Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ванькка ун чухне фронтран вӑхӑтлӑха, суранне сиплесе пӗтермешкӗн, таврӑннӑччӗ яла.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вунтӑххӑрмӗш ҫулта, хӗреснашшӗ ӑс панӑ чухне, ку шухӑш юмах евӗр кӑна туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халь майсем пур пек ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗренесси тесен, техникума илччӗрччӗҫ кӑна, Телегин ӑна пӗтерӗччех вара.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун чухне вӑл чекистчӗ, халӗ кам-ши?..

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эх, хӑҫантанпа ӗнтӗ ҫав хаклӑран та хаклӑ ҫынна курманни!

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вара пирӗн тӑмлӑ ҫӗрсем те хальхинчен чылай тухӑҫлӑрах тырӑ пама пуҫлӗҫ, нумай-нумай выльӑх тӑрантарса усрама май килӗ тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӗреснашшӗ, нумай пӗлекен Крапивин, граждан вӑрҫи ҫулӗсенчех ҫине-ҫине калатчӗ ӑна: ҫӗрӗҫе ҫӗнӗлле, наука вӗрентнӗ пек туса пымалла тетчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Унсӑрӑн ҫынсене те пулӑшаймӑн, колхоз йӗркелеме те пӗлеймӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӗренесчӗ кӑна вӑт, тахҫанхи ӗмӗте пурнӑҫласа, агронома тухасчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ара, совхозсемпе колхозсем тӗл-тӗл пур ӗнтӗ, вӗсен ӗҫ-пуҫ ӑнса пыни ҫинчен хаҫатсем ҫырсах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ун чухне халӑх ырлӑх патне хӑвӑртрах ҫитессе ҫирӗп шанать вӑл.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ӗмӗтӗнче — колхоз туса ярасси.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Телегин та ку ӗҫре алӑ усса лармӗ, ялхуҫалӑх юлташлӑхне ҫынсене ытларах та ытларах явӑҫтарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паянхи лекци, ун хыҫҫӑн курнӑ кино ҫакна ҫирӗп шантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Анчах ҫутта тухӗ, тулӑх пурнӑҫпа пурӑнма тытӑнӗ, ҫуталӗ, якалӗ, чиперленӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӗттӗм-ха вӑл халлӗхе, чухӑн, тӗксӗм.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тӑван ял…

Ҫав ҫак самантра куҫа питех курӑнман урамсенчен, йывӑҫ-курӑкран, ҫырмасенчи пӗчӗкҫеҫ шӑнкӑр юханшывсемпе пӗвесенчен темле ырӑ-ырӑ ӑшӑ килет пек те кӑмӑла ҫӗклентерсе ярать пек.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫапах ют ҫын куҫӗ кӑна умрине нимех те асӑрхаймасть, ачаран кунта ӳссе ҫитӗннӗ ҫынсем вара, тӗттӗм пулин те, нумай-нумай япалана кураҫҫӗ, сисеҫҫӗ, илтеҫҫӗ, туяҫҫӗ: унталла-кунталла кукӑрӑлса выртакан урамсене те, кил-ҫуртпа хуралтӑсене тӑр-кӑнтӑрлах тӗтре пек хуплакан кӑтра йӑмрасемпе тирексене те, революциччен темиҫе ҫул маларах кӑна-ха туса лартнӑ ҫутӑ пуҫлӑ чиркӗве те, унран инҫех те мар, тӗрӗсрех каласан, унӑн тӳртумӗнчех тупӑшмалла вырнаҫнӑ шкул ҫуртне те, ял вӗҫӗнчи кантӑр пӗвине те — пурне те, пурне те.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех