Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Кунта та инвалид тесе ӗҫсӗр лармасть — ял халӑхӗ Лачкассинчи колхоз председательне суйлать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Сывлӑхӗ начарлансан ҫеҫ тӑван тӑрӑха таврӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Тӗрлӗ ҫӗрте ӗҫлет вӑл.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Вӑрмар районне йӗркелес ӗҫсене тивӗҫлӗ шая ҫитерсен (хура ӗҫсене туса пӗтерсен) Н.П. Хаймуллина яваплӑрах та яваплӑрах вырӑнсене куҫараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Вӑрмар районӗн Хисеп кӗнекинче ҫырнинчен: «Н.П. Хаймуллин 1927 ҫулхи сентябрь уйӑхӗччен Вӑрмар районне йӗркелес ӗҫре комисси председателӗ пулса тӑрӑшнӑ. Октябрь уйӑхӗн-че ӑна районти Советсен съездӗнче Вӑрмар райсовет депутачӗсен ӗҫ тӑвакан комитет председательне суйланӑ, ҫак должноҫра вӑл 1927—1929 ҫулсенче ӗҫленӗ».

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Кунта вӑл комисси председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

1927 ҫулта Чӑваш АССРне районласси пуҫлансан Ҫӗрпӳ уесӗн Ҫӗр управленийӗн пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлекен Н.П. Хаймуллина Вӑрмар тӑрӑхне районлас ӗҫе шанаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Чӑнах та, 1923 ҫулта Николай Прохорович патшалӑхӑн тӗрлӗ ӗҫӗсенче тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Шкултан вӗренсе тухсан халӑх учителӗсем пулас ӗмӗтпе ҫунаканскерсем, хамӑра обществӑпа политика ӗҫне те хатӗрленме тивӗҫ тесе шутлаттӑмӑр. Хамӑрӑн кӑмӑла тата пултарулӑха кура кашнин хӑйне ӗҫ суйламаллаччӗ. Манӑн тивӗҫ — халӑх сывлӑхне сыхлас тата юридици енӗпе хатӗрленессиччӗ».

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Н.П. Хаймуллин аса илӗвӗнчен:

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Унтан каллех вӗрентӳҫӗре тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Салтакра пулать, Граждан вӑрҫине хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

. Чӗмпӗрти шкултан вӗренсе тухса учитель свидетельствине илнӗ ҫамрӑк вӗрентӳҫӗ шкулта ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Тӑвай енӗн хисеплӗ ҫынни ҫав ҫулсене аса илсе ҫапла ҫырнӑ: «Чӑваш халӑхӗн Просветителӗ Иван Яковлевич Яковлев хӑйӗнчен те, вӗренекенӗсенчен те питӗ ҫирӗп ыйтать. Анчах инкеке лекнӗ ҫыннӑн хуйхи-суйхине чӗри патне илетчӗ. Кӑна эпӗ хампа пулса иртни тӑрӑх та лайӑх пӗлетӗп: 1914 ҫулхи март уйӑхӗнче, эпӗ 3-мӗш класс ачи, йывӑр чирлерӗм. Шкул тухтӑрӗ, Шостак, мана лайӑх апат-ҫимӗҫ, уҫӑ сывлӑш кирли пирки пӗлтерчӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтсан, апрель уйӑхӗнче, Иван Яковлевич мана лайӑх апатланса сывалса ҫитме тесе шкулӑн ял хуҫалӑх фермине ячӗ. Ҫак фермӑна Иван Яковлевич хӑй ачине юратнӑ пекех юрататчӗ. Кунта туса илекен ҫимӗҫ шкулти столовӑя каятчӗ. Фермӑри ӗҫсене пӗтӗмпех ачасем пурнӑҫлатчӗҫ, ҫапла вӗсем уй-хир, пахча-сад, выльӑх-чӗрлӗх пӑхса ӳстерес ӗҫе хӑнӑхатчӗҫ. Ҫак фермӑра мана ытти воспитанниксенчен ытларах сӗт паратчӗҫ. Таса сывлӑш, ҫурхи хӗвел ӑшши, илемлӗ ҫут ҫанталӑк — курортри пекехчӗ. Ҫак «курортра» икӗ эрне пурӑнса сывалса ҫитрӗм те шкула таврӑнтӑм…»

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Николай Прохорович Хаймуллин (Лачкасси) (сӑн ӳкерчӗкре) Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче 1911—1916 ҫулсенче вӗреннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Ҫапах та эпӗ Вӑрмарсемпе тӑвайсене И.Я. Яковлевӑн пархатарлӑ ӗҫӗсем те ҫывӑхлатни пирки пусӑмлатсах каласшӑн.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Кун пек тӗслӗхсене татах та асӑнма пулать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Сӑхӑтпуҫӗнчи поэт, тӗпчевҫӗ Вениамин Тимаков аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн Шӑхаль шкулӗнче ачасене вӗрентсе пурӑннине палӑртсах калатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Арапуҫ ялӗнчи вӑтам шкулта вӗрентӳҫӗре 14 ҫул ӗҫленине те ырӑпа кӑна аса илет педагогика ӑслӑлӑхӗн кандидачӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Вӑл Тенеялӗнчен вӑтам пӗлӳ илме Шӑхаль ялне ҫӳренӗ-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Вӑрмар хутлӑхӗ Тӑвай енпе ҫывӑх // Василий ЦЫФАРКИН. https://yantik-press.ru/press/news/2025/ ... npe-cyvah/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех