Çĕннисем
Федерацин 2003 ҫулхи октябрӗн 6-мӗшӗнчи «Раҫҫей Федерацийӗнче вырӑнти хӑйтытӑмлӑха йӗркелемелли пӗтӗмӗшле принципсем ҫинчен» 131-Ф3 номерлӗ саккунӗнче ял тӑрӑхӗн полномочийӗсене туллин палӑртнӑ.
Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Унсӑр пуҫне Пӗрлехи информаци кунӗсенче ялта пурӑнакансемпе тӗлпулусем йӗркелени, Ленин ячӗллӗ ялхуҫалӑх производство кооперативӗн пухӑвӗсене хутшӑнни тата ытти мероприятисем ирттерни те ҫынсен кӑмӑл-шухӑшне пӗлмелли майсем.
Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Ҫакӑ, паллах, пирӗн ӗҫре пысӑк пулӑшу.
Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Вӗсенче сулӑм укҫин виҫине палӑртассинчен пуҫласа ҫул-йӗр тӑвасси таранах ыйтусене пӑхса тухатпӑр.
Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Ҫавӑн пекех ялта тӗрлӗ ыйтусене татса парассипе пухусем те иртеҫҫӗ.
Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Ҫавӑнпа ял тӑрӑхӗн администрацийӗнче халӑха хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑнассине йӗркеленӗ.
Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Ҫынсене ытларах пурӑнмалли ҫурт-йӗр условийӗсене лайӑхлатасси, пай ҫӗрӗсене усӑ курма арендӑна парасси, вӗсене харпӑрлӑха илесси, тӗрлӗ социаллӑ пулӑшу илесси, ҫул-йӗр тӑвасси тата ытти ыйтусем хумхантараҫҫӗ.
Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Аслӑ Елчӗк районти, ҫавӑн пекех республикӑри чи пысӑк ялсенчен пӗри.
Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Аслӑ Елчӗк ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗтӗм ӗҫ-хӗле ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатас тӗлӗшпе йӗркеленӗ.
Пӗтӗмпех - ҫынсемшӗн // Г.АДЮКОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Мария, Анна, Ангелина тата Аделина мӑнукӗсем - кил-ҫурт илемӗ, Ольга Васильевнӑпа Геннадий Николаевича савӑнтаракансем, вӑй хурса ӗҫлеме хистекенсем...
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Мал ӗмӗтлӗ, виҫҫӗшӗ те аслӑ пӗлӳ илнӗ, хӑйсен пурнӑҫри вырӑнне тупнӑ.
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Крыловсен ачисем пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ ӗнтӗ.
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Ҫакна курса ҫитӗннӗ ачисем - Алексей ывӑлӗпе Татьяна тата Марина хӗрӗсем амӑшӗпе ашшӗн сумлӑ та пархатарлӑ ӗҫне тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ, вӗсенчен тӗслӗх илеҫҫӗ.
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Вӑл мӑшӑрне май пур таран пулӑшма, хавхалантарма тӑрӑшать.
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
«Прогресс» акционерсен хупӑ обществинче гараж заведующийӗнче вӑй хуракан, пархатарлӑ ӗҫӗшӗн нумай ят-сума, «Ӗҫ ветеранӗ» ята тивӗҫлӗ пулнӑ мӑшӑрӗ, Геннадий Николаевич унӑн ҫӑмӑл мар ӗҫне никамран лайӑх ӑнланать.
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Ҫемьери тӑнӑҫлӑх, чи ҫывӑх ҫынсен хисепӗпе юратӑвӗ те, паллах, Ольга Крыловӑна пур ӗҫре те пуҫаруллӑ пулма хистет.
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Пытармастӑп, кашни кун ӗҫрен хаваслӑ кӑмӑл-туйӑмпа таврӑнатӑп, ҫӗнӗ кун пуҫланасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп, - терӗ вӑл тулли кӑмӑлтан.
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
- Мӗн ҫамрӑкран тытӑнсах хӑйсен ӗҫне чунтан парӑнса пурнӑҫлакан ертӳҫӗсемпе ӗҫлеме тӳр килни тата вӗсен шанӑҫӗ хавхалантарчӗ, ӗҫе юратса пурнӑҫлама хистесе тӑчӗ.
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, 3 ача амӑшӗ, кукамай тата асанне те пулнӑ Ольга Васильевна мӗнпур ӗҫе ӗлкӗрме вӑй-хал ӑҫтан тупать?
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20
Ҫак ҫулсенче вӑл хутшӑннӑ обществӑлла ӗҫсене каласа та пӗтерме ҫук: «Единая Россия» партин районти уйрӑмӗн политканашӗн членӗ, политика партийӗн «Прогресс» акционерсен хупӑ обществинчи тата Акчел ялӗнчи пуҫламӑш организацийӗн секретарӗ, районти хӗрарӑмсен канашӗн членӗ, Акчел ялӗнчи суйлав комиссийӗн председателӗ, АПК ӗҫченӗсен профсоюз рескомӗн членӗ...
Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20


