Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ӑна хӗрӗнкӗ арҫын ҫӗрле ӑшӑнас тесе тивертсе янӑ-мӗн…

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнче ҫеҫ 15 пушар пулнӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51943-pat- ... ushar-puln

Пӗр каҫхине вара Патӑрьелӗнчи тӗп больница ҫывӑхӗнчи хваттерсен ҫумӗнчи контейнерти ҫӳп-ҫап ҫунма пикеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнче ҫеҫ 15 пушар пулнӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51943-pat- ... ushar-puln

Пушар электропроводкӑран тухнӑ, 50 тӑваткал метра сиенлесе юрӑхсӑра кӑларнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнче ҫеҫ 15 пушар пулнӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51943-pat- ... ushar-puln

Ҫак кунсенче ҫеҫ округ центрӗнчи Ҫӗнтерӗве 50 ҫул ячӗллӗ урамра тӑр кӑнтӑрлах пӗр ҫурт тӑрринче тӗтӗм йӑсӑрланма пикеннӗ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнче ҫеҫ 15 пушар пулнӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51943-pat- ... ushar-puln

Вӑл шутра 15-шӗ Патӑрьелӗнче пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнче ҫеҫ 15 пушар пулнӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51943-pat- ... ushar-puln

Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче 56 пушара (иртнӗ ҫулхи ҫак вӑхӑтра 47 пулнӑ) шута илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнче ҫеҫ 15 пушар пулнӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51943-pat- ... ushar-puln

Хӗле хирӗҫ е шартлама сивӗре вӑл тата ытларах хӑратать.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнче ҫеҫ 15 пушар пулнӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51943-pat- ... ushar-puln

ВУТ-КӐВАР инкекӗ ҫулталӑкӑн кирек хӑш тапхӑрӗнче те пысӑк тӑкакпа, ҫухатупа та ҫыхӑнма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Патӑрьелӗнче ҫеҫ 15 пушар пулнӑ // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51943-pat- ... ushar-puln

Телее, вӗсем пурте сывӑ.

Куҫарса пулӑш

Усал чирӗн ури саккӑр, унтан пурте асӑрханӑр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51942-usal ... as-rkhan-r

ВИЧ инфекцийӗпе чирлӗ амӑшӗсенчен ултӑ ача ҫуралнӑ.

Куҫарса пулӑш

Усал чирӗн ури саккӑр, унтан пурте асӑрханӑр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51942-usal ... as-rkhan-r

Кӑҫал вӑй питти икӗ арҫын усалтан хӑтӑлайман, пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Усал чирӗн ури саккӑр, унтан пурте асӑрханӑр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51942-usal ... as-rkhan-r

Хальхи вӑхӑтра муниципалитет округӗнче чир инфекцине ҫаклатнӑ 64 ҫын шутра.

Куҫарса пулӑш

Усал чирӗн ури саккӑр, унтан пурте асӑрханӑр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51942-usal ... as-rkhan-r

Тӗнчипе сарӑлнӑ СПИДа та ҫак меслетпе ҫеҫ парӑнтарма пулать.

Куҫарса пулӑш

Усал чирӗн ури саккӑр, унтан пурте асӑрханӑр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51942-usal ... as-rkhan-r

Акӑ мӗн пӗлтерчӗ «Авангард» хаҫат редакцине Патӑрьелӗнчи тӗп больницӑри инфекци уйрӑмӗн заведующийӗ Антонина Чернова ВИЧ инфекцийӗпирки: - Кирек мӗнле чиртен те сипленме мар, унтан асӑрханма, сыхланма ҫӑмӑлтарах.

Куҫарса пулӑш

Усал чирӗн ури саккӑр, унтан пурте асӑрханӑр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51942-usal ... as-rkhan-r

Ҫавӑнпа та ун чухне тухтӑрсем пушшех те ҫак усал чиртен асӑрханмалли пирки калаҫӑва ҫивӗчлетеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Усал чирӗн ури саккӑр, унтан пурте асӑрханӑр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51942-usal ... as-rkhan-r

1988 ҫултанпа декабрӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери СПИД чирне хирӗҫ кӗрешмелли кун тесе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Усал чирӗн ури саккӑр, унтан пурте асӑрханӑр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51942-usal ... as-rkhan-r

ХӖЛ уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тепӗр пӗлтерӗшлӗ кунпа та ҫыхӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Усал чирӗн ури саккӑр, унтан пурте асӑрханӑр // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51942-usal ... as-rkhan-r

Вӗсем 55 ҫул каялла ҫемье ҫавӑрнӑ.

Куҫарса пулӑш

Раштавра пуҫтарӑнӗҫ тӑванӗсем кӗреке тавра // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51941-rash ... reke-tavra

Кӗҫӗн Чементи Василийпе Мария Моисеевсем, Тутар Сӑкӑтӗнчи Миназимпа Рушания Салаховсем, Пӑлапуҫ Пашьелӗнчи Леонтийпе Анисия Александровсем, Шӑнкӑртамри Реиспа Гельшат Сыраевсем, Тутар Сӑкӑтӗнчи Рифкатпа Равза Козловсем ҫак уйӑхра изумруд туйне паллӑ тӑваҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Раштавра пуҫтарӑнӗҫ тӑванӗсем кӗреке тавра // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51941-rash ... reke-tavra

Анат Туҫари Владимирпа Зинаида Кузнецовсем, Кӗҫӗн Шӑнкӑртамри Фиркатьпа Гульнар Мулюковсем, Альфикпа Зульфия Абитовсем, Вӑтаелӗнчи Иванпа Зоя Шайкинсем, Шӑнкӑртамри Шагзатпа Гельнас Пазюковсем, Тутар Тимешӗнчи Ильшадпа Сария Якушевсем, Хирти Пикшикри Рахимуллапа Эльфия Вахитовсем, Патӑрьелӗнчи Василийпе Галина Поповсем, Тутар Сӑкӑтӗнчи Наилпе Назия Шарафутдиновсем, Упамсари Николайпа Лидия Пятаковсем, Вӑрманхӗрри Шӑхалӗнчи Аркадийпе Галина Тазуровсем ҫур ӗмӗр пӗрле килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Раштавра пуҫтарӑнӗҫ тӑванӗсем кӗреке тавра // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51941-rash ... reke-tavra

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех