Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

«Чӗрӗ уроксем» федераци проекчӗ хута кайни вӗренӳ тытӑмӗнчи чи ырӑ пуҫарусенчен пӗри шӑпах вӗренекенсем ҫулҫӳревсенче ӑспа та, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен те пуянланни пулнине ҫирӗплетни мар-и?

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ача чухнехи ырӑ шухӑш-туйӑм хӑварнӑ самантсене ӑнсӑртран аса илсе ӑшри кӑмӑла вулаканӑмпа ахальтен пайламарӑм.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Мускавра Ҫӗнӗ ҫул уявне кӗтсе илни, кӑрлачӑн пӗрремӗш кунӗнче «Халӑх хуҫалӑхӗн ҫитӗнӗвӗсен куравӗ» комплексра экскурсире пулнӑ май шурӑ лашасене кӳлнӗ ҫуна ҫине ларса ярӑнни ҫинчен еплерех хавхаланса чуна уҫнӑччӗ тата!

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Курни-илтни асра ҫирӗп ҫырӑнса юлтӑр тесе вӗрентекенсем ҫулҫӳрев ҫинчен сочинени ҫыртаратчӗҫ те — пӗтӗм кӑмӑлтан шӑрҫалаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Тавракурӑм анлӑланни те куҫкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫулҫӳревсенчен яланах хавхаланса таврӑнаттӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ачалӑхри ҫавнашкал турпоходсен вӑхӑтӗнче пӗр пӗлӳ ҫуртне сукмак такӑрлатакансен туслӑхӗ те ҫирӗпленет.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Акӑ хамӑн шкул тапхӑрӗнче Волгоград, Мускав, Чӗмпӗр хулисенче хаваслӑ та пуян турпа пулма тӳр килнӗшӗн хӗпӗртетӗп: пӗрле вӗренекен туссем ҫул ҫӳрени хамӑр тӗллӗн тухса ҫӳренинчен чылай кӑсӑкрах-ҫке!

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ан тив, ушкӑнпа кӳршӗ яла е района кӑна ҫитсе кур — ҫулсем иртсен те манӑҫми мыскара е кӑмӑллӑ самант пулатех.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ача чухне ҫул ҫӳрени кирек камӑн асӗнче те ӗмӗр манӑҫми асаилӳсем хӑварать.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Чӑваш Ен федерацин «Чӗрӗ уроксем» проектне сӑнавлӑ регион пулса хутшӑнать.

Куҫарса пулӑш

Пин хут илтиччен... // Ирина ИВАНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Палӑртнӑ тӗллевӗрсене пурнӑҫа кӗртме мехел ҫитсе пытӑр!

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

— Туслӑ ҫемьере малашне те пархатар курма ырлӑх-сывлӑх сунатпӑр сире, Валерий Петрович.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Апла пулин те кил ӑшшине упраканӗ — вӑлах.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Мӑшӑрӑм Луиза Константиновна суд тытӑмӗнче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Вӗсем те ҫемьеллӗ ӗнтӗ, мӑнуксем парнелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Иккӗшӗ те салтака кайса килчӗҫ, халӗ ӗҫлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Игорь Мускаври Пичет университечӗн цифрӑллӑ тытӑмсен факультетӗнчен вӗренсе тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Асли Дмитрий И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра программист специальноҫне алла илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫынна телейлӗ пулма кил-йышри татулӑх та кирлӗ-ҫке.

Куҫарса пулӑш

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех