Çĕннисем
Александра Васильевна Головина пире хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе, ҫынна хисеплеме пӗлнипе тӗлӗнтерет.
Зоя Космодемьянскаян амӑшӗпе тӗл пулнӑ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Ҫимӗк, Микула, Хӑят уявӗсенче те пуҫтарӑнма калаҫса татӑлчӗҫ тӑхӑрьялсем.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
«Тӑхӑрьял тӑхӑмӗ» кружока ҫӳрекен ачасем хӑйсенчен аслӑраххисенчен вӗренсе пыни, ырӑ ӗҫсем тума васкани, вӗсен Михаил Петрович пек ертӳҫӗ пулни те питӗ савӑнтарать.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Кирек мӗнле пуҫарӑвӑн та никӗсӗ пур.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Музейсенче ҫеҫ упрас марччӗ ӑна, куллен тӑхӑнаймасан та уявсенче те пулин тӑхӑнса савӑнасчӗ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Чӑваш кӗпине тӑхӑнса ташӑра ҫаврӑнни те мӗне тӑрать!
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Анне-асаннесем чунӗсене парса ҫӗленӗ атлас кӗпесем тӑхӑннӑ хӗрупраҫсем ыттисемпе танлаштарсан килӗшӳллӗрех те хитререх курӑнчӗҫ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Вӗсем вӑйӑ каланӑ чухне хӑвна мӗнлерех тытмаллипе, йӗркине, юрлас вӑрттӑнлӑхсемпе паллаштарчӗҫ, вӑйӑ каласа кӑтартрӗҫ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
«Паян музейсемпе палӑксене ҫеҫ мар, халӑхӑмӑрӑн авалхи йӑли-йӗркисене упракансен кунӗ те. Ҫакӑ паян пирӗншӗн тӗп тӗллев, ҫавӑн чух тин пирӗн несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ», – терӗ Михаил Петрович.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Пӗлтӗр Анат Камӑра иртнӗ республикӑри пӗрремӗш наукӑпа тӗпчев конференцине хутшӑнса Д.Вериялов 3-мӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
«Тӑхӑрьял тӑхӑмӗ» кружока ҫӳрекен К.Семеновӑпа О.Хлыновӑна – «Манӑн ҫемье историйӗ – Тӑван ҫӗршывӑн ӗмӗрхи историйӗн пӗр пайӗ» районти иккӗмӗш гуманитариллӗ ҫут ӗҫ конференцийӗн ҫӗнтерӳҫисене – Пӑва районӗн вӗрентӳ уйрӑмӗн грамотисене пачӗҫ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Михаил Петрович ачасене уяв ячӗпе саламларӗ, кружок членӗсен удостоверенийӗсемпе значокӗсене илекенсем А.Чашкин, О.Маськина, А.Спиридонова, О.Проворова пулчӗҫ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Ытти чухнехи пек ӗҫ тумӗсемпе мар, илемлӗ чӑваш кӗписем тӑхӑнса, тенкӗсем ҫакса, масмаксем ҫыхса килнӗ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Иртнӗ уйӑхра ҫак ачасем музейсемпе авалхи палӑксене тата йӑла-йӗркесене упракансен кунне уявлама пуҫтарӑнчӗҫ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Вӗсен ырӑ ӗҫӗсене шутласа та пӗтерме ҫук: пӗччен ватӑсене, вӑрҫӑ ветеранӗсене пулӑшаҫҫӗ, ялти И.Н.Юркин музейне те тирпейлеме манмаҫҫӗ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Ялта ҫак ачасене пурте юратаҫҫӗ, вӗсем йӗркеллӗ, ӗҫчен, ҫынна хисеплеме пӗлеҫҫӗ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Ӗлӗк чӑвашсем пурӑннӑ вырӑнсене тухса ҫӳресе, тӗрлӗ экспонатсем тупса ҫав материалсене шкулти таврапӗлӳ музейӗнче упраҫҫӗ.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
М.П.Вериялов кружок ертӳҫи ачасене Тӑхӑрьялӑн историне, культурине, йӑли-йӗркисене вӗрентет.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Пуҫламӑш класра вӗренекенсенчен тытӑнса аслӑ классем таранах ҫӳреҫҫӗ кружока.
Несӗлсен шӑнӑрӗ татӑлмӗ // Сувар. «Сувар», 16(697)№, 2007.05.11
Вун виҫӗ ҫул ӗнтӗ Пӑва районӗнчи Пӳркел вӑтам шкулӗнче «Тӑхӑрьял тӑхӑмӗ» кружок ӗҫлет.