Çĕннисем
Шупашкара илсе ҫитерсен, Телегина пӗччен лармалли камерӑна хупса хучӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чӑн та, ун чухне ҫав япалана айӑп вырӑнне хумарӗҫ, халӗ вара шухӑш улшӑннӑ курӑнать…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӑна вӑл хӑй те ку таранччен манаймасть, Ольга Матвеевнӑна курсанах аса илет.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пысӑк ӑйӑп.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапла, Телегинӑн ун чухне айӑп пулнӑ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эппин, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи айӑпшӑн-ха…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Вӑл ҫанталӑк уяртнӑ май тавралӑх епле ҫуталса кайнине те, ҫумӑр вӑхӑтӗнче йӗрлесе пӗтернӗ ҫул хытнипе урапа тепӗр ҫӗрте ӑша кисретмеллех танкӑртатнине те, хӗвел ӑшши питрен ачашшӑн лӑпканине те асӑрхамарӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кӑна илтсен, Телегинӑн куҫӗ хуралса килчӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Те ристан шухӑшсемпе ҫав тери асапланнине туйса, те унӑн сӑнӗ пӗртте хурахӑнни пек маррине курса, тепӗр кун вӑл ҫапах та кӑмӑлне кӑштах ҫемҫетрӗ, ирхи апат хыҫҫӑн каллех ҫула тухсан, Телегина урапа ҫине хӑпарса лариччен самантлӑха тытса чарчӗ те: — Сана граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи темле айӑпшӑн тытса килчӗҫ пулас. Мӗн тунӑ эсӗ унта — ман ӗҫ мар, пурӑнан пурнӑҫра, уйрӑмах вӑрҫӑра, тем те килсе тухма пултарать. Анчах ҫынни эсӗ кӑмӑлупа чиперскерех пек курӑнатӑн, ҫавӑнпа ырӑ канаш паратӑп сана: асту, следстви умӗнче кутӑнлашса ан тӑр, айӑпна пӗтӗмпех йышӑн, хӑвна кайран ҫӑмӑлрах пулӗ, — терӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Юлташ мар эпӗ саншӑн, гражданин! — калаҫасшӑн пулмасӑр пат татрӗ лешӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мӗн айӑпа кӗнӗ эпӗ?
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Кала-ха, юлташ, мӗншӗн арестленӗ мана?
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Чурачӑка ҫӗр выртма кӗрсен, хӑйне милици уйрӑмӗнчи темле пӳлӗме хупса хурас умӗн кӑна конвойӑн аслинчен ыйтрӗ:
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телегин ҫул тӑршшӗпех нимӗн чӗнмесӗр шухӑшласа пычӗ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Мӗн каласа тӳрре тухмалла?
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ялйыш умне, Ольга Матвеевна, йӑмӑкӗ умне мӗнле курӑнмалла халӗ унӑн?
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫакнашкал тӗрӗсмарлӑх кама тарӑхтармӗ!
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ӑна вара, курӑр-ха, тӑшман вырӑнне хураҫҫӗ тем?
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Влаҫ тесен, вӑл мар-и-ха хӗреснашшӗне, Филимон Петрович Крапивина, ялти пек каласан, Вӗлтӗрен Хӗлимунне итлесе, ӗненсе, революцичченех большевиксем майлӑ пулчӗ, вӗсене пултарнӑ таран пулӑшса пычӗ, кайран Совет влаҫӗшӗн граждан вӑрҫин фрончӗсенче юн тӑкрӗ, паян та уншӑн чунне пама хатӗр.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Телегин вара пӗр пуслӑх япалана та ыйтмасӑр ӗмӗрне илмен, вӑрҫӑрине шутламасан, никам ҫине алӑ ҫӗклесе курман.