Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Пухӑннисене Самартан, Тутарстанран, Францирен килнӗ чӑвашсем те йӑхташсенчен салам каларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Федерацин Урал округӗнчи наци-культура пӗрлешӗвӗсен председателӗ Владимир Логинов чӑваш халӑхне пӗр чӑмӑра пухас тӗлӗшпе Тюмень облаҫӗнче ҫулталӑкра 50 ытла мероприяти ирттернине пӗлтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Митингра ҫавӑн пекех Беларуҫри чӑвашсен Пӗтӗм тӗнчери «Атӑл» общество пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Александров тухса калаҫрӗ, хӑйсем Чӑваш Енпе мухтаннине палӑртрӗ: «Пирӗн кунта яланах килес килет. Республика Пуҫлӑхӗ, Чӑваш Ен Правительстви пирӗн пурнӑҫпа кӑсӑклансах тӑни пире савӑнтарать».

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Республика Пуҫлӑхӗ Чӑваш автономи облаҫӗ 100 ҫул тултарнине, Шупашкар хули йӗркеленнӗренпе 550 ҫул ҫитнине уявлама тӗплӗн хатӗрленмеллине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Вӑл Чӑваш наци конгресӗн президентне Николай Угаслова чӑваш чӗлхипе культурине аталантарассишӗн нумай тӑрӑшнӑшӑн тав сӑмахӗ каларӗ, ҫак ӗҫе тата ҫӳллӗрех шая ҫӗклемеллине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Пирӗн тӗп тӗллев — республикӑра пурӑнакансен ырлӑхӗшӗн ӗҫлесси”, — терӗ Михаил Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

«Ҫирӗп ҫемье — общество тӗрекӗ», — тенӗ Иван Яковлев.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Палӑк умне пухӑннисене Аслӑ Вӗрентекенӗмӗрӗн Халалне тӗпе хурса пурӑнма сунчӗ, унпа ачасене те паллаштарма сӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Михаил Игнатьев чи малтанах аякран ҫитнӗ хӑнасене чӑваш ҫӗрне вӑхӑт тупса килнӗшӗн тав турӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Чечек хуракансен йышӗнче ҫавӑн пекех ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ — Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, Чӑваш наци конгресӗн ертӳҫи, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, ЧНКн Мӑн Канашӗн членӗсем, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи тата чикӗ леш енчи чӑваш наци-культура пӗрлешӗвӗсен ертӳҫисем пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

«Чӑвашсен хушшинче пултаруллӑ ҫын нумай. Вӗсенчен пӗри — пирӗн Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев. Пирӗн вӑл пуҫланӑ ӗҫсене малалла тӑсмалла», — терӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев палӑкӗ умне чечексем хунӑ май.

Куҫарса пулӑш

Чӗлхемӗр аталансах пытӑрччӗ // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Вадим Николаевӑн, Леонид Черкесовӑн салам сӑмахӗсем хыҫҫӑн уяв каҫне фестивале хутшӑнакансем малалла тӑсрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Несӗлсен гимнне малалла Чӑваш патшалӑх симфони капелли, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ, фестиваль хӑнисем пӗрле шӑрантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Алена Аршинова та сӑмах илчӗ, Чӑваш Ен халӑхне Республика кунӗпе саламларӗ тата чӑваш халӑхӗн «Алран кайми...» юррине юрлама пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Пирӗн тӗллев — вышкайсӑр пысӑк ҫак пуянлӑха малашне те упрасси, унпа ҫитӗнекен ӑрӑва ҫывӑхлатасси».

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Эпир хамӑрӑн тӗлӗнмелле пуян культурӑна упраса хӑварма пултартӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

«Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсен» ырӑ йӑли-йӗркине ӑса хывса пӗр ӑру кӑна мар ӳссе ҫитӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ҫак йыш ҫӳллен хушӑнса, республика туссемпе пуянланса пыни пире савӑнтарать ҫеҫ мар, республика ятне-сумне те ҫӗклет.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Михаил Игнатьев Чӑваш Ен ҫыннисемпе унӑн хӑнисене Республика кунӗпе, ҫавӑн пекех «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль уҫӑлнӑ ятпа саламланӑ май ҫак самантсем пирки чарӑнса тӑчӗ: — Хӑнасене тарават Чӑваш Ен пултаруллӑ, ӗҫчен, ӑста ҫынсене ырӑ сунса йышӑнать.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Унта кӑҫал ҫӗршывӑн 16 регионӗнчен /Архангельск, Киров, Ленинград, Мускав, Новгород, Рязань, Саратов, Челябинск, Ярославль облаҫӗсенчен, Крым, Дагестан, Калмӑк, Коми, Мари, Тутарстан, Удмурт республикисенчен/ 17 коллектив килсе ҫитнӗ.

Куҫарса пулӑш

Туслӑх, пӗрлӗх ҫӑлкуҫӗсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех