Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ӗҫрен нихӑҫан та хӑраман Анатолий Арсентьевичпа Каролина Анатольевна Уткинсене Шурӑ Шупашкар паллаштарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Пӗчӗк юханшывран Атӑл пулать.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

— Шел те, коррупци пирӗн пурнӑҫӑн пӗр енӗ пулса тӑнӑ тесен йӑнӑшмастӑп пуль.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Унӑн никӗсӗ ҫинче коррупципе «палӑрнӑ» должноҫри ҫынсен реестрне хатӗрлемелле.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Ҫавӑн пекех РФ Шалти ӗҫсен министерствинче пӗрлехи «Коррупционер» информаци базине йӗркелени усӑллӑ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Ӗҫе лайӑхлатас тӗллевпе федерацин преступлени тӑвассипе, ҫав шутра коррупципе кӗрешес ӗҫе хастар хутшӑнакан граждансене укҫан хавхалантарасси ҫинчен калакан саккунне йышӑнни вырӑнлӑ пулмалла тесе шухӑшлатпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Ҫавна май коррупципе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен ҫынсен пӗлӳпе ӑсталӑх шайне ӳстерес тӗллевпе ирттерекен семинар-канашлу усси куҫкӗрет, тӗрлӗ тытӑм пӗрле хатӗрлекен йӗркелӳпе хушу докуменчӗсен, информаци ҫырӑвӗсен пӗлтерӗшӗ те курӑмлӑ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Право хуралӗн органӗсен сотрудникӗсен професси шайӗ тивӗҫтерменнине те ҫак ретех кӗртӗттӗм.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

— Ҫавнашкал преступленисене никӗслекен сӑлтав йышлӑ: пурнӑҫ шайӗ, право культури пӗчӗкки, право нигилизмӗ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

— Коррупципе тата та тухӑҫлӑрах кӗрешме мӗн чӑрмантарать?

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Кашни преступленишӗн тивӗҫлӗ яваплӑх пулмалла, ҫавӑн чухне тин чӑннипех право патшалӑхӗнче пурӑнатпӑр теме пултарӑпӑр.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Анчах ку, паллах, коррупципе кӗрешмелле маррине пӗлтермест.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Китайра авӑ коррупци тесе хаклакан преступленисемшӗн персе вӗлереҫҫӗ — ҫынсем ҫав-ҫавах саккуна пӑсма пӑрахмаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Ӑна нихӑш ҫӗршывра та кӑклайман-ха.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

— Коррупцие тӗппипех кӑклама пултарасси иккӗленӳллӗ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

— Мӗнле шухӑшлатӑр, хӑҫан та пулин коррупципе ҫыхӑннӑ преступленисенчен вуҫех хӑтӑлса пӗтӗпӗр-и?

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Коррупципе кӗрешесси пысӑк яваплӑхпа ҫыхӑннине кура ҫак ӗҫе прокуратурӑн чи опытлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ, принциплӑ ӗҫченӗсене явӑҫтармалла.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Эппин, пирӗн тата та ҫине тӑрарах ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Ҫӳлерех асӑннисемсӗр пуҫне — саккассем вырнаҫтарассине, патшалӑх тата муниципалитет пурлӑхӗпе усӑ курассине, бюджет, ҫӗр, вӑрман ҫинчен калакан саккунсене пурнӑҫланине сӑнаса тӑрасси.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Коррупцие хирӗҫ ӗҫӗн ытти енӗ те пур — пурин пирки те тӗплӗн калас-тӑк хаҫатӑн чылай пысӑкрах лаптӑкӗ кирлӗ пулӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех