Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Артистсем пултарнǎ таран лайǎхрах выляма, хӑйсене шанса панӑ сӑнарсене ӗненмелле уҫса пама тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

Тӳрех пӗлтерер: халӑх ятне вӗсем хӳтӗлеме пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

«Халǎх» ятне тепӗр хут ҫирӗплетсе парас тесе вырǎнти халǎх театрӗн артисчӗсем ҫак саманта тахҫантанпах кӗтсе хатӗрленнӗ ӗнтӗ, ҫапах та хǎйсенче хумханни палǎрать», — тесе хыпарланӑ кун пирки Муркаш район администрацийӗн сайтӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

Драма коллективӗн артисчӗсем ку хутӗнче А. Ларченков драматург ҫырнǎ «Ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкере» ятлǎ икӗ пайлǎ лирикǎллǎ драмǎпа паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫкери ҫӗмӗрт каллех ҫеҫкеленет // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11720.html

Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртнӗ кӗнеке хӑтлавне кӑларӑм авторӗ тата унти тӗп герой кӑна май, республикӑн информаци политикин министрӗ Александр Иванов, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Константин Никитин, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Олег Князькин пуҫтарӑннӑ, кӗнекене тата Елена Бадаевана ырласа ӑшӑ сӑмах каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса — кӗнеке // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11692.html

Темиҫе созывра та ӑна республикӑн парламентне депутата суйланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса — кӗнеке // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11692.html

Вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ апат-ҫимӗс индустрийӗн ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ пекарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса — кӗнеке // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11692.html

Ҫӑкӑр пӗҫерес ӗҫре ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ вӑхӑтра Елена Игнатьевна хисеплӗ ятсене те пайтах тивӗҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса — кӗнеке // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11692.html

«Служение Хлебу: две судьбы. 1934-2014 годы» ятлӑскере вӑл ҫур ӗмӗр ытла Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче тӑрӑшакан, 1985 ҫултанпа савута ертсе пыракан Елена Бадаевӑна халалланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса — кӗнеке // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11692.html

Вилӗмсӗр классикӑмӑр Митта Ваҫлейӗ «Мухтав та пехил ӗмӗр-ӗмӗрне тарпа тӑварланнӑ ыраш ҫӑкӑрне» тенӗ пулсан, Татьяна Ильина журналист ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса кӗнеке кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса — кӗнеке // Таисия Ташней. http://chuvash.org/news/11692.html

Ансат чӗлхепе ансат мар мар шӑпа пирки ҫырать теме те юрать-тӗр.

Куҫарса пулӑш

«Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑркин» тӑсӑмӗ пулӗ-и? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/11689.html

Ку автора хальхи вӑхӑтра литературӑри сумлӑ ятсенчен пӗри тесе хаклаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑркин» тӑсӑмӗ пулӗ-и? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/11689.html

Ҫамрӑксем валли тесе ҫырнӑскере «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» повесть тата «Турамӑш ҫуралнӑ кун» калав кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑркин» тӑсӑмӗ пулӗ-и? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/11689.html

Кӗнеке пӗлтӗр Чӑваш кӗнеке издательствинче пӗр пин тиражпа кун ҫути курнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑркин» тӑсӑмӗ пулӗ-и? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/11689.html

Вулавӑша пуҫтарӑннисем хальхинче Елена Нарпин «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» кӗнекине сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑркин» тӑсӑмӗ пулӗ-и? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/11689.html

Ӗнер Чӑваш Республикин ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн краеведенипе наци литературин пайӗнче «Ҫыравҫӑпа ирттернӗ кун» мероприятисен ярӑмӗн ячӗпе черетлӗ тӗлпулу иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑркин» тӑсӑмӗ пулӗ-и? // Вика Сорокина. http://chuvash.org/news/11689.html

ВХЛ ӑмӑртӑвӗн арени ҫине «Кӑйкӑрсем» 43 хут тухрӗҫ, вӗсенчен 15-ӗшӗ ҫӗнтерӳпе вӗҫленчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Тепӗр сезонта эпир ҫӳллӗрех шая ҫӗкленессе шанас килет», - терӗ Олег Владимирович.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

ВХЛ турнирӗнче пирӗннисем хӑйсене лайӑх енчен кӑтартма пултарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

«Кӑҫал пирӗн хоккеистсем Аслӑ лигӑн турнирӗнче выляма тивӗҫ пулчӗҫ. Йышра - 28 спортсмен. Вӗсенчен 4-шӗ пирӗн вӗренекенсем. Алексей Трофимов /хапхаҫӑ/, Денис Систейкинпа Денис Белов тата Сергей Иванов хӑйсен пирвайхи утӑмӗсене «Сокол» спорт керменӗнче тунӑ.

Куҫарса пулӑш

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех