Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Шинлӑ урапа кусасси Кӗркуннеччен анчах у, Эпир вӑййа тухасси Питрав каҫчен анчах у.   Ия ҫав: «Эпир вӑййа тухасси питрав каҫчен анчах у».

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫӑлтӑр хушка ҫӳрен ут Вылять хӗвел тухнӑ чух, Сар ачапа сарӑ хӗр Вылять ҫырла пиҫнӗ чух.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пирӗн вӑйӑра ҫитмӗл хӗр, Ҫитмӗлӗш те сарӑ хӗр.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр, Ҫиччӗшӗ те ҫут ҫӑлтӑр.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пӗр каҫ вӑййа тухмасан, Ашӑм вӑр-вӑр тӑвать-ҫке.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Леш айккинчи вӗренен Ҫулҫи вӑр-вӑр тӑвать-ҫке.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ача…

Хӗр тӗпелӗнче уявччӗ, хӗрсе хӗвел пӑхакан ҫуркуннеччӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ырра, пархатара шанатчӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Юратнӑ ҫыннипе ҫемьеллӗ пулса, килйыш ӑшши-сипетне шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса-упраса пурӑнас тесеччӗ вӑл, ҫуралан ачи-пӑчине телейлӗн утьӑкка сиктере-сиктере Виталипе хӑйӗн: кӑмӑлне яри кӑтартмалӑх хӗпӗртес тесеччӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫук, пӗртте кунашкал хисепсӗре ӗмӗтленменччӗ хӗр.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫакӑн пек хисепсӗре ӗмӗтленесеччӗ-и Нина?!

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Эх, явсах явма пӗлмен япала!

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗлетки, утти — персе янӑ ухӑ йӗппилле — вӗри те тӗллевлӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Сӑнӗ Нинӑн — ҫутӑ та шухӑшлӑ, кӑвак хуппи курнӑ ҫыннӑнни евӗр чечен те тулӑклӑ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пуҫне ҫыхнӑ тутӑрӗ унӑн ӗнси хыҫнех хутламланса аннӑ та, халӗ, ҫил варкӑшӗнче, серепене ҫакланнӑ кайӑк чӗппи евӗр тек, ирӗкелле туртӑнать.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Утать ӑш вӗҫнӗ этем, ӑшри тӑвӑлне нимле путлантарма хӑват ҫитереймесӗр кӑран та хӑвӑрттӑн утать.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ферма «хӗрт-сурчӗн» сасси аяккарах йӑмсан-ҫӗтсен, ҫапса пӑрахнӑ пекех ҫывӑракан Виталий енне ӳпӗнчӗ те вӑл, текех ӗнтӗ чатӑр карсан та чарса хума май ҫук хӗр ӗмӗрӗ иртсе кайнишӗн эрленсе-хурланса, куҫҫульлех макӑрса ячӗ…

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ҫав вӑхӑтра, читлӗхе ҫакланнӑ саркайӑк евӗр, Нина Виталий ҫумӗнче ни вилӗ, ни чӗрӗ ларчӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пулӗ, тем те кӗтме пулать унашкал ҫилхӑвантан…» — Мукуҫ мучи Нинӑпа Виталий «хӗве хупӑннӑ» вите алӑкӗ умӗнче, кӗрес-и — кӗрес мар-и тенӗн, вӑрахлӑха чарӑнсах тӑнласа тӑчӗ, анчах та темшӗн шала кӗме кӑмӑл тумарӗ — пӑртак ирхи савӑк канлӗхе тимлекелерӗ те, каллех паҫӑрхилле хӑйпе хӑй ятлаҫса-вӑрҫӑнса, ферма тавралла таплаттарчӗ.

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех