Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Кӑтартусен конфиденциаллӑх ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе уйрӑмах ҫирӗп ыйтаҫҫӗ тата вӗсемпе санкцилемесӗр тата тӗллевсӗр усӑ курнӑшӑн должноҫри ҫынсене явап тыттараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Федерацин «Пӗтӗм Раҫҫей ял хуҫалӑх ҫыравӗ ҫинчен» саккунӗнче тӗпчекен объектсен ҫырав хучӗсене кӗртнӗ кӑтартӑвӗсен хӳтлӗх гарантине палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Унсӑр пуҫне кӑтартусене хатӗрленӗ чухне ял-хула ячӗсем те «ҫухалаҫҫӗ», муниципалитет районӗсенне кӑна хӑвараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ял хуҫалӑх продукцийӗ туса кӑларакансен хуравӗсене кӗртнӗ ҫырав хучӗсенче уйрӑм ҫыннӑн ячӗ-шывне палӑртмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Шиклӗх туйӑмне сирмелле — пухнӑ информаципе пӗтӗмлетӳсем тӑвас тӗллевпе кӑна усӑ курассине патшалӑх статистикин органӗсем гарантилеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫапах та аслашшӗ-асламӑшӗ е кукашшӗ-кукамӑшӗ хуҫалӑхри кашни улмуҫҫишӗн е ӗне-сурӑхшӑн хушма налук тӳлеме тивни ҫинчен калаҫни вӗсен асӗнче ҫырӑнса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Тӗрӗссипе, паянхи вӑйпитти ӑру ҫут тӗнчене чылай каярах килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Кун пек чухне вӗсен асӗнче иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсенчи пулӑмсем мӗлтлетсе илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Экономикӑпа ҫыхӑннӑ кирек мӗнле ҫырав та халӑха, уйрӑмах ялта тӗпленнисене, сисчӗвлентеретех.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫыруҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх — асӑннӑ акцие халӑх, тӗпрен илсен, пуҫаруллӑ хутшӑнать, ыйтусене кӑмӑлпах хуравлать.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Вӗсем хальччен асӑннӑ мелсемпе усӑ курман тӑк ҫыруҫӑн вӗсем патне ҫитсе килме тивет.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Чӑн та, фермерсемпе предпринимательсем те хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ пирки ҫырнӑ хутсене е вӗсен электронлӑ версине Интернет урлӑ ҫитерме пултараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Унсӑр пуҫне 400 ытла организаци хӑйсем тӗллӗн паракан отчета йышӑнмалла.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Пысӑк яваплӑхпа пурнӑҫламалли ӗҫ калӑпӑшӗ пысӑк: 563 ҫыруҫӑн, 95 инструкторӑн тата ытти специалистӑн утӑ уйӑхӗн 1 — ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗсенче ҫырав объекчӗ шутне кӗртнӗ фермерсен тата предпринимательсен — 3,4 пин, ялти ҫынсен килти — 238,9 пин, хуларисен 8,7 пин хуҫалӑхне, граждансен коммерциллӗ мар 746 пӗрлӗхне тата 9,8 пин лаптӑка тишкерсе тухмалла.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ мероприятие пирӗн хутлӑхра та тӗплӗн хатӗрленсе кӗтсе илчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ялти йӗркелӗх - ҫӗршыври тӑнӑҫлӑх // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ӗҫ ҫынни яланах хисепре пултӑр терӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Вадим Николаевпа Николай Малов тата ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Андреев тӑрӑшса вӑй хуракансем ҫак чыса чӑнласах тивӗҫлӗ тесе хакларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Михаил Игнатьев Ҫӗрпӳ халӑхӗ ӗҫчен пулнине, республика экономикине хӑйӗн тивӗҫлӗ тӳпине хывнине палӑртнӑ май ӗҫре палӑрнисене правительство наградисемпе чысларӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Ҫӗрпӳ район тата администраци пуҫлӑхӗсем Татьяна Барановӑпа Александр Казаков хӑнасене уяв ячӗпе саламланӑ май районӑн пӗлтӗрхи тата 2016 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнчи ҫитӗнӗвӗпе паллаштарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Вӗлкӗш, Акатуй ялавӗ, Савӑнтар Ҫӗрпӳ енне! Вӗлкӗш, уяв саламӗ! Пур чӑваш паян пӗрле!» сӑвӑ йӗркисем инҫете-инҫете саланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗрпӳре, ҫӗрпе акапуҫ уявӗнче // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех