Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пъедестал ҫинчи чи ҫӳллӗ картлашка ҫине чуманкассисем хӑпарнӑ, 2-мӗш тата 3-мӗш вырӑнсене муркашсемпе ярославкӑсем йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Аслисен категорийӗнче хутшӑнакансен йышӗ сахалтарах пулнӑ: малти вырӑна тухассишӗн «Оринино» хуҫалӑхӑн, Оринин, Чуманкасси, Муркаш, Ярославка тата Катькас ял тӑрӑхӗсен командисем вӑй виҫнӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Вӗсемсӗр пуҫне старта Юнкӑ, Калайкасси, Нискасси, Чуманкасси тата Атапай шкулӗсенче вӗренекенсем те тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Шкул командисенчен малти вырӑнсене Муркаш, Оринин тата Ҫатракасси шкулӗсенче вӗренекенсем йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ҫӗнтерӳҫӗсене уйрӑм ишевсенче ҫул ӳсӗмне кура палӑртнӑ, командӑсен эстафетинче те вӑйлисене чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Вӑл аслисен тата ачасен ушкӑнӗсенче пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Апрелӗн 16-мӗшӗнче «Сывлӑх» спорт шкулӗнче шывра ишессипе район чемпионачӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Спорт хыпарӗсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ку турнирта вара командӑпа «Сова» автошкул 2-мӗш вырӑна, «Оринино» 3-мӗш вырӑна тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Апла пулсан малаллахи турнирсене халех хатӗрленме тытӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Теннисла выляни, спортпа туслӑ пулни кӗлетке формине тытма та, организма та йӗркеллӗ шайра тытса тӑма пулӑшнине калать вӑл.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Маларах асӑннӑ В. Волков та 60-тан иртнӗ ав, анчах тепӗр ҫамрӑкран та ҫӑмӑлрах кӗлеткеллӗ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Сӗтел ҫи теннисла такам та выляма пултарать - пӗчӗк ачаран пуҫласа аслӑ ӑрурисем таранах.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ҫавӑнпах шӑматкунхи турнирти ҫӗнтерӳҫӗсене те вӗсем хӑйсен пуҫарӑвӗпе пысӑк парнепе чысланӑ: 1-мӗш вырӑна тухнӑ А. Васильевӑна автошкулти водительсен курсӗнче вӗренмелли тӳлеве 50 процент таран йӳнетме май паракан сертификат, командӑпа мала тухнӑ Ҫатракасси ял тӑрӑхӗнчи арҫынсене - вӗренӗве 25 процент йӳнетме май паракан сертификатсем панӑ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ҫакна май ӑмӑртӑва хутшӑннӑ «Сова» автошкул представителӗ А. Васютин тата В. Волков предприниматель асӑннӑ автошкулӑн кубокне ҫӗнсе илессишӗн кӑҫалах турнир пуҫарса яма шутлаҫҫӗ-мӗн.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Пирӗн районта спорт ӑмӑртӑвӗсем чӑнах та питӗ нумай, анчах вӗсен йышӗнче сӗтел ҫи теннис енӗпе иртекеннисем сахаллине калаҫҫӗ ку вӑйӑпа «чирленисем».

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Сӑмах май, ку ӑмӑртура вӑл 2-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Сӗтел ҫи тенниспа Раҫҫей спорт мастерӗ, Европа тата Раҫҫей шайӗнчи турнирсен призерӗ Юрий Антонов та Муркашсем патне хӑнана килсе ӑста вӑйӑпа савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Турнира хутшӑннисем кӑҫал йӗркелӳ шайӗ ӳснине те, хутшӑнакансем нумайланнине те палӑртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Ӑмӑрту апрелӗн 16-мӗшӗнче районти предприятисемпе организацисен, учрежденисемпе ял тӑрӑхӗсен физкультура командисен спартакиади шучӗпе иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Муркаш, Чуманкасси, Ҫатракасси, Оринин ял тӑрӑхӗсен, «Сова» автошкулӑн, «Оринино» хуҫалӑхӑн командисем тата «Витязь» команда - ҫаксем хутшӑнчӗҫ сӗтел ҫи теннис енӗпе иртнӗ район чемпионатне.

Куҫарса пулӑш

Теннис пуриншӗн те меллӗ // Н. Николаева. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех