Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Çĕннисем

Чӑваш юрринче тинӗс хумӗ шавлӗ, вӑрман кашлӗ, вӗҫӗ-хӗррисӗр улӑхсем симӗсленсе выртӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Чӑваш юрринче таса пӗлӗт ҫумӗнчи тӑри юрри илтӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Таса пӗлӗте, ҫут тӗнчене, хӗрлӗ хӗвеле савса юрлӗ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Вӑхӑт ҫитӗ — чӑваш юрри те илтӗнсе кайӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Хӗртнӗ хурҫӑ пек пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Чӑваш чӗлхи те тимӗр татӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Тӑван сӑмах, чӗлхе пӗлтерӗшӗ пирки вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Вӑхӑт ҫитӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Ҫак сӑвӑҫа чӑваш чӗлхин шӑпи питӗ шухӑшлаттарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 120 ҫул ҫитет.

Куҫарса пулӑш

Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №

Уяв кӑмӑлӗ мӗн ирччен тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22589.html

Вӑл вӑхӑтра ялӗ хӑй те шавлама пӑрахмарӗ — кашни килте тенӗ пекех инҫетрен килнӗ тӑвансене сӑйларӗҫ, пӗрле ларса юрӑ шӑрантарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22589.html

Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлчӗ — уява официаллӑ май хупнӑ хыҫҫӑн ачасемпе яшсем ҫӗрлечченех воллеболла вылярӗҫ, дискотекӑра савӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22589.html

Вырӑнти Ҫеҫпӗл ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ те, Канаш районӗнчен ҫитнӗ тӳре-шара та ял халӑхне хисеп хучӗсем парса вӗсен ӗҫӗсене чыс турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22589.html

Ял уявӗсенче хастар ҫынсене хисеп хучӗсемпе чысласси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ — анаткассем те ӑна пӑсмарӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22589.html

Халӑха хӑйсен пултарулӑхӗпе фольклор ушкӑнӗсем те, Шупашкартан чӗнсе илнӗ эстрада ҫӑлтӑрӗсем те, Ямаш шкул ачисем те самаях савӑнтарчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22589.html

Уяв уйрӑмах культура программипе пуян пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22589.html

Чуччу вара ҫак кун пӗрре те пушӑ тӑмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22589.html

Унсӑр пуҫне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх урам картишӗсене йӗркеленӗ, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем валли лапамсем хатӗрленӗ — кире йӑтакансем валли те, воллейболла вылякансем валли те, ҫытарпа ҫапӑҫма кӑмӑллакансем валли те.

Куҫарса пулӑш

Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22589.html

«Пирӗн ялӑн ҫыннисем ылтӑн алӑллӑ вӗсем» курав та ялта ӑстасем сахал маррине кӑтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22589.html

Ял кунне тӗплӗн хатӗрленни уяв лаптӑкне ҫитсенех паллӑ пулчӗ — йывӑҫран касса кӑларнӑ тӗрлӗ эрешсемпе илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22589.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех