Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ӗҫрине те, килтине те лайӑххи-япӑххине вуҫех вӑхӑтлӑха манатӑн вара, пӗтӗм тимлӗх вӑлта шакки ҫинче кӑна санӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пулли кирлех те мар-ха Крапивина, пур-и, ҫук-и вӑл сӗтел ҫинче — аса та килмест, теплерен пӗрре май килнӗ чухне анлӑ Атӑл варринче кимӗре вӑлта тытса ларасси мӗне тӑрать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Кая юлчӗ пулин те, вӑл кӳршипе паян пулла кайса килме калаҫса килӗшесшӗнччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Паллах, икерчӗ ҫиес килнӗрен кӑна мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗртакран вӑл картишне тухрӗ, физзарядка пекки туса хӑлаҫланкаларӗ, пусӑран шыв ӑсса, айккинерех кайрӗ те пилӗк таран лайӑх кӑна ыш-ышлатсах ҫӑвӑнса уҫӑлчӗ, унтан хваттерне кӗрсе тумланчӗ те, симӗс чей пачкине илсе, кӳрши патне каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑтам Азирен туссем симӗсси ярса панӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Чейне вара, чӑн-чӑннине, хам илсе пырӑп.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Хаваспах каҫӑп! — килӗшрӗ Крапивин.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шел, чейӗ фруктовый текенни кӑна.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ак, сӑмавар вӗреме те кӗрӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Халӗ пикенсех кӑмака вучахӗ умӗнче тӑрмашать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Арӑм яла кайнӑччӗ те, йӳнӗ хакпах тулӑ ҫӑнӑхӗ туянса килнӗ, шеремет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Тепӗр ҫур сехетрен икерчӗ ҫиме каҫӑр.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Салам, Филимон Петровчӑ! — уҫӑ чӳречерен пӑхса тӑракан Крапивина асӑрхаса, хавассӑн саламларӗ кӳршӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Акӑ, кӑвайчӗ чиперех ҫунма тытӑнчӗ курӑнать те, арҫын хайхи аттине илсе айккине пӑрахрӗ, сӑмавар ҫине Г саспалли пек кукӑр мӑрье тӑхӑнтартса лартрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сӑмавар чӗртет вӑл, ӑна атӑ кунчипе хупланӑ та, хӑййа ҫулӑм вӑйлӑрах хыпса илтӗр тесе, пикенсех вӗртерет.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Картишӗнче пӳртӗн тепӗр хваттерӗнче пурӑнакан кӳршӗ, «Канаш» хаҫатра ӗҫлекен журналист, тӑрмашать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Введенски собор ҫывӑхӗнчи урамра икӗ хваттерлӗ йывӑҫ ҫуртра пурӑнакан Крапивин, кӗҫӗр ку уйӑхра пӗрремӗш хут ҫывӑрса тӑраннӑскер, сакӑр сехет тӗлнелле тин тутлӑн карӑнса илчӗ те вырӑн ҫинчен юлхавлӑн тӑчӗ, аялти кӗпе вӗҫҫӗнех чӳрече патне пырса, ӑна яри уҫса ячӗ, нӳрӗ те уҫӑ сывлӑша кӑкӑр тулли сывларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑнах, ӑнланса пӗтереес ҫук утӑ уйӑхӗн кӑмӑлне.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Виҫӗмкун ҫеҫ-ха чӗреслетсе ҫумӑр ҫурӗ, ун хыҫҫӑн та ӗнер ҫанталӑк ӑмӑрччӗ, пӑт-пат ҫумӑр та ӳккелетчӗ, хӗвеланӑҫӗнчен катрам пӗлӗтсем капланса килнине кура ҫӗрле каллех чӗреслетсех ярасса та кӗтме пулатчӗ; паян ир вара пачах урӑхла — хӗвел тухрӗ те, тӗксӗм пӗлӗтсем самантрах таҫта кайса ҫухалчӗҫ, таврана ҫап-ҫутӑ сӑн кӗчӗ, ҫил чарӑнчӗ, тӳлек те ӑшӑ кун пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех