Çĕннисем
Ӗпхӳ хулинчи чӑваш вырсарни шкулӗнче чӑваш чӗлхине вӗрентекен Ирина Ягодкина хатӗрленӗ сценари тӑрӑх Римма Макарова, Галина Скоробогатова, Мария Гаврилова, Леонид Михайлов «Нарспи» поэмӑри сыпӑксене илемлӗн шӑрантарчӗҫ пулсан, Приютово поселокӗнчен килсе ҫитнӗ педагогика ӗҫӗн ветеранӗ Зоя Смолькина хӑй ҫырнӑ сӑввипе паллаштарчӗ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Мероприятие уҫса Пелепейри чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Владимир Яковлев пурне те саламланӑ, ПР культура обществин председателӗ Юрий Михайлов, Октябрьск хулинчи чӑвашсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Р.А.Макарова тата ыттисем те сӑмах илнӗ хыҫҫӑн поэзи уявӗ пуҫланчӗ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Слакпуҫ шкулӗнче вӗренекенсем «Нарспи» поэмӑри «Ҫимӗк каҫӗ» сыпӑка сценарилесе кӑтартни пуҫтарӑннисене Нарспипе Сетнер пурӑннӑ вӑхӑта кӗртсе ӳкерчӗ, асамлӑхпа ҫавӑрса илчӗ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Акӑ, «Тӗнче тытӑмӗ» композици, Константин Иванов хӑй поэминче сӑнласа панӑ шӑнкӑртатса юхакан валак.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Малалла хӑнасен ҫулӗ асамлӑ ҫӑлкуҫ еннелле выртрӗ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Унтан Ухсай Яккӑвӗн музейне ҫитсе унти пуян материалпа паллашрӗҫ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Хӑнасем чи малтан поэтӑн музей ҫуртӗнче пулса курчӗҫ, Константин Иванов ячӗллӗ парка ҫитсе унӑн вил тӑприйӗ ҫине чечексем хучӗҫ, сӑвӑҫӑн палӑкӗ тата Нарспипе Сетнере халалланӑ композици умӗнче асӑнмалӑх сӑнӳкерчӗксем турӗҫ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Хуҫасем ЧР Министрсен Кабинечӗн Пушкӑртстанри полномочиллӗ представительне Владимир Портнова, ПР РЧНКА председседателӗн ҫумне Юрий Михайлова, Ӗпхӳ хулинчи Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкул директорне Леонид Михайлова, Чӑваш халӑх артисчӗсене Иван Христофоровпа Вячеслав Христофорова, республикӑри чӑваш общественноҫӗсен ертӳҫисене Римма Макарована (Туймазӑ хули), Роза Андреевана (Ишимбай районӗ), Вера Васильевана (Пишпӳлек районӗ), пултарулӑх ушкӑнӗсен хастарӗсене, тӑван чӗлхене, юрра-ташша, поэзие юратакансене К.В.Ивановӑн музей ҫурчӗ умӗнче ҫӑкӑр-тӑварпа хапӑл туса кӗтсе илчӗҫ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Хальхинче кунта Пушкӑртстанри чӑваш пӗрлӗхӗсен фестивалӗ йӗркеленчӗ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Хӑнасене кӗтсе Слакпуҫ укӑлча хапхисем кӑҫал та тараватлӑн уҫӑлчӗҫ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Чӑваш поэзийӗн классикне чысласа кашни ҫулах вӑл ҫуралнӑ ялта поэзи кунӗсем иртеҫҫӗ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
К.В.Иванов произведенийӗсем урлӑ Раҫҫейри тӑванла халӑхсен темиҫе ӑрӑвӗ пурнӑҫ шкулӗ илнӗ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Чӑваш поэзийӗн чи ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ Константин Иванов пӗтӗм тӗнче историне кӗрсе хӑйӗн тата чӑваш халӑхӗн ятне ҫӗр-ҫӗр ҫула упраса хӑварнӑ.
Слакпуҫ ялӗнчи поэзи кунӗсем // Надежда РОДИОНОВА. «Урал сасси», 2016.06.01
Мероприятие килнӗ филологи наукисен кандидачӗ, профессор, вӗренӳ кӗнекисен авторӗ Виталий Никитин-Станьял, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Эдуард Бахмисов, районтан, ытти шкулсенчен килнӗ сумлӑ хӑнасем уява пысӑк хак пачӗҫ.
Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Кӗҫӗннисем ача-пӑча вӑййисене вылярӗҫ, вӑтаммисем — Сурхури, Мӑнкун, Ӗне ырри, Ҫӑварни уявӗсене сӑнларӗҫ, аслисем салтак ӑсатрӗҫ, туй, улах йӑлисемпе паллаштарчӗҫ.
Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Кашни класс халӑх йӑли-йӗркинчи пӗр пулӑма выляса кӑтартрӗ.
Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Ятарласа уяв курма пынисем те сахал марччӗ.
Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Чӑннипех тӑван халӑхӑмӑрӑн чунӗ хурланчӗ тейӗн.
Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Чӑваш ал ӑсталӑх куравне йӗркеленӗ, апат-ҫимӗҫне пӗҫерсе пынӑ...
Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№
Ачасем те, учительсем те йӑлтах чӑваш ҫи-пуҫӗпеччӗ.
Тимлесессӗн ӑнӑҫу пулатех // Эльвира ИВАНОВА. «Тантӑш», 2016.05.26, 20№


