Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Унта ялан ӑпӑр-тапӑр килсе пӑрахаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

— Пирӗн ҫурт ҫырма хӗрринерех вырнаҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Ӗмӗтне пурнӑҫлама вара ӑнсӑртран пулса иртнӗ ӗҫ пулӑшнӑ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Ҫывӑх ҫыннин вил тӑприне тупас шухӑш та тӗвӗленнӗ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Пӗрех хӗрарӑма ашшӗ шӑпи кӑсӑклантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

С. Айзатуллова та тахҫанах анне ятне илтнӗ, халь мӑнукӗсем те пур.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Чаршав карса та чарма ҫук вӗсене.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Султания Минегалиевна амӑшӗ ывӑлӗпе тата алӑри ачипе тӑлӑха тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Ржевск хулишӗн пынӑ пӗр ҫапӑҫура тӑшман пульли арҫын пурнӑҫне 1943 ҫулта вӑхӑтсӑр татнӑ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

1942 ҫулта Тӑван ҫӗршыва фашистсенчен хӳтӗлеме тухса кайнӑ чухне мӑшӑрӗ улттӑмӗш уйӑх чӗри айӗнче ҫӗнӗ «кайӑка» йӑтса ҫӳренӗ.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Кил хуҫи те хӗрне пӗрре те тытса юратса курайман.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Ҫук ҫав, ашшӗ ӑшшине туйма пӳрмен ӑна, вӑрҫӑ татнӑ ӗмӗтне.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Шӑнкӑртамра пурӑнакан Султания Минегалиевна Айзатуллова 70 ҫултан иртнӗ пулин те ашшӗ ӑшшишӗн паян та тунсӑхлать.

Куҫарса пулӑш

73 ҫултан — пӗрремӗш тӗлпулу // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2016.05.06

Салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн район администраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов сӑн ӳкерчӗксен куравне, паттӑрсене халалланӑ Мухтав Аллейине тунӑ ӗҫе хастар хутшӑннӑ ӗҫченсене Тав хучӗсем, вӑрҫӑ участникӗсен ҫемйисене пурӑнмалли условисене лайӑхлатма сертификатсем парса чыс турӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Ҫавӑн пекех Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне пуҫтарӑннисене Патӑрьел ял тӑрӑх пуҫлӑхӗ А. Моисеев, «Россемена» тулли мар яваплӑ обществӑн генеральнӑй директорӗ, хисеплӗ ентеш В. Нягин, нумай ҫул «Труд» хуҫалӑхне ертсе пыракан Н. Михайлов саламларӗҫ, пурне те тӑнӑҫ пурнӑҫ, килӗшӳ, пысӑк юрату сунчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Унсӑр пуҫне уяв тӗлне вунӑ е тата ытларах ҫул агропромышленность комплексӗнче ертӳҫӗ пулса тӑрӑшнӑ хастарсен ячӗпе уҫнӑ сӑн ӳкерчӗксен куҫса ҫӳрекен куравӗ те ӗҫ паттӑрӗсен пысӑк «ҫарне» ҫирӗплетсе парать.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Вӗсенчен пиллӗкӗшӗ ҫак кун уҫнӑ «Мухтав аллейине» ҫырӑннӑ — Илларион Евдокимович Перепелкин, Михаил Герасимович Долгов, Николай Васильевич Каргин, Василий Антонович Никитин, Матрена Дмитриевна Цветкова — Социализмла ӗҫ геройӗсем.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Пире улӑштаракан ҫитӗнекен ҫамрӑк ӑрушӑн ӗҫпе палӑрнӑ кӑтартуллӑ ҫынсем районта сахал мар.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Район администраци пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов ӑшӑ салам сӑмахне каланӑ май, ҫак уяв шӑпах пысӑк туйӑмлӑ ҫынсене, хӑйсен ӗҫне парӑнса, юратса ӗҫлекенсене, хамӑр тӑван еншӗн чунне парса тӑрӑшакансене пӗрлештерсе тӑнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Районта Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкӗнче вӗсене ятран асӑнма, тава тивӗҫлӗ ӗҫченсен умӗнче пуҫ тайма майӑн 1-мӗшӗнче тепӗр меллӗ самант пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрсен ячӗпе — Мухтав аллейи // А. НИКОЛАЕВ. «Авангард», 2016.05.06

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех