Çĕннисем
100 метра хӑвӑрт чупассипе Питӗшкасси («Зарница») тата Ураскилт шкулӗн («Орленок») ҫамрӑк армеецӗсем пуринчен мала ҫитрӗҫ.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Ку хутӗнче те «Орленок» ушкӑнра Элӗк шкулӗ мала тухрӗ, «Зарница» ушкӑнра Питӗшкасси шкулӗ ҫӗнтерчӗ.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
«Ҫарпа истори викторини» те хӑйне май интереслӗ иртрӗ.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Сӑмахран, стройпа утассинче «Зарница» ушкӑнра Юнтапа шкулӗн хастарӗсем, «Орленок» ушкӑнра вара Элӗк шкулӗн маттурӗсене ҫитекенни пулмарӗ.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Виҫӗ куна тӑсӑлнӑ вӑйӑсенче кашниех мала тухассишӗн ӑнтӑлчӗ.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Хамӑра тӗрӗслесси, пӗрне-пӗри йывӑрлӑхра пулӑшасси шӑпах ҫак вӑйӑсенчен пуҫланать.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Ҫамрӑк армеецсен вӑййисем - ушкӑнпа тупӑшмалли ӑмӑртусем.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Надежда Антоновӑпа Ирина Романова командирсем Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин гимнӗсемпе ялавсем ҫӗклерӗҫ.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Элӗк тата Питӗшкасси вӑтам шкулӗн ҫамрӑк армеецӗсем пӗлтӗр ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑнӑччӗ.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Ҫамрӑк армеецсен 48-мӗш (XLVIII) «Зарницӑпа» «Орленок» вӑййисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Лидия Никитина, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов, Мӑн Вылӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Николай Иванов, Ураскилт ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Данилов, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Гурий Терентьев, Чӑваш Республикин Ҫар ӗҫ комиссариачӗн Муркаш тата Элӗк районӗсен пай начальникӗ Владимир Казаков уҫрӗҫ.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Акӑ кӑҫал та Мӑн Вылӑ шкулӗн бази ҫинче иртекен вӑйӑсене 13 вӗренӳ учрежденийӗнчен 20 команда пуҫтарӑнчӗ.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Тӗлӗнмелле те, ҫав вӑхӑтра сарӑлнӑ чылай юхӑм пек пӗтсе ларман вӑл.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Ҫитӗнекен ӑрӑва ҫарпа патриотизмла воспитани парас тӗллевпе пуҫарнӑ «Зарница» тата «Орленок» вӑййисен историйӗ социализм вӑй илнӗ тапхӑртах тытӑнать.
Пӗри - пуриншӗн, пурте - пӗриншӗн // В.СИВВИ. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Чӑваш Республикин вӗренӳ министерствипе Чӑвашпотребсоюз правленийӗ шкулсем, вӗренекенсем хушшинче сиплӗ курӑксем пухассине йӗркелеме, ку енӗпе палӑрнисене хавхалантарас тӗллевпе конкурс ирттерме палӑртнӑ.
Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Вӗренекенсенчен Элӗк шкулӗнчи Евгений Потапов, Йӑлкӑш шкулӗнчи Ольга Егорова уйрӑмах тӑрӑшулӑх кӑтартрӗҫ.
Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Тивӗҫлӗ канӑва тухнисенчен Тимӗрҫкассинчи Галина Яковлева, Фаина Михайлова, Нина Михайлова, Изванкӑри Светлана Егорова, Фаина Васильева, Татмӑшри Галина Сергеева, Елизавета Афанасьева, Елена Багрова, Карачурари Наталия Павлова, Уйкасри Алиса Федорова, Вырӑс Сурӑмӗнчи Борис Николаев мӑшӑрӗпе, Шӗнтрешри Ольга Михайлова, Валентина Убасева, Любовь Коннова, Вутланти Галина Андреева, Тукачри Александра Михайлова хастарлӑрах пулчӗҫ.
Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Пӗлтӗр хаклӑ чӗртавара республикипе 150 тонна хатӗрленӗ пулсан, пирӗн «Коопзаготпром» общество 30 тонна ытла янтӑланӑ.
Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Элӗкри «Коопзаготпром» общество кашни ҫулах эмел курӑкӗсем пухассипе ӗҫленине чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ.
Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Майӑн 17-мӗшӗ тӗлне пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсене 7650 гектар (планпа пӑхнинчен 98,3 процент) акнӑ, ҫӗр улмине 336 гектар (54 процент) лартнӑ.
Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20
Ял хуҫалӑх пайӗнчен пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурхи кампанире ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсене 70 гектарне кӑна пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнӗ.
Ҫур аки тикӗс пырать // Пурнӑҫ ҫулӗпе. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20


