Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

— Манӑн ҫемье пурнӑҫӗ икӗ пайран тӑрать: мӑшӑрӑмпа Иринӑпа пурӑнни тата ун хыҫҫӑнхи.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Юратнӑ мӑшӑрна, ачун амӑшне усал шыҫӑ сирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

— Петр, санӑн шӑпу йывӑр пулни чылайӑшӗшӗн вӑрттӑнлӑх мар.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Арҫын куҫӗнчен юхакан таса тумламсене вӑйсӑрлӑхпа танлаштармарӑм, унпа пӗрле манӑн чун та куҫҫульпе ҫӑвӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӑл чӗринче ӗмӗрлӗхех ҫырӑнса юлнӑ асаплӑ самантсене тепӗр хут аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Чуна уҫса калаҫар» рубрикӑн паянхи хӑни — К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ Петр САДОВНИКОВ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Сцена ҫинче сӑнара калӑпланӑ чухне куҫран юхакан ҫутӑ куҫҫуль тумламӗсене пурнӑҫрипе танлаштараймӑн.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Артистӑн та, кашни ҫыннӑнни пекех, сцена ҫинчи пурнӑҫӗсӗр пуҫне ҫемйи, ачи-пӑчи, кулянтаракан тата савӑнтаракан самантсем пур.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Халӗ артист профессийӗ чи йывӑр ӗҫсенчен пӗри иккенне питӗ аван пӗлетӗп.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Анчах пурнӑҫ тути-масине астивнӗ хыҫҫӑн ун пек каламастӑп.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӗсем сӗтлӗ кӳлӗре ишеҫҫӗ тесе шухӑшлаттӑм.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Артистсене питӗ ӑмсанаттӑм.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Манӑн та сцена ҫинче пӗр-пӗр сӑнара калӑпласа залра ларакансен чунне тыткӑнлас килетчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Ача чухне чылайӑшӗ артист пулма ӗмӗтленет.

Куҫарса пулӑш

«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Вӗсем пӗчӗклех хура-шуррине самай астивнӗскерсен пурнӑҫне хӗвелӗн ҫутӑ пайӑркине кӗртме тӑрашаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Батановсемпе Калаковсен ачасене ҫемьене йышӑннӑ чухне пуяс шухӑш пулман.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Халӗ лавккасенче хаксем ҫӗпре ҫинчи пек ӳснине ӑнлантарма та кирлӗ мар.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Шӑпӑрлансемшӗн уйӑхсерен паракан укҫа-тенкӗ хӑйсене тӑхӑнтартмалӑх, ҫитермелӗх те ҫитмест.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Апла вӗсене ку утӑма тумашкӑн мӗн чӑрмантарать?

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

«Ачасене укҫашӑн илтӗр», — тесе ҫынсем куҫран пӑхса каланӑ вӗсене, чалӑшшӑн тинкернӗ.

Куҫарса пулӑш

«Анне, пире кунтан часрах илсе кай…» // Ирина АЛЕКСЕЕВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех