятсенче Тунюк Микули Унтри Йӑванӗ тенӗ пек).

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Чӗлхе терминологийӗ ку тӗлӗшпе чӗлхере хӑйӗнче ҫирӗпленнӗ йӗркене пӑхӑнать: чӑваш чӗлхи ҫӗнӗ ӑнлава киввин ячӗ ҫумне тепӗр сӑмах хушса палӑртнине килӗштерет, танл.: яшка — пулӑ яшки, аш яшки, ҫӑмах яшки, серте яшки; ҫӑнӑх — тулӑ ҫӑнӑхӗ, ыраш ҫӑнӑхӗ, урпа ҫӑнӑхӗ; апат — каҫхи апат, ирхи апат, кӑнтӑрлахи апат т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Урӑхла каласан, палӑртакан чӗлхе пулӑмӗсем пӗчӗкленнӗҫемӗн вӗсен ячӗ пысӑкланса пырать: пысӑк пулӑмӑн ячӗ пӗр сӑмахлӑ (сасӑ, предложени), унран пӗчӗкреххи — икӗ сӑмахлӑ (уҫӑ сасӑ, хутлӑ предложени), тата пӗчӗкреххин — виҫӗ сӑмахлӑ (малти уҫӑ сасӑ, кайри уҫӑ сасӑ, сыпӑнуллӑ хутлӑ предложени, пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложени) тата малалла та.

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Танл.: сасӑ — уҫӑ сасӑ, хупӑ сасӑ; вӑхӑт — пулас вӑхӑт, хальхи вӑхӑт, иртнӗ вӑхӑт; предложени — хутсӑр предложени, хутлӑ предложени т. ыт. те.

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Икӗ е темиҫе сӑмахлӑ терминсенче (кӗскерех вӗсене хутлӑ термин тесен те юрамалла — «составной термин» пӗлтерӗшпе; пӗр сӑмахлисем вара хутсӑр термин пулаҫҫӗ) ҫак йӗркене тытса пырас туртӑм сисӗнет: пысӑкрах единицӑн е ушкӑнӑн ячӗ пӗчӗкрех ушкӑнсенче те юлать.

Куҫарса пулӑш

3. Ку чухнехи чӗлхе терминологийӗ. Унӑн пахалӑхне ӳстересси // И. А. Андреев. Чӑаш терминологийӗн ыйтӑвӗсем. — Шупашкар, 1979. — 154 с. — 71–91 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех