Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Каярах, 14 тултарсан, ҫапнӑ кирпӗче вагонеткӑсене тиесе кӑмака патне сӗтӗрнӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Колхозӑн кирпӗч завочӗ пурччӗ — унта тӑм турттарма 5-6-мӗш классем хыҫҫӑнах хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Хиртен лавпа улӑм, кӗлтесем турттараттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ачалӑхӑма аса илсен пӗчӗк чухнех ҫитӗннӗ ҫынсемпе тан пилӗк авса ӗҫлени куҫ умне тухать.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Аслисем ҫак куна яланах сӑнанӑ: урамра автан сӑхмалӑх шыв пур-тӑк ҫав ҫул тыр-пул ӑнса пулать тенӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ултӑ теҫетке ҫул каялла Алтаттин кунӗнче /пуш уйӑхӗн 14-мӗшне халӑхра ҫапла калаҫҫӗ вӗт/ ҫуралнӑ эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Маншӑн — тӗнчери чи илемлӗ те лӑпкӑ вырӑн, кун-ҫул сӑпки.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Елчӗк районӗнче Яманчӳрел ялӗ пур, Чӑваш Енӗн Тутарстанпа кӑнтӑр енче чикӗленекен вырӑнта вӑл.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Вулакан умӗнче чуна уҫма хӑвӑр ҫут тӗнчене килнинчен тытӑнсамӑр.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Валерий Петрович, ҫын пурнӑҫӗ еплерех йӗркеленесси ачалӑхран та килет.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Паян вӑл —самана таппинчен юлмасӑр, малашлӑха шанчӑклӑн утакан кӗнекеҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Тӑхӑр ҫулта ҫивӗч статья сахал мар калӑпланӑ, тавракурӑмне анлӑлатса чӑн-чӑн калемҫӗ пулса тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

1979 ҫулта М.В.Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университечӗн журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухсан Елчӗк ен каччи Чӑваш Ене таврӑннӑ та «Коммунизм ялавӗн» корреспондентӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Паян ӑна редакци тӗпелне йыхравлама хистекен сӑлтав сумлӑ ӗҫтешӗмӗр 60 ҫул тултарни кӑна мар, унӑн професси хальхи пиҫӗлӗхӗнче «Хыпарӑн» /ун чухне — «Коммунизм ялавӗн»/ витӗмӗ-тӳпи пурри те.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Сӑмахӑм — Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн ертӳҫи, Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Валерий Петрович КОМИССАРОВ ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ачаллах вӑраннӑ пултарулӑх ҫитӗнсе ҫитсен профессие ҫаврӑнни, пурӑна киле ӑна урӑххипе улӑштарманни хӑех ҫак ҫыншӑн журналистика кун-ҫул тӗшшине тӗвӗлекен пӗлтерӗшлӗ пайсенчен пӗри пулнине ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Хӑйӗн ҫинчен каласа кӑтартнӑ чухне: «Журналист мар-тӑк космонавт пулаттӑм», — терӗ те — ҫырас туртӑмӗ ӑна космоса вӗҫсен те канӑҫ памӗччӗ-тӗр.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Крымри халӑха пула эпир тата та йышлӑрах, вӑйлӑрах, мӑнаҫлӑрах.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫакна халалласа паян Шупашкарта Хӗрлӗ лапамра пулакан митинг-концерта хаваспах хутшӑнатӑп, мӗншӗн тесен унта пурӑнакан Раҫҫей ывӑл-хӗрӗшӗн чунтанах савӑнатӑп.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Сисмерӗмӗр те, ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт иртсе те кайрӗ: Крым тата Севастополь хули Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсем пулса тӑнӑранпа икӗ ҫул ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех