Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Артем Кожевниковпа Игорь Садовников пӗр кӗрешӳ те выляса ямасӑр ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Олег Николаев (57 кг) тата Максим Долгов (30 кг) кӗмӗл медальсемпе таврӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Александр Максимов финалта Раҫҫей хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен турнирӗн ҫӗнтерӳҫипе кӗрешсе 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ӑмӑртура 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илсе хӑйӗн виҫе категорийӗнче Иван Налимов спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫлама пултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Нумай пулмасть муркашсем унтан пысӑк ҫитӗнӳпе таврӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ҫӗршывсем хушшинчи ҫак ӑмӑртӑва Муркаш районӗн команди те кашни ҫулах хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ҫулсеренех апрель уйӑхӗнче Кстово хулине тӗрлӗ ҫӗршыври боксерсем пухӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Пъедестал ҫинчи чи ҫӳллӗ картлашка ҫине чуманкассисем хӑпарнӑ, 2-мӗш тата 3-мӗш вырӑнсене муркашсемпе ярославкӑсем йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Аслисен категорийӗнче хутшӑнакансен йышӗ сахалтарах пулнӑ: малти вырӑна тухассишӗн «Оринино» хуҫалӑхӑн, Оринин, Чуманкасси, Муркаш, Ярославка тата Катькас ял тӑрӑхӗсен командисем вӑй виҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Вӗсемсӗр пуҫне старта Юнкӑ, Калайкасси, Нискасси, Чуманкасси тата Атапай шкулӗсенче вӗренекенсем те тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Шкул командисенчен малти вырӑнсене Муркаш, Оринин тата Ҫатракасси шкулӗсенче вӗренекенсем йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ҫӗнтерӳҫӗсене уйрӑм ишевсенче ҫул ӳсӗмне кура палӑртнӑ, командӑсен эстафетинче те вӑйлисене чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Вӑл аслисен тата ачасен ушкӑнӗсенче пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Апрелӗн 16-мӗшӗнче «Сывлӑх» спорт шкулӗнче шывра ишессипе район чемпионачӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ку турнирта вара командӑпа «Сова» автошкул 2-мӗш вырӑна, «Оринино» 3-мӗш вырӑна тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Апла пулсан малаллахи турнирсене халех хатӗрленме тытӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Теннисла выляни, спортпа туслӑ пулни кӗлетке формине тытма та, организма та йӗркеллӗ шайра тытса тӑма пулӑшнине калать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Маларах асӑннӑ В. Волков та 60-тан иртнӗ ав, анчах тепӗр ҫамрӑкран та ҫӑмӑлрах кӗлеткеллӗ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Сӗтел ҫи теннисла такам та выляма пултарать - пӗчӗк ачаран пуҫласа аслӑ ӑрурисем таранах.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ҫавӑнпах шӑматкунхи турнирти ҫӗнтерӳҫӗсене те вӗсем хӑйсен пуҫарӑвӗпе пысӑк парнепе чысланӑ: 1-мӗш вырӑна тухнӑ А. Васильевӑна автошкулти водительсен курсӗнче вӗренмелли тӳлеве 50 процент таран йӳнетме май паракан сертификат, командӑпа мала тухнӑ Ҫатракасси ял тӑрӑхӗнчи арҫынсене - вӗренӗве 25 процент йӳнетме май паракан сертификатсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех