Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫавӑн пекех парнесемпе чысланӑ.

Куҫарса пулӑш

Сирте куратпӑр шанчӑк // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51960-sirt ... r-shanch-k

Мала тухнисемпе призерсене грамотӑсемпе, медальсемпе наградӑланӑ.

Куҫарса пулӑш

Сирте куратпӑр шанчӑк // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51960-sirt ... r-shanch-k

Ҫитӗнекен ӑрупа Дмитрий Сегов тренер ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Сирте куратпӑр шанчӑк // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51960-sirt ... r-shanch-k

«Паттӑр» спорт шкул волейболисчӗсем каччӑсем хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Сирте куратпӑр шанчӑк // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51960-sirt ... r-shanch-k

Хӑйсен вӑй-халне виҫме тата паттӑра сума суса Чӑваш Енрен 10 команда пуҫтарӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Сирте куратпӑр шанчӑк // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51960-sirt ... r-shanch-k

Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнчи ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулӗн базинче Раҫҫей Геройне, Украинӑри ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунӑ Александр Старчкова асра тытса волейбол турнирӗ иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Сирте куратпӑр шанчӑк // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51960-sirt ... r-shanch-k

Кресло ҫинче тӗлӗрнӗ пек ларакан хӗрарӑмӑн чӗри малалла тапма вӑй ҫитереймен, куҫӗнчен юхса аннӑ сывлӑм пек таса куҫҫульсем ҫеҫ пичӗ ҫинче йӑлтӑртатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ваттисен ҫуртӗнче вӗҫленнӗ ӗмӗр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51959-vatt ... -clenn-m-r

Ирина Николаевнӑна каҫхи апата пымаллине пӗлтерсе медсестра темиҫе хутчен те чӗнчӗ, анчах сас паракан пулмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Ваттисен ҫуртӗнче вӗҫленнӗ ӗмӗр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51959-vatt ... -clenn-m-r

Амӑшӗн чӗри вара чун панӑ тӗпренчӗкӗсене куҫ пекех кӗтрӗ, паян пулмасан ыран килессе, хӑйне ваттисен ҫуртӗнчен илсе каясса, тӑван кӗтесре кӑштах та пулин пуласса шанчӗ…

Куҫарса пулӑш

Ваттисен ҫуртӗнче вӗҫленнӗ ӗмӗр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51959-vatt ... -clenn-m-r

Ҫапла ҫав, хамӑрӑн ачасем пулсан атте-анне кая юлать.

Куҫарса пулӑш

Ваттисен ҫуртӗнче вӗҫленнӗ ӗмӗр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51959-vatt ... -clenn-m-r

Ывӑлӗн те шухӑш ҫук мар: иртнинче килсен хӗрӗ качча кайма хатӗрленнине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ваттисен ҫуртӗнче вӗҫленнӗ ӗмӗр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51959-vatt ... -clenn-m-r

Хӗрӗн ывӑлӗ 11 класран вӗренсе тухать, экзаменсем тытмалла, вӗренме каймалла…

Куҫарса пулӑш

Ваттисен ҫуртӗнче вӗҫленнӗ ӗмӗр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51959-vatt ... -clenn-m-r

Хӗрарӑм вӗсен вӑхӑчӗ сахаллине лайӑх ӑнланать.

Куҫарса пулӑш

Ваттисен ҫуртӗнче вӗҫленнӗ ӗмӗр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51959-vatt ... -clenn-m-r

Вӑхӑт майӗпен шурӗ те шурӗ, ачисем ҫеҫ Ирина Николаевна патне сайрарах килсе ҫӳреме пуҫларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ваттисен ҫуртӗнче вӗҫленнӗ ӗмӗр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51959-vatt ... -clenn-m-r

Юнашар ҫывӑракан кинемейсем ан вӑранччӑр тесе минтерпе питне хупласа йӗретчӗ, кашкӑр пек улас килсен те сассӑр ӗсӗклетчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ваттисен ҫуртӗнче вӗҫленнӗ ӗмӗр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51959-vatt ... -clenn-m-r

Чунӗ пӑчӑртанса ыратнипе каҫхине мӗн чухлӗ куҫҫуль юхтарман-ши?

Куҫарса пулӑш

Ваттисен ҫуртӗнче вӗҫленнӗ ӗмӗр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51959-vatt ... -clenn-m-r

Килӗнче пулсан телевизор ярса курма, кӑштах тухкаласа кӗме, паллакансемпе, юлташсемпе пухӑнса чей ӗҫме те пулатчӗ, кунта вара пурте режимпа.

Куҫарса пулӑш

Ваттисен ҫуртӗнче вӗҫленнӗ ӗмӗр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51959-vatt ... -clenn-m-r

Ҫывӑрайман каҫсем те нумайланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ваттисен ҫуртӗнче вӗҫленнӗ ӗмӗр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51959-vatt ... -clenn-m-r

Хӗрне каланӑ хыҫҫӑн вӑл илсе килсе ҫитерчӗ пӗр хутчен, тепре ыйтма хӑю ҫитереймерӗ.

Куҫарса пулӑш

Ваттисен ҫуртӗнче вӗҫленнӗ ӗмӗр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51959-vatt ... -clenn-m-r

Чӑмӑрла пӗҫернӗ ҫӗр улмипе турӑхран тутлӑраххи нимӗн те ҫук пек туйӑнатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ваттисен ҫуртӗнче вӗҫленнӗ ӗмӗр // Ольга ПАВЛОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51959-vatt ... -clenn-m-r

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех