Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Чылай чухне вӑл тӗрӗслӗх Курмышов енчине курмасть мар-ха, парторг пуҫлӑх приказӗсене пӑрахӑҫлаттарнине савӑнса кӗтсе илет, май килсен, парторг майлӑ калаҫма тӑрӑшать, анчах ку енӗпе хӑй пуҫарулӑх кӑтартман.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Чӑнах та, ку хутӗнче шутласа пӑхаймарӑм пулас», — килӗшетчӗ унпа Кулаков, ӑшра хӑй урӑхларах калатчӗ: «Пуҫлӑх хушсан, мӗнех пуҫа ватса иккӗленмелли пур-ши ӗнтӗ?»

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫакӑ Курмышова килӗшсех каймастчӗ: «Малтан эсӗ, Степан, хӑв пуҫу йӗри-тавра шутласа пӑх — кирлех-и ку е унсӑрах май килет-и?» — текелетчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Тылымри стройучастока Акимов килсен, паллӑ ӗнтӗ, Кулаков ун майлӑ калаҫма шутламан та, темиҫе хутчен те Курмышовпа пӗрле ӑна ӳкӗте кӗртме хӑтланчӗ; ҫав хушӑрах Сергей Акимовича хирӗҫ уҫҫӑнах тӑрасси асра та пулман, вӑл хушнисене, — сменӑран юлса ӗҫлемелле-и е шӑматкун та ҫурт лартмалла, е тата ҫӗре юлсах кирпӗч кӳртермелле, — май килнӗ таран пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Профтехучилище пӗтерсе стройкӑна вырнаҫсан та, ун ӗҫӗсем «Хисеп палли» орден илмелӗхех ӑнса пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Вуннӑ пӗтериччен вӑл ВЛКСМ райкомӗн икӗ Хисеп грамотине тивӗҫлӗ пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ыттисемпе тан тӑрӑшнӑ ҫӗртех ун «тӑрӑшулӑхне» уйрӑмах палӑртатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫулсерен каникул вӗҫӗнче, колхозра ӗҫченлӗх кӑтартнӑшӑн тесе, ӑна парнесем паратчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫакӑ аслисене килӗшетчӗ, Степана вӗсем май килнӗ таран пулӑшса, ҫӗклесе пыратчӗҫ, тӑххӑрмӗшӗнче вӗреннӗ чухнех ӑна колхоз тӳлевсӗр костюм, сӑран пушмак илсе пачӗ, хӑй шучӗпе Шупашкара экскурсие ячӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ытти мӑнӑ ҫынсене те сывлӑх сунтаратчӗ, учителе е тухтӑра тӗл пулсан вара ҫӗлӗке е карттуса хывтаратчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

«Бригадир килет, ан чуп, чарӑнса тӑр та — сывлӑх сун», — хушкалатчӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Шӑпах вӑл ӑна аслисене хисеплеме вӗрентрӗ те.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Мӑнаккӑшӗ пӑхса ӳстерет.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Вуникке ҫитсен, хӗн куракан амӑшӗ вилет, ӑна ача ҫуртне памаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Степан ашшӗне астумасть — вӑл ҫулталӑк тултаричченех вӑрҫа тухса кайнӑ та икӗ ҫыру янӑ хыҫҫӑн «хыпарсӑр ҫухалнӑ».

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Сана вӗсен приказӗ килӗшменни ниме те пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Унсӑрӑн вӗсене тата аслӑрах пуҫлӑхсем вырӑнта тытмаҫҫӗ, йӑнӑшӗсене те аслӑрах пуҫлӑхсемех тӳрлетеҫҫӗ — Кулаковсем мар.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ун шучӗпе, пуҫлӑхсем мӗн каласан та — тӗрӗссине ҫеҫ калаҫҫӗ, мӗн хушсан та — тӗрӗс хушаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Ҫав хушӑрах аслисем хушнине, — килӗшет-и ку е килӗшмест-и, тӗрӗс-и ку е тӗрӗс мар-и, — нихҫан та пурнӑҫламасӑр тӑман.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Куна акӑ мӗнле тӳрре кӑларкаланӑ: мансӑр пуҫсӑрах калаҫакансем, йӗркешӗн, тӗрӗслӗхшӗн тӑрӑшакансем пур, эпӗ пурӗпӗр вӗсем пек сӑмах калама, ырӑ шухӑша хӳтӗлеме пултараймастӑп — луччӗк шӑп ларас.

Куҫарса пулӑш

3 // Иван Лисаев. И. И. Лисаев. Тивӗҫ: роман. Иккӗмӗш кӗнеке — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 351 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех