Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Тӗслӗхрен, Шупашкарти электромеханика техникумӗн дипломӗллӗ яшсемпе хӗрсен 93 проценчӗ ытла ӑнӑҫлӑ вырнаҫать.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Дмитрий Ливанов палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри професси вӗренӗвӗн тытӑмӗ эффективлисенчен пӗри: тӑххӑрмӗш класс пӗтернисен 55 проценчӗ техникумсемпе колледжсенче малалла пӗлӳ илет, ун хыҫҫӑн чун туртӑмӗпе тата пултарулӑхӗпе пӗр килекен ӗҫ тупать.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

«Хӑйсен программисене пурнӑҫламашкӑн ӑнтӑлакан профессионалсене эпир яланах пулӑшатпӑр. Чӑваш Ен шкул вӗренӗвӗн программине палӑртнӑ тата ку енӗпе ӗҫлемешкӗн хатӗр чухне асӑннӑ пуҫарӑва тулли кӑмӑлпа ырларӑмӑр. Кӑҫал вӑй илекен проект ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе каясса тата ҫывӑх вунӑ ҫуллӑхра ӑна туллин пурнӑҫласса шанатӑп. Регионта пурӑнакан кашни ҫын унӑн уссине туйса илме пултаракан чӑннипех пысӑк та хӑватлӑ программа вӑл», — тенӗ Раҫҫей вице-премьерӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Республикӑра вилекенсен йышӗ чакни те — сывлӑх сыхлавӗн тытӑмӗнчи пӗлтерӗшлӗ пулӑм.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫакна 2015 ҫул кӑтартӑвӗсене тишкерсе уйрӑммӑн палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кунта демографи политикинче, социаллӑ тытӑмра палӑрмаллах ӳсӗм тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ольга Голодецӑн шухӑшӗпе, Чӑваш Ен — чӑннипех хӑтлӑ регион.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫакна ҫирӗплетекен тӗслӗхсенчен пӗри, импорта хамӑр таварпа улӑштарассин трендне шута илнӗскер, — электротехника кластерне аталантарни.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Дмитрий Медведев ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ҫӗр айӗнчи пуянлӑх пулмасан та республикӑра малашлӑх тӗллевӗсене уҫӑмлӑ палӑртнӑ: инвестицисене ҫынна, уйрӑммӑн илсен, ҫамрӑксене аталантарма хываҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Мускав хӑнисем малашлӑх тӗллевӗсене сӳтсе явнипе пӗрлех Чӑваш Енӗн ырӑ енӗсене асӑнмасӑр хӑварман.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта РФ Правительствин Пуҫлӑхӗ, «Единая Россия» парти лидерӗ Дмитрий Медведев, РФ Правительствин Председателӗн заместителӗ Ольга Голодец, РФ ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, вӗренӳпе ӑслӑлӑх министрӗсем Максим Топилин тата Дмитрий Ливанов ӗҫлӗ ҫӳревпе пулни ҫинчен хаҫатра пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Раҫҫей Правительствинче ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вӗренӳ центрӗсем йӗркелеме хутшӑнакан регионсем ҫӗршывӑн ӑс-хакӑл резервуарӗсем пулса тӑраҫҫӗ, малашлӑх программисене апробациленӗ чухне вӗсемшӗн «симӗс ҫутӑ» ҫутӑлать.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кун пек условисенче вӗренӳ пахалӑхне ӳстернипе пӗрлех ҫамрӑксен хушшинче рабочи профессийӗсен ят-сумне ҫӗклеме май килӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫапла вара професси вӗренӗвӗн учрежденийӗсен пурлӑхпа техника никӗсне тӗреклетмешкӗн, оборудовани, тӗнче шайӗнчи станоксем туянмашкӑн 2 ҫулта 1 млрд тенкӗ хывмалла.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ ҫулта РФ Вӗренӳ министерстви тата Пӗтӗм тӗнчери Ворлдскиллс организаци йӗркеленӗ конкурсӑн 6 ҫӗнтерӳҫи йышне пирӗн республика та кӗме пултарчӗ, электротехника енӗпе ҫывӑх вӑхӑтра регионсен хушшинчи вӗренӳ компетенцийӗн центрне йӗркелемешкӗн ирӗк илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кӑткӑс технологисен ӗмӗрӗнче шкул ачисемпе студентсене профориентаци парасси тата профессие хӑнӑхтарасси пӗлтерӗшлӗ паллах.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Кӑҫал Комсомольски районӗнчи Элпуҫри, Шупашкар хулинчи Гладков урамӗнчи шкулсене хута ямалла.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Раҫҫей Правительствин хушӑвӗпе килӗшӳллӗн республикӑра пӗлӳ ҫурчӗсене ҫӗнетме пуҫӑннӑ: 2025 ҫулччен 15745 вырӑнлӑ 32 шкула ҫӗнӗрен тума тата реконструкцилеме, 64-шне тӗпрен юсама палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ахальтен мар-тӑр 2015 ҫулта Чӑваш Енри 9 шкула Раҫҫейри ТОП-500 йышне кӗртнӗ, 12-шӗ — ҫӗршыври ялти чи лайӑх 200 шкул шутӗнче.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан учрежденисене аталантарасси те — республика ертӳлӗхӗн приоритетлӑ ҫул-йӗрӗ.

Куҫарса пулӑш

Инвестицисем — ҫамрӑксене аталантарма… // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех