Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Виҫӗ мӑшӑрӑн вара тӑваттӑмӗш ача хушӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

ЗАГС пӗлтерет // В.НОВИКОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

12 ҫемьешӗн - иккӗмӗш, 11 ҫемьешӗн виҫҫӗмӗш ача пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

ЗАГС пӗлтерет // В.НОВИКОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Ултӑ ҫемьене пуҫласа ҫӗн кайӑк кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

ЗАГС пӗлтерет // В.НОВИКОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

2016 ҫулхи пӗрремӗш кварталта районта 33 ача ҫуралнӑ: 20 арҫын ача, 13 хӗрача.

Куҫарса пулӑш

ЗАГС пӗлтерет // В.НОВИКОВА. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Унта ун чухне 7 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пухӑнса юрӑ юрлар // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12186.html

Сӑмах май, кунашкал мероприяти пӗлтӗр те иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пухӑнса юрӑ юрлар // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12186.html

Мероприятие вокал студийӗсем, пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑнӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пухӑнса юрӑ юрлар // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12186.html

Хӗрлӗ тӳреме пынӑ кашни ҫынна хутран ӑсталанӑ ялав парӗҫ, унӑн тепӗр енче юрӑ сӑмахӗсем пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пухӑнса юрӑ юрлар // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12186.html

Юрлама пӗлни, хӑш ӳсӗмре пулни пӗлтерӗшлӗ мар — пурне те хапӑлласах кӗтеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пухӑнса юрӑ юрлар // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12186.html

Ку мероприяти ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 18 сехетре Хӗрлӗ тӳремре иртӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пухӑнса юрӑ юрлар // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12186.html

Кунашкал акцие Шупашкар та хутшӑнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пухӑнса юрӑ юрлар // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12186.html

Раҫҫейри тӗрлӗ хулара ҫынсем пӗрле пухӑнса «День Победы» юрра шӑрантараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пухӑнса юрӑ юрлар // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12186.html

Ҫӗнтерӳ уявӗнче республикӑра чылай мероприяти ирттерме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле пухӑнса юрӑ юрлар // Софья Савнеш. http://chuvash.org/news/12186.html

/Тӗплӗнрех «Хӗрлӗ ялав» хаҫатӑн ҫитес номерӗнче пичетленсе тухӗ/.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Унтан информаци кунӗн членӗсем ушкӑнсем ҫине пайланса Арапуҫ, Энтрияль, Кавал, Кӗтеснер, Аслӑ Чак ял тӑрӑхӗсене ҫитсе курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ В.Иванов амӑшӗн капиталӗн сертификачӗсене илнӗ амӑшӗсене ҫак паллӑ пулӑмпа саламларӗ, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунчӗ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Ҫавӑн пекех йӑлана кӗнӗ йӗркепе амӑшӗн капиталӗн сертификачӗсене ку хутӗнче Вӑрмар поселокӗнчи Н.Хваткинана, Арапуҫ ялӗнчи Н.Карпована пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Чи малтанах ӗҫлӗ ушкӑн район администрацийӗн ларусен залӗнче райадминистрацин пай пуҫлӑхӗсемпе, тӗп специалисчӗсемпе тӗл пулса Пӗрлехи информаци кунӗн ыйтӑвӗсене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Пӗрлехи информаци информаци кунне ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсемпе архив ӗҫӗн министрӗн заместителӗ Т.Казакова, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ «АККОНД» акционерсен обществин генеральнӑй директорӗ В.Иванов, ЧР Патшалӑх статистикин Федераллӑ службин Территорири органӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ Л.Егорова, Чӑваш Ен — ЧР «Правосудие» ГАС Суд департаменчӗн ФГБУ информаципе аналитика центрӗн филиалӗн директорӗ В.Петров, «Чӑваш Енри ачасемпе ҫамрӑксен библиотеки» ЧР бюджетлӑ учрежденийӗн директорӗ Т.Григорьева, Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Тихонов, унӑн заместителӗсем А.Михайлов, Н.Павлов тата ытти яваплӑ ҫынсем хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Ҫавӑн пекех «Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗнче» ял, хула тӑрӑхӗсенче районти тӗрлӗ сферӑра ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ ӗҫ ветеранӗсемпе тӗлпулусем ирттерме, инвалидсемпе пӗччен пурӑнакан ватӑсем патне ҫитсе вӗсен пурнӑҫне тимлеме палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Социаллӑ ыйтусем малти вырӑнта // Хӗрлӗ ялав. «Хӗрлӗ ялав», 2016.04.20

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех