Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Патшалӑхӑн тата патшалӑхӑн мар массӑллӑ информаци хатӗрӗсем пӗлтерӗшлӗ те ҫивӗч темӑсемпе – сывӑ пурнӑҫ йӗркине, толерантлӑ ӑс-тӑна, ҫемье, амӑшлӑхпа ачалӑх пахалӑхӗсене йӗркелессипе, Чӑваш Республикинче пурӑнакан халӑхсен пултарулӑхне тата нацисен хутшӑнӑвне аталантарассипе, патриотлӑх, чунлӑх тата кӑмӑл-сипет пропагандипе – ҫыхӑннӑ мероприятисене пурнӑҫа кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2687457

2013 ҫулта республика конкурсӗ иртнӗ, ӑна пула Чӑваш Ен медиауҫлӑхӗ социаллӑ пӗлтерӗшлӗ 41 проектпа пуянланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2687457

Кризиса пула экономикӑра йывӑрлӑх чылай пулин те отрасль аталанасса пурте шанса тӑнине уҫҫӑнах кӑтартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Тӗп докладсене сӳтсе явма хутшӑннисем пӗрлӗх строительсен интересӗсене хастар хӳтӗленине, саккун проекчӗсене хатӗрлеме сӗнӳсем панине палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«ТУС» АУО гендиректорӗ Николай Угаслов Красноармейски районӗнчи «Кетра» завод ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

ЧР строительство министрӗ Олег Марков республикӑри строительство материалӗсен производствипе паллаштарчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Енре ҫӗнӗ технологисене ытти чылай регионран ытларах ӗҫе кӗртнине асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Уйрӑммӑн илсен строительство калӑпӑшӗ пӗчӗкленнӗрен стройматериалсемпе пӗлтӗр виҫӗмҫулхинчен 25% сахалрах усӑ курнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

РФ Строителӗсен пӗрлӗхӗн вице-президенчӗ, «Строймаш-Вибропресс» холдинг ертӳҫи Сергей Кучихин ҫӗршывӑн строительство комплексӗнче пӗлтӗр пулса иртнӗ улшӑнусене тӗплӗн тишкерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Патшалӑх ипотека кредичӗ илме пулӑшсан строительство калӑпӑшӗ пысӑкрах пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫапла вара 6200 ҫын ыйтӑвне татса парасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Отрасле яракан пӗтӗм кӗмӗлрен 2 млрд тенкӗ пурӑнмалли вырӑн тума кайӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Строительствӑна хывакан кашни тӑваттӑмӗш тенкӗ — бюджетран куҫараканни. Вӑл строительство организацийӗсемшӗн патшалӑхӑн шанчӑклӑ саккасӗпе танах тата тӳрӗ кӑмӑллӑ строительсемшӗн пысӑк укҫа», — терӗ М.Игнатьев.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кӑҫал отрасле пулӑшма ҫул-йӗр фондӗнче пухӑнакан укҫапа, бюджетӑн инвестици тӗллевӗллӗ тӑкакӗпе, тӗрлӗ категорие пурӑнмалли вырӑна лайӑхлатмалли социаллӑ тӳлевпе пӗрле 8,5 млрд тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Пирӗн строительсем валли 10 ҫула ӗҫ пур, — залра ларакан ертӳҫӗсене хавхалантарчӗ вӑл. — Хальхи вӑхӑтра территорисенче — 2 пине яхӑн гектар лаптӑк ҫинче — 7 млн тӑваткал метр пурӑнмалли вырӑн тӑвас тӗлӗшпе 56 проект пурнӑҫланать».

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ытларахӑшӗ хваттер илме пултарччӑр тесе ҫемье тупӑшне перекетлекенсен ыйтӑвне татса пама тӑрӑшнине, вӗсем валли пурӑнмалли вырӑн пӗтӗм калӑпӑшӑн 48% чухлӗ тунине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫавӑн пекех вӑл тупӑш сахал илекен, нумай ачаллӑ тата ҫамрӑк ҫемьесене, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене, тӑлӑх ачасене пурӑнмалли вырӑнпа тивӗҫтерессишӗн патшалӑх программисем ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Республика пурӑнмалли вырӑн тӑвассипе курӑмлӑ ҫитӗнӳ тӑвать, — терӗ М.Игнатьев. — Кашни ҫын пуҫне ӑна хута ярасси федерацин Атӑлҫи округӗнче малта пыракан регионсен йышӗнче шутланать. Раҫҫей строительство министрӗ Михаил Мень пушӑн 10-мӗшӗнче, эпӗ унпа курнӑҫнӑ чухне, ҫӗршыври ансат мар экономика лару-тӑрӑвне пӑхмасӑр Чӑваш Ен строительстви, вӑл шутра пурӑнмалли вырӑн хута ярассипе, пысӑк калӑпӑшлӑ пулнине палӑртрӗ. Нумай хутлӑ пурӑнмалли ҫуртсем хӑпартассипе пӗлтӗр ӳсӗм ҫулӗпех талпӑннӑ: строительство калӑпӑшӗ 2014 ҫултинчен 19% пысӑкрах. Ҫав вӑхӑтрах хваттер ыйтӑвне татса парас текенсен тупӑшӗ пӗчӗкленнине шута илсе уйрӑм ҫынсем валли пурӑнмалли вырӑн виҫӗмҫулхинчен 29% сахалрах тунине йышӑнатпӑр».

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев строительство отрасльне аталантарассишӗн, патшалӑх енчен пулӑшассишӗн чи малтан тумалли ӗҫсене тӗрӗс йӗркеленине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Правлени ларӑвне хутшӑнакансен тӗллевӗ — строительство комплексӗн ҫӗршыври тата республикӑри лару-тӑрӑвне, ҫивӗч ыйтусене, вӗсене татса памалли ҫул-йӗре тишкересси», — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпир - малтисен шутӗнче // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех