Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Чӑваш чӗлхи, чӑваш тӗнчи, чӑваш чунӗ…

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Сурӑм шкулӗ чӑвашлӑха аталантаракан ҫемьесене палӑртрӗ // Алина. http://chuvash.org/news/12258.html

Ҫапли ҫапла пулӗ те, анчах инструктажа кӑна шанса лармалла мар-тӑр: ӗҫрен суранланса таврӑнас мар тесен хамӑрӑн та яваплӑрах пулни ытлашши мар-тӑр.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Хутсене пӑхнӑ та, ӑна хӑрушлӑх правилипе никам та паллаштарманни ҫиеле тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Ҫулталӑк каялла, пӗлтӗрхи кӑрлачра, Шупашкар районӗнче ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗринче тракторист урасӑр юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Хӳтӗлӗнмелли хатӗрсемпе тивӗҫтерменни те, начар оборудованипе ӗҫлеттерни те, хӗрӗнкӗ ҫынсенех ӗҫе явӑҫтарни те, инструктаж ирттерменни те инкекпе вӗҫленет.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Сарӑмсӑрлӑх сӑлтавӗ яваплисем ӗҫ хӑрушлӑхӗпе тимлесе ҫитерейменнипе чылай чух ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Промышленноҫра тата ял хуҫалӑхӗнче те пӑтӑрмах сиксе тухкалать.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Ӗҫри инкексем тӑрӑх пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тӗпе хурса пӗтӗмлетсен, суранланас хӑрушлӑх ҫурт хӑпартассинче пуринчен ытларах.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Хуласенчен кӑҫал та Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта инкексӗр иртмен, Красноармейски районӗнче те производствӑра шар курнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Производствӑра суранланнӑ тӗслӗхсем пӗлтӗр Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Вӑрнар, Красноармейски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче сиксе тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Ҫын вилнӗ фактсем икӗ хутчен пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Пӗлтӗрхипе танлаштарсан, ку вӑл пӗр тӗслӗх сахалтарахне пӗлтерет-ха.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Кӑҫалхи ҫак тапхӑрта кӑна пуҫиле виҫӗ ӗҫ пуҫарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Производствӑра суранланнипе ҫыхӑннӑ пӑтӑрмахсемпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксемшӗн пуҫиле ӗҫе ытларах чухне РФ Пуҫиле кодексӗн 143-мӗш статйипе (ӗҫ сыхлавӗн правилине пӑснине пула ҫынна йывӑр суранлатнӑшӑн е ҫынна вӗлернӗшӗн), 216-мӗш статйипе (хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснине пула ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнишӗн е пысӑк тӑкак кӑтартнишӗн, е ҫын вилнишӗн) тата 109-мӗш статьяпа (асӑрханманнине пула вилӗм кӳнишӗн) ӗҫ пуҫарнине пӗлтерет асӑннӑ управленин пуҫлӑхӗн пулӑшуҫи Олег Дмитриев.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗ пуҫарнипе ҫирӗплетнӗ ҫак кун тӗлне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ республикӑра ку енӗпе лару-тӑру еплереххине тишкернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗн кунне палӑртаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Ӑнсан — суранланса, ӑнмасан — вилсе.

Куҫарса пулӑш

Ӗҫрен суранланса килеҫҫӗ // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/12252.html

Пӗр ҫаклатсан ан вӗҫертӗр телее.

Куҫарса пулӑш

Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№

Тӗнчере чипер ӑс-тӑнлӑ, чӑнкӑ та сывӑ каччӑсем пайтах.

Куҫарса пулӑш

Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№

Хӗрсем, ҫак меслете пула савнӑ каччӑсӑр юлнишӗн пӗртте пӑшӑрханма кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

Пулас упӑшкана тӗрӗслени // Н. СУЙМАНОВ. «Капкӑн», 2016, 4№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех