Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ара, унта пурнӑҫ «вӗрет», пурӑнма интереслӗрех те.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хальхи вӑхӑтра чылай ҫамрӑк аслӑ пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн хулара тӗпленсе пурӑнма кӑмӑллать.

Куҫарса пулӑш

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Районти вӗренӳ учрежденийӗсене ҫитсе профилактика калаҫӑвӗ ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Акци иртет // Р.ЖУКОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Вырӑна ҫитсе ачасемпе, ашшӗ-амӑшӗпе тӗл пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Акци иртет // Р.ЖУКОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Унта пурӑнакан, учетра тӑракан ҫул ҫитмен ачасене тата ӑнӑҫсӑр ҫемьесене тӗрӗслес тӗллевпе рейд ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Акци иртет // Р.ЖУКОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫавна май иртнӗ кунсенче ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе ӗҫлекен тата вӗсен прависене хӳтӗлекен комисси опекӑпа попечительство органӗн представителӗсемпе, районти тӗп больницӑн врач-наркологӗпе Л.Ярышевӑпа пӗрле Урмаел ял поселенийӗнче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Акци иртет // Р.ЖУКОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Право йӗркине пӑсакан ҫул ҫитмен ачасемпе профилактика мероприятийӗсем ирттерессине лайӑхлатас тӗллевпе районти шалти ӗҫсен пайӗпе профилактика органӗсем февралӗн 24-мӗшӗпе мартӑн 24-мӗшӗччен «Полици тата ачасем» акцин пӗрремӗш тапхӑрне йӗркелеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Акци иртет // Р.ЖУКОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ял ҫыннисем унта хутшӑнса хӑйсене хумхантаракан ыйтусене пама пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 16-мӗшӗнче - Пӗрлехи информаци кунӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Информушкӑнсем районти ял тӑрӑхӗсене, ӗҫ коллективӗсене ҫитӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 16-мӗшӗнче - Пӗрлехи информаци кунӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пирӗн района Информаци кунне ирттерме Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсен комитечӗн председателӗ П.С.Краснов ертсе пыракан ушкӑн килет.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 16-мӗшӗнче - Пӗрлехи информаци кунӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Кунсӑр пуҫне ҫурхи ака ӗҫӗсене хатӗрленесси ҫинчен те калаҫӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 16-мӗшӗнче - Пӗрлехи информаци кунӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Информкунра ҫак темӑсене сӳтсе явма палӑртнӑ: Чӑваш Республикин 2015 ҫулхи экономикипе социаллӑ аталанӑвӗн пӗтӗмлетӗвӗсем тата 2016 ҫулхи тӗллевсем ҫинчен; пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнасси, ҫурхи шыв-шуртан асӑрханса тӗрлӗ мероприятисем ирттересси; территорисене тирпей-илем кӗртесси.

Куҫарса пулӑш

Мартӑн 16-мӗшӗнче - Пӗрлехи информаци кунӗ // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хальхи вӑхӑтра вӗренӳ системинче пурнӑҫланакан ӗҫсем ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парассипе килӗшсе тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хӑш-пӗр ялсенчи шкулсем хупӑнма пултарни ачасене ҫывӑхра вырнаҫнӑ пысӑк шкула ятарлӑ автобуссемпе илсе ҫитерме тата классем туллипе, профиль вӗренӗвне суйласа илме май пуррипе ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫитес пилӗк ҫулта вара 2 сменӑпа вӗрентессине пӑрахӑҫлас ыйтӑва татса памаллах.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хулари хӑш-пӗр шкулсенче 2 сменӑпа ӗҫлеме пуҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Паянхи куна Чӑваш Енре шкулсенче 127 пин ача вӗренет пулсассӑн, 2020 ҫул тӗлне эпир 155 пин ача пуласса шанатпӑр.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пӗтӗмӗшле илес пулсассӑн, республикӑра ҫулсерен шкул ачисен йышӗ 5 пине яхӑн ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Пире паянхи кун яллӑ вырӑнсенче 30-50 ача вӗренекен тӗп шкулсен йышӗ ӳсни сисчӗвлентерет.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Хальхи вӗренӳ тата лаборатори базипе, вӑйлӑ педагогсемпе тивӗҫтерсе, ачасем ӑҫта пурӑннине пӑхмасӑр паха пӗлӳ илччӗр, кайран пӗлӗве професси паракан учрежденисенче ӳстерччӗр тесе ялсенче база шкулӗсем туса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех