Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2016 ҫулхи Ҫырӑвӗнче ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене тӳрӗ мар кӑмӑллӑ хуҫасенчен туртса илмелли пирки каланӑ.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Мӗншӗн тесен ҫакнашкал яваплӑхсӑр хуҫасене пулах район бюджечӗ налог тӳлевӗ урлӑ хушма тупӑша ҫухатать.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

«Манӑҫнӑ» лаптӑкӑн яваплӑхсӑр хуҫине ҫӗр законодательствипе килӗшӳллӗн административлӑ штраф тӳлеттерме тивӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ҫакӑнпа пӗрлех комисси районта харпӑрҫӑсем пӑхса тӑман лаптӑксене те тупса палӑртнӑ: ял хуҫалӑх ӗҫӗсене валли пӑхса хунӑ 12,7 га лаптӑка тӗмсем пусса илнӗ, хыт-хура ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Унӑн пысӑк пайӗ ҫинче хуҫалӑх пӗрремӗш ҫул мар чылай ҫул ӳсекен курӑксем акать, 159 га вара кӑҫалтан вир валли пулӗ – ҫӗре сухаласа рекультивациленӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Граждансемпе юридици сӑпачӗсене тара панӑ е вӑхӑта палӑртмасӑр усӑ курма панӑ республика харпӑрлӑхӗнчи лаптӑксене Сарапакасси ял тӑрӑхӗнче пӑхса ҫаврӑннӑ май комисси кунти 556,4 га лаптӑка арендӑна илсе фермер хуҫалӑхӗ тухӑҫлӑ усӑ курни пирки пӗтӗмлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Черетлӗ мероприяти нумай пулмасть Шупашкар районӗнче иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Коррупцие хирӗҫ комитетӑн 2016 ҫулхи планӗпе тата ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗр лаптӑкӗсене тӗллевлӗн усӑ курнине тӗрӗслес тӗллевпе ЧР пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен патшалӑх комитечӗ ведомство ҫумӗнчи общество канашӗн представителӗсене явӑҫтарнипе куллен тӗрӗслевсем ирттерет.

Куҫарса пулӑш

Лаптӑксем «манӑҫнӑ-и»? // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

«Эпир хамӑрӑн суйлавҫӑсенчен канаш, пулӑшу ыйтатпӑр. Конкретлӑ кандидатсемшӗн панӑ сасӑсем Патшалӑх Думине тата Патшалӑх Канашне суйламалли вӑхӑтра партие тӗрӗс ҫул-йӗр кӑтартӗҫ», – тенӗ Николай Малов.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре пурӑнакансем малтанхи суйлава хастар хутшӑнни «Единая Россия» партишӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Кунсӑр пуҫне тата асӑннӑ тапхӑр ҫынсен ҫивӗч ыйтӑвӗсене пӗлме, вӗсене татса пама тӑрӑшма май пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

«Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн ертӳҫин Николай Маловӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫакӑ Владимир Путин Президент малтанхи суйлав «Единая Россия» партие уҫӑрах тата ҫынсем патне ҫывӑхрах тенине тӳрре кӑларчӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Малтанхи суйлав кунӗччен агитаци тапхӑрӗ иртрӗ, кандидатсем суйлавҫӑсемпе, ӗҫ коллективӗсемпе тӗл пулчӗҫ, дебатсене хутшӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

«Единая Россия» хӑйӗн кӑлтӑкӗсене, йӑнӑшӗсене лайӑх пӗлнине те палӑртнӑ вӑл, вӗсене вара халӑхпа пӗрле кӑна пӗтерме пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова палӑртнӑ тӑрӑх, малтанхи сасӑлав ирттерсе «Единая Россия» парти политикӑри уҫӑлӑха, влаҫ тата суйлав уҫӑлӑхне палӑртакан принципсене мала хурать.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Суйлавпа ҫыхӑннӑ ыйтусене «хӗрӳ линипе» шӑнкӑравласа пӗлме пулать, вӑл ӗҫлеме пуҫланӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Ӗҫлемен суйлав участокӗнче юнашар вырнаҫнисен адресне ҫырӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Кунсӑр пуҫне хуласенче малтанхи сасӑлав иртмелли вырӑн пирки подъездсен умӗнче ҫырса пӗлтерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Кашни суйлавҫӑ йыхрав хучӗ илӗ, унта участок паллӑ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Участоксен адресӗсене партин регионти уйрӑмӗн сайтӗнче chuvash.er.ru («Предварительное голосование» вкладкӑра) тупма пулать.

Куҫарса пулӑш

Майӑн 22-мӗшӗ – малтанхи сасӑлава хутшӑнмалли кун // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 37-38№, 2016.05.20-26

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех