Çĕннисем
«Черет хӑвӑртах шӑвать, вӑхӑт нумай иртмест. Ҫынсем малтанхи сасӑлава хутшӑнни пӗлтерӗшлине ӑнланни савӑнтарать», — чунне уҫрӗ 64-мӗш шкулти участока мӑшӑрӗпе килнӗ Андрей Кириллов.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Участоксенче ҫын нумай пулнӑран черетре тӑма тивни те суйлавҫӑсен кӑмӑлне хуҫмарӗ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Чылайӑшӗ унта ҫемйисемпе килчӗ, малтанхи сасӑлав чӑнласах та кирлине систерчӗ, «РФ Патшалӑх Думин тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулас текен кандидатсен списокне чиновниксем мар, эпир палӑртатпӑр», — терӗ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Чӑваш Енре 236 шутлав участокӗ ӗҫлерӗ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Хӗрӗ Анна вара ашшӗпе мӑнаҫланнине, вӑл ачисене яланах ырӑ тӗслӗх кӑтартнине пӗлтерчӗ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Вӗсен ывӑлӗ Антон ҫакнашкал сасӑлава пӗрремӗш хут хутшӑнчӗ, ҫавна май хӑй кӑштах хумханнине пытармарӗ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов ҫемйипе тӗп хулари 64-мӗш вӑтам шкулти участокра сасӑларӗ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ малтанхи сасӑлавӑн кандидачӗсемпе те калаҫрӗ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
«Малтанхи сасӑлав кирлех. Мӗншӗн тесен кандидат нумай, ку процедура хыҫҫӑн вара суйлава чи вӑйлисем хутшӑнӗҫ», — шухӑшне пӗлтерчӗ Лариса Юрьевна.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
«Эпӗ кунта атте-анне сӗннипе мар, хамӑн ирӗкпех килтӗм. Суйлавсене, ҫав шутра малтанхи сасӑлава та, хутшӑнасси — Раҫҫей гражданинӗн ирӗкӗ-ҫке. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче иртекен суйлава та хутшӑнӑп», — терӗ Иван депутатсен тӳрӗ кӑмӑллӑ пулмаллине, суйлавҫӑсене мӗн шантарнине пурнӑҫламаллине палӑртнӑ май.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Меллӗ самантпа усӑ курса журналистсем Игнатьевсен ывӑлне те ыйтусем пачӗҫ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
«Суйлавҫӑсем чи тивӗҫлисемшӗн — сӑмахпа шантарса мар, халӑх ырлӑхӗшӗн чӑнласах та нумай ӗҫ тунисемшӗн — сасӑласса шанатӑп», — пусӑм туса каларӗ Михаил Васильевич.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Ҫак процедура халӑха пулас депутатсен программипе ҫывӑхрах паллашма, кандидатсене хӑйсен округӗнчи чи ҫивӗч ыйтусене тӗплӗнрех тишкерме май панине пӗлтерчӗ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Вӑл малтанхи сасӑлав депутат пулас текен кандидатсемшӗн те, суйлавҫӑсемшӗн те пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
«Мана хула ҫыннисен хастарлӑхӗ, вӗсем Раҫҫей тата Чӑваш Ен шӑпи пирки шухӑшлани, ҫӗршывпа республикӑра обществӑпа политика тӑнӑҫлӑхне сыхласа хӑварас тени савӑнтарать», — терӗ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтӑвӗсене хуравланӑ май.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Бюллетень илес текен нумай пулнӑран республика Пуҫлӑхӗн те черетре тӑма тиврӗ, ҫак хушӑра вӑл ҫынсемпе калаҫрӗ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗ пирки ыйтса пӗлчӗ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев та мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа тата ывӑлӗпе Иванпа хӑйсен суйлав участокне — Шупашкарти Петӗр Хусанкай ячӗллӗ культура керменне — савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа килчӗ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Ҫынсем малтанхи сасӑлав пӗтӗмлетӗвӗсемпе РФ Патшалӑх Думин тата ЧР Патшалӑх Канашӗн кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче иртекен суйлавӗсене хутшӑнакан кандидатсен списокне хатӗрленине пӗлни те палӑрчӗ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Суйлавҫӑсем участоксене лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа килни вӗсем пӗлӗшӗсене е кӳршисене курсан «Уяв ячӗпе!» тесе саламлани те ҫирӗплетрӗ.
Малтанхи сасӑлав... // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗ, «Единая Россия» партин малтанхи сасӑлавӗн кунӗ, Чӑваш Еншӗн чӑнласах та пысӑк уява ҫаврӑнчӗ: шутлав участокӗсенче ирех хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ янӑрарӗ, концертсем пулчӗҫ, чылай ҫӗрте пӗчӗк ачасем валли вӑйӑ кӗтесӗ йӗркелерӗҫ...