Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Кирюкпа ун ҫуммисем халӑх енне ҫаврӑнса пилӗкӗсене авсах пуҫ таяҫҫӗ, каччӑ витринчен тимӗр укҫасене ывӑҫласа виҫӗ хутчен тӳпенелле вӑркӑтать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Халь халӑха хисеп туса сумла, — тет Элексей.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Кирюк кӗсйинчен пилӗк пинлӗххисене кӑларса пӗрне Элексее, теприне Кӗтернене тыттарать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Эпӗ ӑна венчете илсе каясшӑн, — тӳрӗрен ҫаптарать Кирюк — Мӗнех, пур пирӗн ытарма ҫук пике, анчах алӑсене ылтӑнламасӑр уҫмастпӑр хапхана, — Кирюк пӑлханнине туйса кӗскетет мешехене Элексей.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Ырӑпа ҫитрӗмӗр хуҫасем, ҫак ҫуртра илемлӗ пике пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ырӑпа е усалпа.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Мӗн ҫӑмӑлпа килтӗр пирӗн пата, маттур йӗкӗтсем?

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ҫухалса кайнӑ Кирюка Элекҫей сасси ӗнтрӗкрен вӑратать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Йӗкӗтсемпе хӗрупраҫсен стройӗ витӗр тухма та пысӑк хастарлӑх кирлӗ тата вӗсене те укҫа тӳлемелле.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Вӗсем укҫа тӳлемесӗр Кирюкпа ун ҫуммисене Ҫинук патне кӗртес ҫук.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Чи ҫӳлти картлашки ҫинче Мӗтрипе Микӗхвӗр, Антонинӑпа Арсен Ваганович.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Хапха леш енче Элексейпе Кӗтерне тӑраҫҫӗ, ун патӗнчен крыльца алӑкӗ таранах ик айккипе патвар йӗкӗтсем, хӗрупраҫсем тӑрса тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Тинех хальхи вӑхӑтри туй мешехи пуҫланать.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Яштах ҫӗклет пуҫне Ҫеруш, мӑнаҫлӑн утма тытӑнать кӑна «купцасем» хапха умне ҫитсе те тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Пӑхӑр-ха, хӗрсем, Кӗтнепуҫ йӗкӗчӗн пуҫӗ ҫӗреллех усӑннӑ, калӑн ҫын пытарма каять, — шӑл йӗреҫҫӗ пухӑннӑ хӗрсем, — эсӗ йӗкӗт пул, савӑнӑҫа ан тӗксӗмлет.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Вӑл пӗрремӗш хут туйра пулма тӳр килнипе именерех пырать, утӑмӗсем те унӑн Кавӗрленни пек ҫирӗпех мар.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Кавӗрле юлташӗпе юнашарах мӑнаҫлӑн, улӑп евӗр утать, тепӗр енче — вӑтанчӑктарах Ҫеруш.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Ялти чи ӑста купӑсҫӑсем вӗсенчен кӑшт маларах савӑнӑҫлӑ кӗвӗ шӑрантарса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Халь вӗт чи кӑсӑкки — Кирюкпа ун ҫуммисем Ҫинука «сутӑн» илме кӳршине каҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

…Сакӑр сехет тӗлне тӑрнапуҫсем утӑҫи вӑхӑтне пӑхмасӑр Хӗлип Элекҫейӗсен ҫурчӗ патне пухӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех