Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ача Интернетра усӑллӑ страницӑсене кӑна кӗрейтӗр тесен хӑвӑра тивӗҫтерекен списока провайдерпа пӗрле янтӑлама май пур.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫапах карас ҫыхӑнӑва йӗркелекен операторсемпе провайдерсем ҫул ҫитменнисемшӗн сиенлӗ сайтсенчен сыхланма сӗнекен ятарлӑ сервиссем шанчӑклӑрах пек.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хӑшпӗр ачашӑн аслисем хӑйӗнпе ку темӑпа тӗплӗн калаҫниех витӗмлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Сиенлӗ информаци серепине лекесрен мӗнле сыхланмалла? Ҫул-йӗр тӗрлӗрен.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

«Ирӗклӗ ишев» мӗн патне илсе ҫитерме пултарнине вара пурте пӗлетпӗр: наркотикпа е ҫынна минретекен урӑх наркӑмӑшпа, субкультура ушкӑнӗсемпе ҫыхланасси, суицид тата ытти инкек.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Апла пулсан кирлӗ-кирлӗ мар сайтсене уҫса хӑйӗн ҫирӗпленмен психикишӗн сиенлӗ темӗн тӗрлӗ информаципе те паллашма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Раҫҫейри ачасен 80 ытла проценчӗ Интернета ашшӗ-амӑшӗ сӑнаман вӑхӑтра хӑй тӗллӗн кӗрет.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Тӗрӗсрех, ачашӑн унӑн уҫлӑхӗнчи кирек хӑш сайта кӗрессипе нимӗнле чару та ҫукки.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫул ҫитменнисемшӗн пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратаканни — Интернет.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Сыхланакана Турӑ та сыхлать тенине манмасӑр хӑрушсӑрлӑхӑн тӗп правилисене асрах тытни, вӗсене пӑхӑнни тӗрлӗ пӑтӑрмахран хӳтӗлӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Хӑшӗ-пӗри тӗпренчӗкне ача-пӑча кану лагерьне вырнаҫтарать — ку тӗслӗхре те ҫул ҫитменнисене сӑнаса тӑрассишӗн яваплисем пур.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ачана тимлӗхрен вӗҫертмессе пӗлнӗрен ашшӗ-амӑшӗ те лӑпкӑлӑха ҫухатмӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Аслашшӗ-асламӑшӗ, кукашшӗ-кукамӑшӗ ырӑ-сывӑ пулсан — пӑшӑрханмаллиех ҫук: каникулта юратнӑ мӑнукне хӑйсен хӳттине илме хаваспах килӗшӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Аслисем ӗҫре чухне ача вӑхӑта мӗнле ирттересси ҫинчен чылай ҫемьере малтанах шухӑшлама тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Анчах ача-пӑча ҫитӗнтерекеншӗн каникул ҫуккине манар мар.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫу пуҫлансанах лӑпкӑ та ирӗклӗ тапхӑр ҫитет тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Кун пек чухне лӑштах сывласа ярасса ачапа пӗрле ашшӗ-амӑшӗ те тем пек кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Чӗрӗк вӗҫӗнчи тӗрӗслев ӗҫӗсем, тепӗр класа куҫма ирӗк паракан аттестаци, тӑваттӑмӗш классен — Пӗтӗм Раҫҫей тӗрӗслев ӗҫӗсем...

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Вӗренӳ ҫулӗн вӗҫӗнче, ҫанталӑк урамалла кӑчӑк туртнӑ вӑхӑтра кӗнеке-тетрадь тытса пуҫ ҫӗклемесӗр ларма тивет-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ара, чи вӑрӑм каникула кӗтмесӗр!

Куҫарса пулӑш

Хаваслӑ ҫу кунӗсенче инкек ан хурлантартӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех