Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Халӗ ӑна ҫул кӑтартса яракан ҫук…

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Вӗсене ун чухне учительница илсе кӗнӗччӗ, кашнинех алӑран ҫавӑтса парта хушшине лартнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ирина хӑй чи малтанхи хут ҫак шкула килсе кӗнине, класа кӗрсе ларнине аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ачасем классене кӗрсе ларнӑ, коридор пушӑ, хӑвӑн класна утнӑ чух шухӑшламалӑх кӑштах вӑхӑт пур-ха.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

«Эхер унта та вӗренекенсен пит-куҫӗсене, мана курсан, хура пӗлӗт хупӑрласан, — шухӑшларӗ Ирина, — манран вӗрентекен пулас ҫук».

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Унта сана мӗнле кӗтсе илсе, мӗнле ӑсатса ярасси йӑлтах хӑвӑнтан килӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Шӑнкрав сасси илтӗнсе кайсассӑн тин Ирина ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ: халӗ ҫакӑ аслӑ та, анчах кӑмӑла хӗсекен пӳлӗмрен класа, урӑх чунсем патне кайма пулать.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ҫук, капла сиввӗн мар, ӑшшӑн, хаваслӑн кӗтсе илесси ҫинчен шухӑшланӑччӗ Ирина, халӗ ак ҫав ырӑ туйӑма тем сӑлтавпа хӑй таврари ушкӑн сасартӑк вӗрсе сӳнтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Вӑл калаҫман пулсан, хӑть каллех каялла тух та кай.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Юрать-ха, Иринӑна тепӗр ҫамрӑк учительница, биологипе вӗрентекен Семенова, Зинаида Семеновна, тӑрӑхларах питлӗ, хура куҫлӑ хӗр, сӑмах чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ — Шаповалов, Иван Петрович та ӑна сӑмах хушмарӗ; вӑл, сарлака сӑмсаллӑ, хулӑн куҫхаршиллӗ арҫын, хӗрӗхсене ҫитнӗскер, ыттисене куҫ айӗн кӑна пӑхса ларать.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ку сиввӗн кӑна: «Здравствуйте!», — терӗ те, ун енне пӑхмасӑр, тепӗр учительницӑпа калаҫма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ирина Игнатьевна малтан ӑҫта пырса лармаллине, кампа калаҫмаллине пӗлмесӗр аптраса тӑчӗ, унӑн куҫӗсем ирӗксӗрех Валерий Валерьянович Белова шырарӗҫ, анчах нимӗҫ чӗлхипе вӗрентекен ҫамрӑк ҫын пӳлӗмре курӑнмарӗ, вара вӑл, именчӗкне епле те пулин сирсе ярас тесе, вырӑс чӗлхипе вӗрентекен учительница — Шаповалова Юлия Ивановна ҫумне пырса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Вӑл, хӑйне тӗрлӗрен куҫсем тинкернине курса, кӑштах именчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Пурте уҫӑ сасӑ еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Сывлӑх сунчӗ.

«Учительская» тесе ҫырса ҫапнӑ пӳлӗме Ирина Игнатьевна хаваслӑн пырса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ирина ҫакна сисрӗ, вӑл, алӑк патӗнчен каялла таврӑнса, амӑшӗ патне утса пычӗ, хулпуҫҫийӗсенчен тытса ӑна хӑй еннелле ачашшӑн ҫавӑрчӗ те, йӑл-йӑл кулса, питӗнчен чуптурӗ, вара хӑвӑрт тухса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Ӗнтӗ хӗрӗ амӑшӗнчен ҫӳлӗ, ӗнтӗ вӗренме мар, хӑй ачасене вӗрентме тытӑнать, анчах амӑшне вӑл ҫаплах пӗчӗк пек туйӑнать-ха, амӑшӗ ӑна, тахҫан иртнӗ асран кайми кунхи пекех, тутлӑ апат ҫитерчӗ, ҫавӑтса кайма тесе кӗҫех аллинчен тытмарӗ, «лайӑх вӗрен» тесе каламарӗ, унтан хӗрӗ ҫинчи илемлӗ тумне ытарайми пӑхса тӑчӗ; хӗрӗ тухса кайма хатӗрленсе ҫитсен, вӑл чӳрече еннелле ҫаврӑнчӗ те тутӑр вӗҫӗпе куҫӗсене шӑлма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Унтанпа вунпилӗк ҫул иртсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Алга. А. Е. Алга. Ҫамрӑксем: повеҫсем — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 244 с. — 107–243 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех