Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Вӑтам шкулсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Первомайскисем, иккӗмӗшне Аслӑ Чеменсем, виҫҫӗмӗшне Нӑрваш Шӑхальсем тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳҫӗсем - Первомайскисем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51526-c-nt ... omajskisem

Вӗсем тӗрлӗ дистанципе ҫӑмӑл атлетика кросне тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳҫӗсем - Первомайскисем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51526-c-nt ... omajskisem

Кӑҫалхи турнира Шупашкартан тата Патӑрьел муниципалитет округӗнчен 15 команда хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳҫӗсем - Первомайскисем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51526-c-nt ... omajskisem

Ҫавӑн пекех йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва хутшӑнакансене Патӑрьел муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Первомайски территори пайӗн начальникӗ Леонид Пыркин, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ Мевлет Зейнетдинов тата ытти хӑнасем хавхалантарса сӑмах каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳҫӗсем - Первомайскисем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51526-c-nt ... omajskisem

Старта тӑракансене, хӑнасене ҫӑмӑл атлетикӑпа тӗнче класлӑ СССР спорт мастерӗ, тӗнче Универсиадин чемпионки, ирӗклӗ вӑйӑсен пӑхӑр призерӗ, тӗнче Кубокӗн кӗмӗл призерӗ, командӑпа тӗнче Кубокне тивӗҫнӗскер, темиҫе хутчен Совет Союзӗн чемпионки, утас енӗпе виҫӗ хутчен тӗнче чемпионки Александра Деверинская саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳҫӗсем - Первомайскисем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51526-c-nt ... omajskisem

Сӑмах май каласан, мухтавлӑ ентешӗмӗр шӑпах Первомайскинче кун ҫути курнӑ, кунти шкулта пӗлӳ илнӗ, спортпа туслашнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳҫӗсем - Первомайскисем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51526-c-nt ... omajskisem

Кӑҫалхипе вӑл 30-мӗш хутчен пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳҫӗсем - Первомайскисем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51526-c-nt ... omajskisem

Первомайскинчи стадионта тӗнче класлӑ СССР спорт мастерӗн Александра Деверинскаян парнисене ҫӗнсе илессишӗн ҫӑмӑл атлетикӑпа ӑмӑрту иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳҫӗсем - Первомайскисем // Патӑрьел тӑрӑхӗ. https://avangard-21.ru/gazeta/51526-c-nt ... omajskisem

Симӗс тавралӑх ҫынсен сывлӑхӗшӗн те сиплӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Эсир лартнӑ йывӑҫсем илем кӳрӗҫ таврана // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51525-esir ... -c-tavrana

Ҫулсем иртнӗҫемӗн больница йӗри-тавра йывӑҫ кашлӗ.

Куҫарса пулӑш

Эсир лартнӑ йывӑҫсем илем кӳрӗҫ таврана // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51525-esir ... -c-tavrana

Ҫак ӗҫ тухтӑрсен кашни ҫӗнӗ ӑрӑвӗ кунти йӑла-йӗркене тата ӑсталӑха малалла тӑсса, аталантарса пынине те ҫирӗплетет.

Куҫарса пулӑш

Эсир лартнӑ йывӑҫсем илем кӳрӗҫ таврана // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51525-esir ... -c-tavrana

«Мероприятие хавхаланса хутшӑнтӑмӑр. Маншӑн пысӑк чыс та пулчӗ ҫакӑ. Йывӑҫ лартни вӑл пурнӑҫ тӑсӑмӗн палли евӗрех. Кашни хунав тымар ярса пациентсемпе медицина ӗҫченӗсене савӑнӑҫ кӳрессе шансах тӑрас килет»,- хӑйӗн шухӑшне палӑртрӗ Алексей Муллин ҫамрӑк педиатр.

Куҫарса пулӑш

Эсир лартнӑ йывӑҫсем илем кӳрӗҫ таврана // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51525-esir ... -c-tavrana

«Ҫакнашкал пӗрлехи мероприятисем тӗрлӗ ӑрури ҫынсене ҫывӑхлатаҫҫӗ те. Ырӑ йӑлана малалла тӑсни те кӑмӑллӑ. Хунавсене лайӑх пӑхса ӳстересчӗ. Вӗсем тымар ярасса шанатӑпах. Ун чухне больница территорийӗтата илемленӗ»,- терӗ Николай Тинюков тӗп тухтӑр.

Куҫарса пулӑш

Эсир лартнӑ йывӑҫсем илем кӳрӗҫ таврана // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51525-esir ... -c-tavrana

Мероприятие кунта темиҫе теҫетке ҫул вӑй хунӑ тата тин ҫеҫ ӗҫе пикеннӗ ҫамрӑк специалистсем хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эсир лартнӑ йывӑҫсем илем кӳрӗҫ таврана // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51525-esir ... -c-tavrana

Ҫак кунсенче вӗсем 40 тӗм ҫӑкапа чӑрӑш хунавӗсене лартрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Эсир лартнӑ йывӑҫсем илем кӳрӗҫ таврана // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51525-esir ... -c-tavrana

Медицина ӗҫченӗсем пациентсен сывлӑхӗшӗн ҫеҫ тӑрӑшмаҫҫӗ, сиплев учрежденийӗн таврашӗнче хӑтлӑ та илӗртӳллӗ пултӑр тесе те тимлеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Эсир лартнӑ йывӑҫсем илем кӳрӗҫ таврана // Альбина ИВАНОВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51525-esir ... -c-tavrana

Тӗл пулӑва хутшӑннисене Кӗҫӗн Патӑрьелӗнчи клуб системинче тӑрӑшакан культура ӗҫченӗсем чуна тыткӑнлакан юрӑсемпе саламланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вулавӑш ҫамрӑксене те, ватӑсене те хапӑл // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51524-vula ... -te-khap-l

Аслӑ ӑру ҫыннисен тӗл пулӑвӗнче муниципалитетсем хушшинчи культурӑпа спорт мероприятийӗнче палӑрнӑ ветеренсене саламланӑ, пурне те хастарлӑхшӑн тав тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Вулавӑш ҫамрӑксене те, ватӑсене те хапӑл // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51524-vula ... -te-khap-l

Тӗл пулӑва хутшӑннисене автор хӑйӗн пахчинче ҫитӗнтернӗ ҫеҫкесенчен хатӗрленӗ «Вальс цветов» презентацийӗпе те савӑнтарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вулавӑш ҫамрӑксене те, ватӑсене те хапӑл // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51524-vula ... -te-khap-l

Сӑмах май каласан, пӗлтӗр ҫакнашкал конкурсра Эвелина Карягина ҫӗнтернӗччӗ.

Куҫарса пулӑш

Вулавӑш ҫамрӑксене те, ватӑсене те хапӑл // Альбина НИКОЛАЕВА. https://avangard-21.ru/gazeta/51524-vula ... -te-khap-l

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех