Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

«Хальхи вӑхӑтра юхӑннӑ ҫуртра вырнаҫнӑ пӗр социаллӑ учреждени те ҫук», - терӗ Р.Тимофеев.

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Районта иртнӗ ҫул вӗренӳ тата сиплев учрежденийӗсенче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Ҫулталӑк ансат пулмарӗ, апла пулин те район ҫитӗнӳсем тума пултарчӗ, - терӗ вӑл. - Промышленноҫ, ял хуҫалӑх, ытти тытӑмӑн ӗҫ кӑтартӑвӗсем ӳсрӗҫ».

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗн Ростислав Тимофеевӑн сӑмахӗнче муниципалитет аталану ҫулӗпе утни аван курӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Юратаҫҫӗ кӑна мар, ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме пӗлеҫҫӗ. Районӑн хӑвачӗсем пӗчӗк мар. Ахальтен мар эсир иртнӗ ҫула тивӗҫлӗ вӗҫленӗ», - Муркаш районӗнче ӗҫлесе пурӑнакансене ҫапла пысӑк хак панинчен пуҫларӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев районӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне пӗтӗмлетессине тата 2016 ҫулхи тӗллевсене палӑртассине халалланӑ анлӑ канашлӑва.

Куҫарса пулӑш

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Эпӗ ҫак юрра паянхи попса хушшинче ҫухалса кайма памастӑп, ӑна ҫӗнӗ кун-ҫул парнелетӗп.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Шӑпах наци кӗвӗ-ҫеммипе, тумӗпе эпир ытти халӑхшӑн кӑсӑклӑ та.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Халӑх юррине итлесе унӑн культурине хаклаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Чӑвашсен «Хӑна юррине» ҫӗршывӑн чи паллӑ каналӗпе юрлама тивни, паллах, - сумлӑ та, яваплӑ та.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Наци юррипе тӗнчене тухма пулать-и?

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

- Нумаях пулмасть эсӗ хӑв ушкӑнупа пӗрле Раҫҫей халӑх артисчӗ Леонид Якубович ертсе пыракан «Тӗлӗнтермӗшсен уйӗ» /Поле чудес/ шоура чӑваш юррине шӑрантартӑр.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Малашлӑхра ӑна урӑхларах форматпа йӗркелес шухӑш та пур-ха.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Каҫхи тӗлпулура» тӑван культурӑра, искусствӑра палӑрнӑ ҫынсемпе чуна уҫса калаҫни те кӑмӑла ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Куракана, итлекене юрӑ пекех, тум та тӗлӗнтертӗр, тавлаштартӑр.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Мана ҫакӑн пекки, ыттисенчен уйрӑлса тӑни, килӗшет.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Асӑннӑ ӳнерҫӗсене шанатӑп, вӗсен шухӑшӗпе килӗшетӗп.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Иртнӗ ҫул тӑватӑ тӗрлӗ тум ҫӗлеттертӗмӗр.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Халӗ профессионал художниксемпе Люда Шуркинӑпа тата Катя Тонюшкинӑпа ӗҫлетпӗр.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Сцена ҫинчи тум мӗнле пулмаллине хӑй вӑхӑтӗнче хамах палӑртаттӑм.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Анчах эпир вӑл е ку хатӗре, эреше Василий Николаев академик пухса хатӗрленӗ «Чӑваш тумӗ» кӗнекере тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Сцена çинче - çавраçил, килте - ачаш хĕрарăм // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех