Çĕннисем
Иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ нимӗҫ фашисчӗсем ҫӗршывӑн чӗрине ярса илесшӗн талпӑннӑ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Ҫак тапхӑр тӗп хулашӑн питӗ кӑткӑс, йывӑр пулнӑ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Унтан, теплушкӑсем ҫине лартса, Мускавран 60 ҫухрӑмри Кубинка станцине илсе ҫитернӗ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Свердловскра вӗсене пӗр уйӑх ҫурӑ фронтра кирлӗ пулакан вӑрттӑнлӑхсене вӗрентнӗ-хӑнӑхтарнӑ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
1941 ҫулхи августӑн 14-мӗшӗнче Чӑваш Енрен 500 коммунистпа комсомолец хӑйсен ирӗкӗпе фронта тухса кайнӑ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Тен, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланман пулсан, вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне хаҫатпа ҫыхӑнтаратчӗ, пӗлме ҫук.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Шӑпа ӑна редакцие те илсе ҫитернӗ, 1939-1941 ҫулсенче вӑл «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакторӗн ҫумӗнче, яваплӑ редакторӗнче ӗҫленӗ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел каччи Корнил Акчурин Патӑрьелӗнчи педагогика училищине пӗтернӗ, ӗҫ стажне Хирти Шӑхасан пуҫламӑш шкулӗн заведующийӗнчен пуҫланӑ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Материала ҫырнӑ чухне хӗрӗн, Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан Нарспи Корниловна Васильеван, ҫырӑвӗпе усӑ курнӑ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Ку номерте аслӑ ӗҫтешӗмӗрсенчен пӗрин, Корнил Александрович Акчуринӑн, пурнӑҫӗпе кӗскен паллаштарасшӑн.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
1942 ҫулхи приказсен кӗнекинче вара ҫапла ҫырнӑ: «Хӗрлӗ ҫар ретне тӑнӑ май В.В.Викторова 1942 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнчен редакцирен тухса кайнӑ тесе шутлас...».
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
«1939 ҫулхи сентябрӗн 2-мӗшӗнче «Октябрь ялавӗ» хаҫат редакцине яваплӑ секретаре ӗҫе илнӗ», тесе ҫырни ҫеҫ пур унта.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Ҫиҫӗм Ваҫҫин ӗҫ кӗнеки паян та редакцире упранать.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Тукай ялӗнче ҫуралса ӳснӗ В.Викторовпа (Ҫиҫӗм Ваҫҫи) С.Желудкин (Хирти Выҫли) сӑвӑҫсене тӑван кӗтесне ҫаврӑнса ҫитме пӳрмен, иккӗшӗ те ҫапӑҫу хирӗнче пуҫӗсене хунӑ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
П.Архипов редактор, яваплӑ секретарь В.Викторов, С.Желудкин, К.Акчурин литсотрудниксем тата редакци бухгалтерӗ Григорьев вӑрҫӑ хирӗнчен ӗҫтешӗсене ҫыру ҫырсах тӑнӑ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Ҫӗршыва Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вучӗ хыпса илсен «Октябрь ялавӗ» хаҫачӗн журналисчӗсем те тӑшмана хирӗҫ кӗрешме тухса кайнӑ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Хыҫа юлнӑ ҫулсенче ҫӗршер ҫыннӑн шӑпи хаҫатӑннипе е питӗ тачӑ ҫыхӑннӑ, е пӗр вӑхӑтлӑха хӗресленнӗ.
Журналистсем те Тӑван ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Л.ШУРЯШКИНА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Вӗсене паянхи ӑрӑва мирлӗ пурнӑҫ парнеленӗшӗн тав тӑватпӑр, кашнин умӗнче пуҫ таятпӑр.
Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисем чыс-хисепе тивӗҫлӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Ҫавӑн пекех 521 тыл ӗҫченӗ, 118 тӑлӑх салтак арӑмӗ тивӗҫлӗ пулӑшу илеҫҫӗ.
Ҫӗнтерӗве ҫывхартнисем чыс-хисепе тивӗҫлӗ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016.05.06
Урмаел ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан Рахимия Галяутдиновна Султанова ҫамрӑкла фашистсен лагерӗн узникӗ пулнӑ.