Çĕннисем
Участок терапевчӗсемпе врачсен — ансӑр специалистсен пулӑшӑвӗшӗн тӳлесси унччен шӑпах ҫак кӑтартуран килнӗ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Амбулатори медпулӑшӑвӗ пирки калас-тӑк — пӗлтӗр шурӑ халатлисем 10,5 млн ҫынна йышӑннӑ, урӑхла каласан республикӑра пурӑнакан кашни ҫын больницӑсенче вӑтамран 8,4 хут пулнӑ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Пӗр енчен, бюджет укҫи перекетленет, тепӗр енчен, ку тӗслӗхре килте стенасем те сиплеҫҫӗ тени тӳрре тухать, — палӑртать Вячеслав Николаевич.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ҫак мел хӑйӗн тухӑҫлӑхне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Анчах ку медпулӑшу пахалӑхне пырса тивмелле мар.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
— Паллах, кӑткӑс операци тунӑ, йывӑр чирлӗ ҫынсем больницӑра выртма тивӗҫ, ҫӑмӑл чирлисене вара кӑнтӑрлахи стационар мелӗпе сиплени вырӑнлӑрах.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ҫав вӑхӑтрах кӑнтӑрлахи стационар условийӗсенче 1 пациент-кун тӑкакӗсем 641 тенке яхӑн кӑна пулнӑ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Стационар условийӗсенчи сиплевӗн 1 койка-кунӗ пӗлтӗр 2,1 пин ытла тенке ларнӑ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ҫакӑ ОМС укҫипе усӑ курнин тухӑҫлӑхне 44,6 млн тенкӗлӗх ӳстернӗ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Амбулаторипе поликлиника пулӑшӑвӗ, ҫынсене клиникӑпа статистика ушкӑнӗсене кура кӑнтӑрлахи стационар мелӗпе сиплесси вӑй илнӗ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Курттӑммӑн туяннӑ май ресурссем йӳнерех лараҫҫӗ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Унччен кашни больница медикаментсене, ыттине хӑй тӗллӗн туяннӑ, халь пӗтӗмпех — централизациленӗ майпа.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Калӑпӑр, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин Ресурссемпе тивӗҫтерекен центрӗн усси пысӑк.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Ҫак условисенче укҫапа тухӑҫлӑ усӑ курни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Шучӗ мар, пахалӑхӗ тӗп вырӑнта.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Паллах, инфляцие кура нумайрах ӳстерес килет, анчах утияла кура ура тӑсма тивет.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Апла пулин те фондӑн кӑҫалхи бюджетне те пысӑкрах палӑртса хӑварма май килнӗ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
Экономикӑри кризиса пула ют регионсенче те ӗҫ вырӑнӗсен шучӗ чакни куҫкӗрет, ҫавна май Вячеслав Николаевич ютра саккунлӑ майпа ӗҫлекенсен йышӗ асӑннӑ шайрах юласси пирки иккӗленет.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
2015 ҫулта республика тулашӗнче ӗҫлекен ҫавнашкал 77 пин ҫын пулни паллӑ.
Сывлӑхран хакли ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№
«Официаллӑ майпа ӗҫлеҫҫӗ-тӗк — эпир ҫакна куратпӑр, — тет фонд директорӗ, — ҫавна май вӗсене ӗҫ паракансен укҫи пирӗн пата килет».