Çĕннисем
Ӗҫпе канӑва шайлаштарса пурӑнаканскерсем, ялти ансамбле юрлама ҫӳреме те, ачисемпе пӗрле лагерьсенче канма та, ҫемье уявӗсене кӑмӑлтан ирттерме те мехел ҫитереҫҫӗ.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Курница пек ҫурт-йӗр, картара йышлӑ выльӑх-чӗрлӗх, ҫу каҫа ҫемьепе тӑрмашмалӑх ҫӗрӗ те ҫителӗклӗ, техники те тӗрлӗрен.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
«Паян эпир телейлӗ ҫемье — пирӗн хӗр те, ывӑл та пур. Малашнехи ӑраскалӗсем ҫеҫ ҫутӑ пулччӑр», — амӑшӗ ачисене пил парса пуҫӗсенчен кӑмӑлтан шӑлать.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Пӗрремӗш тӗлпулурах (вӑл ун чухне больницӑра сипленетчӗ): «Эсӗ манӑн анне пулатӑн-и? Мана кунта бӑ-бӑ (укол тунине ҫапла калатчӗ) тӑваҫҫӗ, илсе кай-ха», — тесе ман пата ыткӑнни куҫран та каймасть, хӑлхаран та тухмасть.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Виҫӗ ҫулта ҫеҫ пулин те чӗлхипе пӗлменни ҫукчӗ Ольӑн.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Аслӑ хӗрӗме хамӑр ҫемье членӗ тӑвас тенӗ чухне мӑшӑрӑмпа ҫав тери пӑлхантӑмӑр.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Вут пуленки пек пӗчӗкскерсене шелленипе ҫӗрӗпе макӑра-макӑра йӑтса ҫӳреттӗм.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
— Ҫамрӑк чухне пӗчӗк пепкесен больницинче ӗҫленӗрен, хӑйсен ачине пӑрахса хӑваракансенчен тӗлӗнеттӗм.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Пӗррехинче вара ҫемье «консилиумӗнче» ача усрава илес текен шухӑш ҫуралнӑ хыҫҫӑнах, Татьяна Николаевна калашле, Узалуковсенчен телейлӗ ҫын та пулман.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Хӗрӗх тултаричченех ҫӑвар тулли «анне», «атте» тесе хӑйсенчен уртӑнакансене курма ӗмӗтленнӗ.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Правур та пултаруллӑ, мал ӗмӗтлӗ те хӑйне тытма пултаракан Канаш районӗнчен килнӗ ҫӗнӗ кин иккӗмӗш пепкене алла илессе кӗтнӗ: пӗр ҫул, иккӗ... вунӑ ҫул та иртнӗ...
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Ҫакна ҫамрӑксем тӳрех приговор вырӑнӗнче йышӑнман.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Анчах шел, тем сӑлтавпа сакӑр уйӑх чӗре айӗнче йӑтса ҫӳренӗ ывӑлӗн пурнас кунӗ пулман.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Ҫак ырӑ кӑмӑллӑ ҫемьене вӑхӑтӗнче Аслӑ Пӳлӗхӗмӗр пепкине те панӑ.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Татьяна Николаевнӑпа Николай Васильевич Узалуковсем ҫӗр ҫинчи икӗ тӑлӑх ачана хӑйсен хӳтлӗхне илни, вӗсене кирлӗ пек воспитани пани, тӗпренчӗкӗсем сывӑ та тӗреклӗ ӳсчӗр тесе питӗ нумай-нумай тӑрӑшни... ачасем калашле, вӗсемшӗн чи-чи юратнӑ ҫынсем пулни — сӑваплӑ та, патшалӑх умӗнче пархатарлӑ та.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Нӑрваш Шӑхалӗнчи ҫемье ӑшшин тӗпелӗнчен никам та начар туйӑмпа тухас ҫук.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Ывӑлӑмра та ҫак сукмаках такӑрлатас туйӑм вӑранни (тен, ача чухнехи шухӑшӗ ҫеҫ) хавхалантарать — лӑпкӑн та тирпейлӗн пӗлтерчӗ шухӑшне кил хуҫи Илюшкӑна хыттӑн-хыттӑн хӑй ҫумне ҫупӑрланӑ май.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Атте мӗн ватӑличченех «штурвал» умӗнчен каймарӗ, хам та ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ тимӗр утпа туслашни.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
— Ку тӗлӗшпе пирӗн ҫемье династийӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ.
Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4
Инженер специальноҫӗн вӑрттӑнлӑхне алла илме ӗмӗтленекенскере, иртнӗ ҫулла ашшӗ вӗр ҫӗнӗ беларуҫ тракторӑн рульне шанса пани уншӑн тем пекех савӑнӑҫ пулни куҫкӗрет.