Çĕннисем
Ҫавӑнпа ӗнтӗ тимӗрҫӗсенчен чи асли те чи ӑстараххи — Калюк Йӑванӗ — икӗ ывӑлӗнчен пӗрне те хӑйӗн ӗҫне ӗмӗрлӗхех явӑҫтарма шутламарӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ун пек чухне пуйса ырлӑхра какӑрса кӑна пурӑнасси ҫинчен калаҫса, паллах, ҫӑвар тутине сая яма та кирлӗ мар…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пасара ҫӳренисӗр пуҫне тимӗр тупассине, турттарса килессине шута илсен, мӗн чухлӗ нуша тиенет тимӗрҫӗсем ҫине, мӗн чухлӗ ӗҫлес вӑхӑт сая каять.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑн та, теприсем, вӑхӑт шеллесе, сутӑ тума ывӑлӗсене яраҫҫӗ, анчах кашниннех ҫук-ҫке-ха вӗсем.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Яра куна кӗр-кӗр пасарта ирттереҫҫӗ вара.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӗҫнерникунсемпе вырсарникунсенче тул ҫутӑлнӑ тӗлеллех лаша кӳлеҫҫӗ те вӗсем е Нурӑса, е Ишеке, е Аччана, е ытти ҫӗре те туха-туха каяҫҫӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тимӗрҫӗсен ирӗксӗрех таврари пасарсене ҫӳреме тивет.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ара, какӑриччен тӑраннӑ ҫыннӑн пӑшӑхланӑ кӑвакал тукмакки те анмасть тенешкел, пӗр-пӗр хресчене, калӑпӑр, ампар алӑкне вунӑ тӑпса ҫине ларттараймӑн, хӗрарӑма кӑмакаран кӑвар харӑсах пилӗк-ултӑ турчӑкапа турттараймӑн.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Паллах, ун чухлӗ тимӗрҫӗ ӑсталанӑ япаласем, пӗринчен тепри лайӑхрах пулин те, пӗчӗк ялта саланса пӗтеес ҫук.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пиллӗкӗн харӑс.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑнкки-чанкки, чӑн-чан! ӑмӑртмалла янӑратма тытӑнаҫҫӗ вӗсем ир-ирех.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ялӑн пӗртен-пӗр уйрӑмлӑхӗ вӑл — аяларахра ҫырма хӗррипе тӑршшӗпех ларса тухнӑ тимӗрҫӗ лаҫҫисем.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ача-пӑча кӑна мар, ҫитӗннисем те тепӗр чухне, техӗмлӗ шӳрпе сыпса пӑхас килнӗ самантсенче, пӗве хӗррине вӑлтапа тухса лараҫҫӗ, йӑпӑлт-япӑлт пулла ӑманпа улталама тӑрӑшаҫҫӗ…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Апла пулин те, темле майпа-ҫке, шывра пулӑ нумай ӗрченӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫырмана ял варринче пӗвеленӗ, хур-кӑвакал унта мӗн пӑр лариччен шампӑлтатса ырӑ курать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ытти ялсенчи пекех, урам икӗ енӗпе йӑмрасем ӳсеҫҫӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Унӑн ҫӳл енӗ кӑшт сӗвекрех тӳпемре сарлакан та ярт тӳрӗ тӑсӑлса выртать, аяларах енӗ вара, ҫырмапа пысӑках мар сӑрт хӗррисене вырнаҫнӑ май, кукӑрӑлса сапаланать.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӗпрен илсен, пӗр урам унта.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пысӑках мар вӑл, пулсан пулӗ хӗрӗх-аллӑ кил.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Етӗрне уесӗнчи Уравӑш вулӑсне кӗрекен Утар ялӗ таврари ытти чӑваш ялӗсенчен нимӗнпех те уйрӑлса тӑмасть темелле.