Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев, РФ пӗрлештернӗ командин аслӑ тренерӗ Евгений Лукашкин, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов, ЧР спорт министрӗ Сергей Шелтуков, Олимп чемпионкисем Елена Николаевӑпа Валентина Егорова, Раҫҫей спортӑн тава тивӗҫлӗ мастерӗсем Владимир Андреевпа Олимпиада Иванова саламларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Юниорсен тупӑшӑвӗнче спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ /ку норматива вӑл та кӑҫал тултарнӑ/ Мария Лосинова пирӗн команда пухмачне «ылтӑнпа» пуянлатрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

1999-2000 ҫулсенче ҫуралнӑ хӗрсемпе яшсем — 5000-10000, 17-18-тисем 10000 ҫухрӑма парӑнтарассишӗн кӗрешрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Чемпионат программин каҫхи старчӗсем тӗп стадионта иртрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

2015 ҫулта юниорсен Европа чемпионатӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ чӑваш хӗрӗ хӑйӗн черетлӗ наградишӗн савӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Хӗрсен ӑмӑртӑвӗнче медальпе Клавдия Афанасьева савӑнтарчӗ: «Спортӑн тӗнче класлӑ мастерӗ» ята нумаях пулмасть тивӗҫнӗскер финиша виҫҫӗмӗш ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Ку дистанцире пирӗн хӗрсем те тупӑшрӗҫ, анчах Марина Пандаковӑна, Светлана Васильевӑна тата Надежда Сергеевӑна ку хутӗнче ӑнмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене те Саранск спортсменкисем йышӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

«Йывӑр та, ҫӑмӑл та пулмарӗ. Ҫапах кӗрешӳ ҫивӗччӗ. Ҫӗнтерес тесе пӗтӗм вӑйран тӑрӑшрӑм. Спорта тепӗр хут таврӑннӑ май хама лайӑх енчен кӑна кӑтартас килет», — пӗлтерчӗ спортсменка.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Дисквалификаци вӑхӑчӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑнхи пирвайхи ӑмӑрту пулчӗ ку унӑн.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Специалистсем систернӗ пекех ку стартра Олимп чемпионки Елена Лашманова /Мордва Республики/ ҫӗнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

25 пике 20 километрлӑ дистанцире вӑй виҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Яланхи пекех ӑмӑрту ирхи сакӑр сехетре хӗрарӑмсемпе ҫамрӑксен тупӑшӑвӗсенчен пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Акӑ кӑҫал та Шупашкар кӳлмекӗпе «Олимпийский» стадионта иртнӗ ҫӗршыв чемпионатӗнче тӗл пулчӗҫ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Чӑваш тата мордва спортсменӗсен тӗрлӗ турнирти кӗрешӗвне курма хӑнӑхнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Шупашкарпа Саранск хулисенчи хӑвӑрт утакансем чылай чухне пӗр-пӗрин хушшинче ӑмӑртнипе ҫапла калаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсемпе мордвасен тупӑшӑвӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Анчах мӗскӗнлӗх паллипе сывпуллашма хевте ҫитерӗпӗр-ши?

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html

Кӑларса пӑрахмалла ҫӑпатана музейран.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html

Айванккасен тата тӑван халӑхӑмӑра юратманнисен пуҫӗсене ҫӑпата тӑрӑх минретес килменни.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html

Ҫук, тумран намӑсланни-симӗсленни мар ку.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑпатана музейран кӑларса пени мӗскӗнлӗхе пӗтерӗ-и? // Таисия Ташней. http://chuvash.org/blogs/comments/2800.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех