Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 81 ҫул тултарнӑ Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче пурӑнакан ӗҫчен хӗрарӑм - Анастасия Сергеевна Емельянова ҫинчен ӑшшӑн аса илсе каласа кӑтартас кӑмӑлӑм пысӑк.

Куҫарса пулӑш

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ашшӗ-амӑшӗпе тата вӗренекенсемпе, педагогсемпе иртекен тӗлпулусенче саккунсемпе паллаштарасси те тӗп вырӑнта пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫак вӑхӑтра РФ ШӖМӗн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрӑмӗн полицин Елчӗк районӗнчи пайӗн ӗҫченӗсем чылай шкула ҫитме ӗлкӗрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫакӑнпа тата ачасене воспитани парассипе тӳрремӗн ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинчен калаҫу пуҫарас тӗллевпе йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсем «Полици тата ачасем» операцие кашни ҫулах хастар хутшӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ачана ҫамрӑкранах сывӑ пурнӑҫ йӗркипе анчах туслашма хӑнӑхтарас ӗҫре ҫемье тата шкул пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫитӗнекен ӑру киревсӗр йӑласемпе туслашса ӳсни обществӑшӑн питӗ пысӑк инкек.

Куҫарса пулӑш

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Хӗрсенчен Мария Зайцева /Ҫӗнӗ Пӑва/, Ксения Тунгулова /Лаш Таяпа/, Анна Гаврилова /Елчӗк/ ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсен йышне кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Андрей Кузнецов вара Раҫҫей спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Виҫҫӗшӗ те Елчӗкри вӑтам шкулта вӗренеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Яшсенчен 73 кг виҫере Николай Петров, 85 кг ытларах виҫере Андрей Кузнецов - пӗрремӗш, 78 кг виҫере Дмитрий Миллин виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Районти атлетсем ӑмӑртӑва ӑнӑҫлӑ хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ҫӗрпӳ хулинче 1998 ҫулта ҫуралнӑ тата ҫамрӑкрах кире пуканӗ йӑтакансем ӑмӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӑнӑҫлӑ ӑмӑртнӑ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

10-мӗш класри Анна Серебрякова, 11-мӗшӗнчи Ксения Родионова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑван патшалӑх педагогика университечӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне ирттернӗ олимпиадӑра, акӑ, иккӗшӗ те иккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

«Тӑван чӗлхе хисепӗ, сумӗ ӳстӗр тесе» район, республика шайӗсенчи тӗрлӗ конкурса, олимпиадӑна хутшӑнсах тӑни пирки пӗлтереҫҫӗ унтисем.

Куҫарса пулӑш

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

Чӑрӑшкасси шкулӗ пӗлтӗрхи раштавран тытӑнса Л.В. Пучков ячӗпе хисепленме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

2003 ҫултанпа директор пулса Ирина Гаврилова ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

Ку вӗренӳ заведенине пуҫланса кайнӑранпа виҫӗ пуҫлӑх ертсе пынӑ: Владимир Алангов, Виталий Елизаров.

Куҫарса пулӑш

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

Шупашкар районӗнчи Чӑрӑшкассинчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул районта кӑна мар, республикӑра та хисеплисенчен пӗри тесен те йӑнӑш мар.

Куҫарса пулӑш

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

Турнирта аслӑ ӑрури вӑйӑҫсемпе пӗрле чи ҫамрӑкки Дима Михайлов та (Чӑваш Сурӑм вӑтам шкулӗ, 7-мӗш класс) тупӑшрӗ, «Ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлнӑшӑн» номинацире палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Виҫҫӗмӗш вырӑна Андрей Дмитриев (Чӑваш Сурӑм), иккӗмӗш - Рэм Парамонов (Ехремкасси), пӗрремӗш вырӑна Анатолий Степанов (Элӗк) ҫӗнсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех