Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

«Мӗн тумалла, эккей, мӗн тумалла?» — хӑй хуҫалӑхӗ пирки ҫине тӑрсах шухӑшларӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Питӗ ырӑ кӳрше те ирӗн-каҫӑн тӑтӑшах чӗнейместӗн.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Мӑнукӗ хулана кайсан, ҫӑкӑр пӗҫерме хайхи пӗчӗк Кӗркури амӑшне чӗнсе килкелерӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӑйӗн те ҫынсене пулӑшмалла та, вӑй-хал ӗлӗкхи пек мар-ҫке-ха ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Кӗтес каса кӗтӳ хума кайсан, ялта выльӑх-чӗрлӗх шучӗ ӳснине курсан та савӑннӑччӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Вӑрҫӑ пуҫланнӑ ҫул шӑнса пӗтнӗ улмуҫҫисем вырӑнне колхоз садӗнче ҫамрӑк улмуҫҫисем ешернине асӑрхасан ҫеҫ ун кӑмӑлӗ сисӗнмеллех ҫӗкленчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Нумайӑшӗн хапха юписем чалӑшнӑ, хӳме-картасем ҫилпе силленмелле кивелнӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хӑйсен урамӗнче вӑл пӗр ҫӗнӗ пӳрт те курмарӗ, хӑш-пӗрисен ҫивиттисем ҫӗршӗннӗ, мӑянпа армути шӑтса тухнисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ун кӑмӑлӗ пушшех хуҫӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Сути шухӑш вӗҫне-хӗрне ҫитеймерӗ, ура ҫине тӑчӗ, ҫамки ҫине хунӑ аллаппи айӗнчен Йӗлмелӗн пӗр вӗҫне, унтан тепӗр вӗҫне тинкерсе пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Хулапа ял танлашать теҫҫӗ те хӑйсем…»

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Вӗтӗр-шакӑрпа пирӗн пек ватӑсем уй-хире сухаласа, акса, тырӑ вырса илме вӑй ҫитерейменнине ӑнланмаҫҫӗ-ши ҫавсем?

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Эпир ватӑлтӑмӑр, эккей, ҫамрӑксем ҫавӑн пирки тӗплӗнрех шухӑшламалла та…

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ял пурнӑҫне этем ывӑл-хӗрне савӑнтармалӑх туса ҫитереймерӗмӗр-ха.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Унтанпа вунултӑ ҫул иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

«Тӗрӗс, фашистсене питӗ вирлӗ ҫапса аркатрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

«Тӑвар сапнӑ вырӑна сурӑх кӗтӗвӗ пуҫтарӑннӑ пек, тытаҫҫӗ те хулана пуҫилли тухса сирпӗнеҫҫӗ», — хӑй тӗллӗн мӑкӑртатрӗ Сути, ун карланки тӗпне темӗнле йӳҫӗ чӑмакка килсе капланчӗ, сывлас сывлӑшӗ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Сути, ҫумӑр киличчен суратсене тӳрлетсе пӗтерес кӑмӑлпа лара-тӑра пӗлми ӗҫленӗскер, халтан кайрӗ, пӗр сурат кутне ларчӗ те шухӑшлама тытӑнчӗ: «Шикли шикленет, кӗрӗк пӗркенет» тенӗ пек пулса тухать пирӗн ял ачисемпе.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Рондо перопа ҫыракан Петӗрккен ҫурӑлса каймалла сысни пӗр хушӑ курӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Ӗҫсӗр аптӑранӑ кӑвакал кутӑн чӑмать, чӗпписем ӑҫта иккенне те манса каять тенӗ пек, Ҫирахви аслашшӗ малтан ҫав сӑмахсене ӗненесшӗн пулмарӗ, халь тепӗр хут аса килчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шыв ӑсса килсе хӑварчӗ те… // Владимир Ухли. В. В. Ухли. Хӗрсем пурҫӑн тӗртеҫҫӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 320 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех